Руджеро Леонкавалло

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Руджеро Леонкавалло
Ӳкерчĕк:Ruggiero leoncavallo.jpg
Чӑн ят итал. Ruggero Leoncavallo
Çуралнă вăхăт 23.4.1857(1857-04-23)[1][2][…]
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 9.8.1919(1919-08-09)[4][5][…] (62 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Альма-матер
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Руджеро Леонкавалло (Монтекатини-Терме) — Итали композиторӗ.

Кун-ҫулӗ

Ашшӗ — Винченцо Леонкавалло, судья; амӑшӗ — Вирджиния д’Аурио, Неапольти художник-кӳлепеҫӗсен ҫемьинчен тухнӑ[6].

Неаполь консерваторинче Лауро Росси патӗнче композици класӗнче тата Беньямино Чези патӗнче фортепиано класӗнче вӗреннӗ. Болонья университечӗн литература уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ, унта вӑл Джозуэ Кардуччи патӗнче вӗреннӗ, литература докторӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ[7].

Яш чухне питӗ чаплӑ пианист-аккомпаниатор пулнӑ; Леонкаваллӑпа Энрико Карузо пӗрле ларса инструментпа каланисем ҫырӑнса юлнисем пур. Аккомпаниатор пек Англире, Францире, Германире, Голландире, Египетра гастрольте пулнӑ. Пӗр вӑхӑт, юрӑ-кӗвӗ хайлама пӑрахмасӑр, ҫынсене юрлама вӗрентнӗ[7].

Пултарулӑхӗ

Опера таврашӗ хайланӑ май веризм стильне кӑмӑлланӑ.

Вӑл 20 ытла опера авторӗ, вӗсенчен чи палли — «Паяцсем» (Леонкавалло либретти, Даль Верме» театрӗ, Милан). Ҫавӑн пекех вӑл хайланӑ «Богема» (Заза» (Цыгансем» (Эдип патша» (1920, туса пӗтермен) оперӑсене те халӑх аван пӗлет. «Кӗл чечексен пӗчӗк патши» (1912) опереттӑн, «Марионетка пурнӑҫӗ» балетӑн (1900 ҫул патнелле), романссемпе юрӑсен, фортепиано хайлавӗсен авторӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ruggiero Leoncavallo // filmportal.de — 2005.
  2. A. Kotte
  3. ^ 1 тата 2 Archivio Storico Ricordi — 1808.
  4. ^ 1 тата 2 Leoncavallo, Ruggiero (англ.) // The Enciclopædia Britannica — 12 — London, New York City: 1922. — Vol. XXXI English History to Oyama, Iwao. — P. 757.
  5. ^ Ruggero Leoncavallo // Encyclopædia Britannica (англ.)
  6. ^ Руджеро Леонкавалло. Биография. Сайт Н. В. Дроздовой. çăлкуçран архивланă 22 Пуш уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 21 Ҫу уйӑхӗн 2012.
  7. ^ 1 тата 2 Руджеро Леонкавалло (Ruggero Leoncavallo). Классическая музыка (2011-01-05). çăлкуçран архивланă 25 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 21 Ҫу уйӑхӗн 2012.

Каҫӑсем

WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Леонкавалло, Руджеро статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.