Руйка (юханшыв)
Руйка, — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Усул шывĕн юппи.
Тавралăхĕ
Юханшыв Шарыпово ялĕнчен виçĕ çухрăм хĕвелтухăçнелле вырнаçнă шурлăхра пуçланать. Высоково ял çывăхĕнче Усул шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем вуннă патнелле, пысăккисем шутне Тутайкăпа Богдановка кĕреççĕ.
Руйка ытларах пайĕпе хĕвеланăçнелле юхать. Чылай юхăмĕ вăрман витĕр иртет.