Сăрă тăрна
Ӳкерчĕк:Grus grus 5 (Marek Szczepanek).jpg
Сăрă тăрна
Тăрна - хуртан пысăкрах, вăрăм ураллă кайăк. Çăмартисем (2) симĕсрех е сарăрах хăмăр, хĕрлĕрех е хурарах хăмăр пăнчăллă. Чĕпписем пĕр харăс тухмаççĕ. Пĕрремĕш чĕппи тухсан ăна аçи хăйпе пĕрле ертсе çӳрет. Иккĕмĕшĕ тухсан çемйипе пĕрле çӳреççĕ. Нимĕнле апат та тиркемеççĕ. Кăнтăрла апатланаççĕ, каçхине хăрах ура çине тăрса канаççĕ. Ташлама питĕ юратаççĕ. Ташланă вăхăтра темле хускану та тăвать, çулçăсене, туратсене, чул катăкĕсене çӳлелле ывăтать. Тăрна мăшăрĕсем мĕн виличченех пĕрле пурнаççĕ.
Пирĕн тăрăхри шурлăхлă вырăнсене ака уйăхĕнче вĕçсе килет, авăн-юпа уйăхĕсенче кăнтăралла çул тытать.
Тăрнасен йышĕ пирĕн тăрăхра пысăк мар.
Литература
- Paul A. Johnsgard. . — Bloomington: Indiana University Press. — 257 p. — ISBN 9780253112552.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Назаренко Е. А., Бессонов С. А. Grus grus (Linnaeus, 1758) — Серый журавль. Позвоночные животные России. Институт проблем экологии и эволюции имени А. Н. Северцова РАН. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
- Сайт Международного фонда охраны журавлей
- Боголюбов А.С. Серый журавль — Grus grus. Экосистема (2006). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
- Серый журавль — Grus grus L. «Птицы Алтая». Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.