СИЗОпа тӗрмесенче ӗҫлекенсен кунӗ

СИЗОпа тӗрме ӗҫченӗсен кунӗРаҫҫей Федерацийӗнчи следстви изоляторӗсенче (СИЗО) тата тӗрмесенче ӗҫлекен мӗнпур ҫынсен професси уявӗ.

Раҫҫейре ку датӑна ҫулсерен юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[1].

Историйӗ тата уявлани

undefined

2006 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче Федерацин айӑплава пурнӑҫлакан службин ертӳҫи Юрий Иванович Калинин Хушу алӑ пусса[1] юпан 31-мӗшне професси уявӗ тесе палӑртнӑ, ӑна «СИЗОпа тӗрме ӗҫченӗсен кунӗ» ят панӑ.

«СИЗОпа тӗрме ӗҫченӗсен кунне» ирттермелли куна ӑнсӑртран суйламан: 1963 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче РСФСР Обществӑлла йӗркене сыхлакан министерствин коллегийӗ Совет Союзӗнче пуҫиле ӗҫӗн системинче ҫӗнӗ учреждени тӗсне — следстви изоляторне — тӑвасси пирки йышӑну тунӑ.

«СИЗОпа тӗрме ӗҫченӗсен кунӗ» — Раҫҫей ФСИН тытӑмӗнче ӗҫлекен 50 пин ытла ҫыннӑн професси уявӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Приказ директора ФСИН. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.