СССР халăх ӳкерçи

СССР халăх ӳкерçи — сăрă ӳкерĕ, скульптура, графика, монументлă, декораци, театр, кинодекораци ӳнерĕн аталанăвне пысăк ӳсĕм кӳнĕ, çамрăк ӳкерçĕсене вĕрентсе çитĕнтернĕ совет ӳкер ӳнерĕн чаплă ĕçченĕсене тивĕçтермелли чыслă хисеп.

СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1943 çулхи утăн 16-мĕшĕнчи Хутайĕпе кĕртнĕ[1].

Кавалерсем

«СССР халăх ӳкерçи» чыслă хисепĕн 1943 çулхи утăн 26-мĕшĕнче тивĕçнĕ пĕрремĕш кавалерсем: Александр Герасимов тата Борис Иогансон сăрă ӳкерçисем тата Сергей Меркуров тата Вера Мухина скульпторсем.

«СССР халăх ӳкерçи» чыслă хисепĕн юлашки кавалерĕ — Сăрă ӳкерĕ, скульптура тата архитектура Репин ячĕллĕ институчĕн профессорĕ Пётр Фомин (1991 çулхи раштавăн 20-мĕшĕ).

Çавăн пекех

Вуламалли

  • Государственные награды Союза СССР / Составитель В. В. Матвеев. — К., 1987. — С. 230—231.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ведомости Верховного Совета СССР, 1943 ç., № 28

Каçăсем