Салтыкова Дарья Николаевна
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Салтыкова Дарья Николаевна, Салтычиха[2][3] тата Людоедка[3] хушма ятлӑскер, (хӗр чухнехи хушамачӗ — Иванова;1730 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ [22-мӗшӗ] е 1730, Раҫҫей империйӗ — 1801 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ [раштавӑн 9-мӗшӗ] е 1801, Мускав) — пуян вырӑс улпут арӑмӗ, каярахпа асаплантаракан садист тата сериллӗ ҫын вӗлерекен пек историе кӗрсе юлнӑ, вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракан 38 крепостла хресчене вӗлернине ҫирӗплетнӗ[2]. Сенат тата Иккӗмӗш Екатерина императрица йышӑнӑвӗпе ӑна 1768 ҫулта йӑхлӑ дворянка тивӗҫӗсӗр хӑварнӑ, вӗлермелле тесе приговор йышӑннӑ, анчах та каярахпа айӑплав мерине улӑштарнӑ, ӑна мӑнастир тӗрмине ӗмӗрлӗхех хупма йышӑннӑ, унта айӑпланнӑскер вилнӗ[2].
Биографийӗ
Пуян йӑхлӑ дворянсен Николай Ивановпа Анна Ивановна Давыдовӑн ҫемйинче ҫуралнӑ. Аслашшӗ Автоном Иванов Софья патша хӗрӗ тата I Петӗр патша вӑхӑтӗнчи пысӑк деятель пулнӑ, 16 пин чунпа танлашакан шутсӑр пысӑк пурлӑх пухнӑ. Дарья пилӗк хӗртен виҫҫӗмӗшӗ пулнӑ, унӑн икӗ аслӑ аппӑшӗ Феодора тата Татьяна, икӗ кӗҫӗн йӑмӑкӗ Аграпинӑпа Марфа (1733—1800) пулнӑ. Дарьйӑн ашшӗ-амӑшӗн пурӑннӑ ҫулӗсем паллӑ мар, ҫапах та Анна Николайран ытларах пурӑнни, каярахпа тепӗр хут качча кайса Бередихина хушамат илни паллӑ.
Дарья утлӑ полкӑн лейб-гварди ротмистрне, пулас ҫутӑ кнеҫӗн Николай Салтыковӑн куккӑшне Глеб Алексеевич Салтыкова (1714—1755) качча тухнӑ[2]. Вӗсен икӗ ывӑл, Фёдор (1750 ҫулта ҫуралнӑ) тата Николай (1751 ҫулта ҫуралнӑ) пулнӑ, вӗсене гварди полкӗсене службӑна ҫырнӑ.
Пурлӑхӗ
1756 ҫул тӗлнелле тӑлӑх арӑма юлнӑ, упӑшкин самай пысӑк капиталӗн пӗртен-пӗр еткерҫи пулнӑ май вӑл хӑйӗн аллинче Мускаври чи пуян та ятлӑ-сумлӑ ратнисенчен — Ивановсенчен, Скрипицинсенчен, Давыдовсенчен тата Салтыковсенчен (юлашкисем Романовсен патша ҫурчӗпе аякри тӑванлӑхра тӑнӑ) — тӑватӑ чи пысӑк пурлӑха пӗрлештернӗ, ҫапла Дарья Салтыкова Мускаври пуян тӑлӑх арӑмсенчен пӗри пулса тӑнӑ: ачасемпе тин ҫуралнӑ ачасене шута илмесӗр вӑл 600 яхӑн «арҫын чунӗн» тата 600 «хӗрарӑм чунӗн», пӗтӗмӗшле илсен, Мускав, Вологда тата Кострома кӗпӗрнисенче вырнаҫнӑ улпут хуҫалӑхӗсенчи 1200 яхӑн крепостла хресчен, Мускаври пысӑк пуян ҫурт, пысӑк улпут хуҫалӑхӗсен, ҫавӑн пекех пысӑк пурлӑх хуҫи пулса тӑнӑ.
Унӑн пысӑк та вӑйлӑ Троицкое именийӗ, Мускаври пӗтӗм Тури Тёплые Станы районӗ пулнӑ, упӑшки вилсен вара — Красное-на-Пахре ялӗ те, унсӑр пуҫне — унӑн пӗтӗм тавралӑхӗ тата пӗчӗк ялӗсем. Унӑн ҫӗрӗсем Пысӑк Лубянкӑран пуҫласа Кузнецк Кӗперӗ таран тӑсӑлнӑ, унӑн кӗтесӗнче упранса юлман виҫӗ хутлӑ хула усадьби вырнаҫнӑ, вӑл та унӑн пулнӑ.
Кострома кӗпӗрнинче нумай имени пулнӑ, ҫав шутра — Плосково, Филиха, Шубиха, Белышиха, Михалиха тата Савиха.
Салтычихӑн тӗрлӗ кӗпӗрнере, ҫав шутра Мускав ҫывӑхӗнче те, вырнаҫнӑ ялӗсем самай тупӑш кӳнӗ. Вӑл пуян пулнине чиновниксене тата тӗрлӗ должноҫри ҫынсене пысӑк взятка пама хӗрхенменни те, мӑнастирсене, храмсене тата чиркӳсене питӗ пысӑк укҫа пани те, ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗсене хутшӑнни те кӑтартаҫҫӗ.
Йӑх-несӗлӗ
Пӗрремӗш ывӑлӗ Фёдор (1750—1801) йӑх хӑварман. Иккӗмӗшӗ Николай (1751—1775) вара Анастасия Фёдоровна Головина графиньӑпа мӑшӑрланса икӗ ача ҫуратнӑ: Фёдор (ачасӑр) тата Елизавета (1772—1852), вӑл Гавриил Карлович де Раймонд-Моден графа качча кайса хӑй хыҫҫӑн 4 ача хӑварнӑ.
Унӑн кӗҫӗн мӑнукӗсем статс-дама тата меценатка Елизавета Николаевна Гейден, дворянлӑха ертсе пыракан Николай Николаевич тата кермен фрейлинӗ Александр Николаевна Зубовсем пулнӑ, кӗҫӗн мӑнукӗсен ачисем — Николай Фёдорович генерал-лейтенант, политика тата общество деятелӗ Дмитрий Фёдорович тата Мария Фёдоровна (Шереметев замокӗ) Гейденсем, Ольга Николаевна (качча кайсан Олсуфьева), Владимир Николаевич, Мария Николаевна (качча кайсан — Толстая) тата Дмитрий Николаевич Зубовсем, тата ыттисем.
Салтычиха ӗҫӗ
Преступленисем
Салтычихӑн Мускаври ҫурчӗ Аслӑ Лубянка тата Кузнецк Кӗпер урамӗсен кӗтессинче вырнаҫнӑ, урӑхла каласан, каярахпа унта Торлецкин — Захарьинӑн тупӑш ҫуртне хӑпартнӑ ҫӗрте тата халӗ Раҫҫей ФСБ шутне кӗрекен ҫуртсен вырӑнӗнче пулнӑ. Салтычиха чылай ҫынна асаплантарса вӗлернӗ ҫурт хальхи Мосрентген посёлокӗн (Троицкое паркӗ) территоринче МКАДпа юнашар Тёплый стан районӗнче пулнӑ.
Крепостла хресченсене пырса тивекен преступленисем
Салтычиха ӗҫӗн следователӗ айӑпланаканӑн кил кӗнекисен даннӑйӗсене тӗпе хурса крепостнойсен 11 хушаматӗнчен тӑракан список тунӑ, вӗсен кун-ҫулне тӗпчесе уҫӑмлатмалла пулнӑ. Официаллӑ ҫырнисем тӑрӑх, 50 ҫын «чир-чӗртен вилнӗ», 72 ҫын «хыпарсӑр ҫухалнӑ», 16-шӗ «упӑшкисем патне тухса кайнӑ» е «тарнӑ» тесе шутланнӑ. Помещицӑн именийсемпе ялӗсенче «пурне те пырса тивекен шыравсем» ирттернӗ чухне крепостла хресченсем кӑласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Салтыкова 75 ҫынна вӗлернӗ, ытларахӑшӗ — хӗрарӑмсемпе хӗрсем[3].
Упӑшки пурӑннӑ чухне Салтыковӑн алӑ ҫӗклес туртӑм палӑрман. Вӑл ун чухне чечекленекен, турра ӗненекен хӗрарӑм пулнӑ, ҫавӑнпа Дарьйӑн психика чирӗ пирки тавҫӑрасси ҫеҫ юлать. Тӑлӑх арӑма юлсан Дарья садистла преступленисем тума тытӑннӑ. Пулма пултаракан диагнозсенчен пӗри — харпӑр ҫыннӑн гистрион пӑсӑлӑвӗ. Упӑшки вилсен ҫур ҫултан вӑл тарҫине тӑтӑшах хӗнеме тытӑннӑ, ытларах пуленкепе. Айӑпламалли сӑлтавсем тӗрлӗрен пулнӑ: ахаль йӑл кулӑран пуҫласа урай тата япала йӗркеллӗ ҫуманни таран. Асаплантарасси хресчен хӗрарӑмне алӑ айне лекнӗ япалапа (ытларах чухне вӑл вут пуленки пулнӑ) ҫапнинчен пуҫланнӑ. Айӑпа кӗнӗскере кайран конюхсемпе гайдуксем хӗненӗ, хӑш чухне — виличченех. Майӗпен ҫапла майпа хӗнесси вӑйланса пынӑ, ытларах вӑхӑт тата тем тӗрлӗ хӗненӗ. Дарья айӑпа кӗнӗскере вӗри шывпа сапма е унӑн пуҫӗ ҫинчи ҫӳҫне ӗнтме пултарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫӳҫе кӑтралатмалли вӗри хӗскӗчпе усӑ курнӑ, унпа вӑл айӑпа кӗнӗскере хӑлхинчен тытнӑ. Тӑтӑшах ҫӳҫрен сӗтӗрнӗ, ҫав вӑхӑтрах пуҫӗпе стенаран чылай хушӑ ҫапнӑ. Вӑл вӗлернӗ ҫынсенчен нумайӑшӗн, кӳнтеленсем каланӑ тӑрӑх, пуҫӗ ҫинче ҫӳҫ пулман; Дарья ҫӳҫе пӳрнисемпе тӑпӑлтарнӑ, ҫакӑ унӑн вӑйӗ сахал мар пулнине кӑтартса парать. Айӑпа кӗнисене выҫӑпа аптӑратнӑ, шартлама сивӗре ҫаппа-ҫарамас кӑкарса хунӑ. Салтычиха ҫывӑх вӑхӑтра качча тухма хатӗрленекен хӗрсене вӗлерме юратнӑ.
Салтыковӑн пӗлӗшӗсемпе кӳршисем крепостнойсен пурин те пуҫӗ ҫинче ҫӳҫ ҫуккине, хирте хӗвел ҫинче вӑйлӑ хӗненӗ, юнланса пӗтнӗ кӗпе тӑхӑннӑ чурасем ӗҫленине, хӗрсем сехечӗ-сехечӗпе шартлама сивӗре ҫара уран тӑнине пӗрре кӑна мар асӑрханӑ. Хӗненӗ хыҫҫӑн вилменнисене, анчах йывӑр асап тӳснисене тата вилесле хӗненисене пачах та шутласа кӑлараймӑн. Помещица ҫын ҫини ҫинчен сахал мар сас-хура ҫӳренӗ, вӑл пепкисене вӗлерсе е чӗрӗллех пӗҫернӗ, хӗрсен сӗт парӗсене касса вӗсене ӑшаласа ҫинӗ-мӗн, анчах ҫакна ҫирӗплетекеннисене тупма май килмен, ҫавна май ку истори халап шутланать.
Дворянсемпе ҫыхӑннӑ преступленисем
Пӗр эпизодра Салтычихӑран дворянина та лекнӗ. Ҫӗр виҫекен Николай Тютчев — Фёдор Иванович Тютчев сӑвӑҫӑн аслашшӗ — чылай хушӑ унпа юрату хутшӑнӑвӗнче тӑнӑскер, 1762 ҫул пуҫламӑшӗнче Панютина хушаматлӑ хӗре качча илнӗ. Кӗвӗҫнипе Салтычиха хӑйӗн еркӗнне тавӑрма шухӑшланӑ. Малтанах вӑл хӑйӗн крепостнойӗсене Тютчев хӑйӗн ҫамрӑк арӑмӗпе пӗрле пурӑннӑ ҫурта чӗртсе яма икӗ хутчен янӑ; анчах хресченсем хӑраса ӳкнипе ҫакна туман, куншӑн вӗсене ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен айӑпланӑ[6]. Унтан, Панютина Брянск уесне кайнине, Тютчев ӑна ӑсатассине пӗлсен, вӑл хӑйӗн крепостнойӗсене засада туса иккӗшне те вӗлерме янӑ. Ҫак плансем ҫинчен Тютчев пӗлнӗ, ку планласа хунӑ преступление пӑчлантарнӑ[6].
Салтычиха ҫине ҫырнӑ ҫӑхавсен шӑпи
Хаяр помещица тӗлӗшпе ҫӑхавсем Елизавета Петровна чухне те, III Петр патша вӑхӑтӗнче те нумай пулнӑ, анчах та Салтычиха паллӑ дворян йӑхӗнчен пулнӑ, унӑн представителӗ Мускав генерал-кӗпӗрнаттӑрӗ те (Семён Андреевич Салтыков 1732—1740 ҫулсенче) пулнӑ. Ҫавӑн пекех Прасковья Фёдоровна Салтыкова (1664—1723) — вырӑс патша майри, V Иван патшан мӑшӑрӗ (1684 ҫултанпа), Анна Иоанновна императрицӑн амӑшӗ — урлӑ патша ҫемйипе тӑванлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та тискерлӗхсен ӗҫӗсене ун майлӑ татса панӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл влаҫрисене парне пама та хыт кукарланман. Доносчиксене чӑпӑрккапа тата Ҫӗпӗре ссылкӑна янипе айӑпланӑ[3].
Императрица патне янӑ ҫӑхав
Хресченсен чи малтанхи ҫӑвхавӗсем ҫӑхав ҫыракансене айӑпласси патне кӑна илсе ҫитернӗ, мӗншӗн тесен Салтычихӑн ятлӑ-сумлӑ тӑванӗ нумай пулнӑ, вӑл должноҫри ҫынсене сутӑн илме пултарнӑ. Ҫапахта икӗ хресчен, Савелий Мартынов тата Ермолай Ильин (вӗсен арӑмӗсене вӑл вӗлернӗ), 1762 ҫулта тин ҫеҫ престол ҫине ларнӑ II Екатерина патне ҫӑхав илсе ҫитерме пултарнӑ[3].
Следстви
Салтычиха ятлӑ-сумлӑ йӑхран пулнӑ пулин те II Екатерина унӑн ӗҫне кӑтартуллӑ процесс валли усӑ курнӑ, ку саккунлӑхӑн ҫӗнӗ тапхӑрне палӑртнӑ, ҫавӑн пекех — Мускаври влаҫ дворянствине демонстраци тума тата вырӑнсенче иртӗхнипе кӗрешме хатӗр пулнине кӑтартма.
Мускаври юстиц-коллеги следстви тунӑ, вӑл 6 ҫула тӑсӑлнӑ. Следстви ӗҫне ятарласа уйӑрса лартнӑ йӑхсӑр чиновник Степан Волков тата унӑн пулӑшуҫи, кермен канашҫи Дмитрий Цицианов кнеҫ ертсе пынӑ. Вӗсем Салтычихӑн шут кӗнекисене тишкернӗ, ку сутӑн илнӗ чиновниксен йышне палӑртма май панӑ. Следовательсем крепостла чунсен юхӑмӗ ҫинчен ҫырнисене те тишкернӗ, вӗсенче хӑш хресченсене сутнине, хӑшӗсене сутнине, хӑшӗсене укҫа ӗҫлесе илме янине тата хӑшӗсем вилнине палӑртнӑ.
Вилнисем ҫинчен ҫырнӑ иккӗлентерекен нумай хут тупса палӑртнӑ. Сӑмахран, ҫирӗм ҫулти хӗр тарҫӑ пулса ӗҫе кӗме, темиҫе эрнерен вилме пултарнӑ. Ҫынисем тӑрӑх, Ермолай Ильинӑн (конюх пулса ӗҫленӗ, ҫӑхавҫӑсенчен пӗри) умлӑн-хыҫлӑн виҫӗ арӑмӗ вилнӗ. Хӑш-пӗр хресчен хӗрарӑмӗсене тӑван ялӗсене янӑ имӗш, кун хыҫҫӑн вӗсем тӑрук вилнӗ е хыпарсӑр ҫухалнӑ.
Мускаври граждан кӗпӗрнаттӑрӗн, Мускав полицеймейстерӗн тата Сыск хушӑвӗн архивӗсене тишкерсен крепостнойсем Салтычиха тӗлӗшпе ҫырнӑ 21 ҫӑхава тупса палӑртнӑ. Ҫӑхавҫӑсене пурне те помещицӑна тавӑрса панӑ, вӑл вӗсене хӑй тӗллӗн суд тунӑ.
Салтычихӑна арестленӗ. Допроссем тунӑ чухне асаплантарассипе хӑратнӑ (асаплантарма ирӗк илмен), анчах та вӑл нимӗн те йышӑнман, мӗн юлашкиччен хӑйне питӗ сӗмсӗррӗн те кӑтартуллӑ тытнӑ, пысӑк должноҫри тӑванӗ, Мускав хулин пуҫлӑхӗ Петр Салтыков хута кӗрессе шаннӑ. Паллӑ вӑрӑ-хураха Салтычиха умӗнче асаплантарни те, ӑна унпа та ҫакӑн пек пулассине пӗлтерни те усӑ паман. Тен, вӑл ӑна асаплантармасси ҫинчен пӗлнӗ (хӑш-пӗр историк ҫак теорие тишкерет: Дарья Салтыкова хӑй III Петр вилӗмӗн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен тата императрица Сергей Салтыковпа юрату хутшӑнӑвӗнче пулни пирки пӗлмен пулсан та Екатерина тӗлӗшпе компромат сведенийӗсене пӗлнӗ ҫынсен хӳтлӗхӗпе усӑ курнӑ). Мускаври Тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан Николай чиркӗвӗн священникӗ Дмитрий Васильев ӳкӗнме ыйтни те усӑ паман.
Унтан Салтычихӑн Мускаври тата Троицкое посёлокӗнчи ҫуртӗнче пурте пӗлекен ухтару ирттернӗ, ҫӗр-ҫӗр кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ. Бухгалтери кӗнекисене тупнӑ, унта Мускав администрацийӗн чиновникӗсене взятка пани ҫинчен информаци пулнӑ , ыйтса тӗпченисем ҫынсене вӗлерни пирки каласа кӑтартнӑ, хӑҫан пулнисене тата ячӗсене пӗлтернӗ.
Полицмейстер канцелярийӗн пуҫлӑхӗ Молчанов, Сыск хушӑвӗн прокурорӗ Хвощинский, Сыск хушӑвӗнче пулнӑ Вельяминов-Зерновпа Михайловский, Вӑрттӑн кантур секретарӗ Яров, Сыск хушӑвӗн актуариусӗ Пафнутьев взяткӑсем илнӗ.
1765 ҫулхи ҫуркунне Мускаври Юстиц-коллегири следстви ӗҫӗ саккунлӑ майпа вӗҫленнӗ те ӑна Правительство сеначӗн 6-мӗш департаментне малалла пӑхса тухма янӑ. Ун чухнех, 1767 ҫулта, Екатерина Уложеннӑй комиссийӗ — суд коллегийӗ — туса хурасси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ. Анчах ҫак орган нумай вӑхӑт пулман — ҫулталӑкран ӑна пӑрахӑҫланӑ. Раҫҫей империйӗнче пӗрремӗш шавлӑ суд процесӗ иртнӗ. Раҫҫейре влаҫӑн ҫӗнӗ турачӗ — суд — йӗркеленнӗ.
Следстви пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Волков ҫакӑн пек йышӑну тунӑ: Дарья Салтыкова 38 ҫын вилӗмӗшӗн «паллах айӑплӑ» тата тепӗр 26 ҫын вилӗмӗшӗн «иккӗленӳллӗ» айӑплӑ тесе тесе юлнӑ[2].
Суд тата приговор
Асаплантаракан Салтычиха 139 ҫынна вӗлерме пултарнӑ. Суд ӗҫӗ 6 ҫула тӑсӑлнӑ. Юлашкинчен судьясем вӑл 38 ҫынна вӗлернӗ тата кермен ҫыннисене асаплантарнӑ тесе йышӑннӑ[2]. Анчах та сенаторсем конкретлӑ приговор йышӑнман, йышӑну ҫӗклемне патшара ларакан монарх — II Екатерина ҫине — тиенӗ. 1768 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Екатерина приговора темиҫе хут та ҫырнӑ. Императрица хӑй аллипе ҫырнӑ тӑватӑ приговор хучӗ упранса юлнӑ. 1768 ҫулхи юпан 2-мӗшӗнче Екатерина Сената указ янӑ, унта Салтыковӑна мӗнле айӑплав панине, ӑна мӗнле ӑсатмалли йӗркене питӗ тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Ҫак указ хучӗн хӗррине Екатерина хӑйӗн аллипе она сӑмах ҫумне он тесе ҫырнӑ. Ҫакӑн пек верси пур: императрица Салтыковӑна хӗрарӑм теме тивӗҫсӗр тесе каласшӑн пулнӑ.
Салтыкова Дарья Николаевна тӗлӗшпе ҫапла приговор йышӑннӑ[2][3]:
- дворян ячӗсӗр хӑварнӑ;
- ашшӗн е упӑшкин йӑхӗн ячӗпе ӗмӗрлӗхех усӑ курма чарнӑ, ҫавӑн пекех мӗнле дворян йӑхӗнчен тухнине тата ытти дворян хушамачӗсемпе тӑванлӑ ҫыхӑнура пулнине кӑтартма чарнӑ;
- пӗр сехет хушши уйрӑм «мӑшкӑл» курмалли вырӑнта тӑмалла тунӑ, унпа килӗшӳллӗн айӑпа кӗнӗ ҫынна эшафот ҫинче юпа ҫумне сӑнчӑрласа хунӑ, пуҫӗ тӑррине «асаплантаракан тата чунилли» тесе ҫырнӑ;
- ҫӗр айӗнчи тӗрмене мӗн виличченех ҫутӑсӑр тата ҫынпа хутшӑнмасӑр хупса усрама йышӑннӑ (ҫутта апат ҫинӗ чухне ҫеҫ ҫутнӑ, хурал пуҫлӑхӗпе тата хӗрарӑм-манашкӑпа ҫеҫ калаҫма ирӗк панӑ).
Унсӑр пуҫне, императрица хӑйӗн 1768 ҫулхи юпан 2-мӗшӗнчи указӗпе икӗ ывӑлне амӑшӗн пӗтӗм пурлӑхне опекун управленинче пулнӑ чухне тавӑрса пама йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех Дарья Салтыковӑн пӗр шухӑшлӑ ҫыннисене (Троицкое салинчи Степан Петров священника, «гайдуксенчен» пӗрне тата помещицӑн конюхне) каторгӑри ӗҫсене ссылкӑна ярса айӑплама йышӑннӑ.
Айӑпланнӑ Дарья Николаевнӑн приговорне 1768 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче Мускаври Хӗрлӗ тӳремре пурнӑҫланӑ. Хӗрлӗ тӳремри айӑплав хыҫҫӑн ӑна Мускаври хӗрарӑмсен Иоанн-Предтечи мӑнастирне илсе килнӗ, унта ун валли уйрӑм камера хатӗрленӗ, ӑна «покаянная» тесе ят панӑ. Ҫӗр ӑшӗнче чавнӑ пӳлӗмӗн ҫӳллӗшӗ виҫӗ аршӑнран (2,1 метртан) иртмен, вӑл пӗтӗмпех ҫӗр айӗнче пулнӑ, ҫавна май унта кун ҫути пачах лекмен. Узницӑна сӗм тӗттӗмре тытнӑ, апат ҫинӗ вӑхӑтра ҫеҫ ӑна ҫурта тӗпӗ ҫутса панӑ. Салтычихӑна уҫӑлса ҫӳреме ирӗк паман, ун патне корреспонденци те илсе килме чарнӑ. Чиркӳри пысӑк праҫниксенче ӑна тӗрмерен илсе тухса храм стенинчи пысӑках мар чӳрече патне илсе кайнӑ, ун урлӑ вӑл кӗлӗ итлеме пултарнӑ. Хытӑ тытмалли режим 11 ҫула тӑсӑлнӑ, ун хыҫҫӑн ӑна вӑйсӑрлатнӑ: айӑпланнӑскере чӳречеллӗ храм патне чул ҫурта куҫарнӑ. Храма килекенсене чӳречерен пӑхма, тӗрмере ларакан хӗрарӑмпа калаҫма та ирӗк панӑ. Историк каланӑ тӑрӑх, «Салтыкова, унӑн тӗрминчи тимӗр решетке хыҫӗнчи чӳречерен кӑсӑкланакансем пуҫтарӑнсан, вӑрҫнӑ, сура-сура илнӗ, ҫуллахи вӑхӑтра уҫнӑ чӳрече витӗр патак чикнӗ»[7]. Ҫав вӑхӑтрах вӑл хурал салтакӗнчен ача ҫуратнӑ текен хыпар та пур, анчах ывӑл е хӗр пулни, унӑн шӑпи паллӑ мар[3]. Тӗрмене хупнӑскер вилнӗ хыҫҫӑн унӑн камеринчен ризница тунӑ, ӑна 1860 ҫулта чиркӳ ҫурчӗпе пӗрле сӳтнӗ[7]. Вӑл тӗрмере 33 ҫул ларнӑ, 1801 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Дон мӑнастирӗн масарӗ ҫинче пытарнӑ, унта унӑн пӗтӗм тӑванне пытарнӑ. Ҫӑва юпи Дон масарӗ ҫинче упранса юлнӑ. Ывӑлне юнашар пытарнӑ.
Хаклавсем
А. Б. Каменский историк ҫапла палӑртать[8]:
Оригиналлӑ текст (выр.)Именно в царствование Екатерины II крепостничество достигло высшей точки своего развития: помещики получили право ссылать своих крестьян на каторгу (1765), крепостным запрещалось подавать жалобы на помещиков в „собственные руки“, то есть непосредственно императрице (1767), и др. И хотя правительство устраивало показательные процессы над помещиками (например, „дело Салтычихи“ — помещицы Московской губернии Д. Н. Салтыковой, крайне жестоко обращавшейся с крепостными крестьянами), власть дворян над крепостными была безгранична».
«Шӑпах II Екатерина патшара ларнӑ чухне крепостничество хӑйӗн аталанӑвӗн тӳпине ҫитнӗ: помещиксем хӑйсен хресченӗсене каторгӑна яма ирӗк илнӗ (1765), крепостнойсен помещиксем тӗлӗшпе ҫырнӑ ҫӑхавсене «харпӑр алла», урӑхла каласан, тӳрремӗнех императрицӑна, пама юраман (1767) тата ытти. Правительство помещиксемпе кӑтартуллӑ процессем тунӑ пулин те (сӑмахран, «Салтычиха ӗҫӗ» — крепостла хресченсемпе хӑйне питӗ хаяррӑн тыткаланӑ Мускав кӗпӗрнин помещици Д. Н. Салтыкова) дворянсен влаҫӗ крепостной хресченсен тӗлӗшпе чикесӗр пулнӑ».
М. А. Рахматуллин историк ҫапла кӑтартать[9]:
Оригиналлӑ текст (выр.)В помещичьих имениях наказать крепостного розгами, батогами, плетьми, посадить в цепях и колодках на хлеб и воду было делом обыденным. К таким наказаниям прибегали учёный агроном А. Т. Болотов, и поэт Г. Р. Державин, и писатель и историк М. М. Щербатов, и многие другие образованнейшие люди эпохи, становясь, по существу, в один ряд с Салтычихой. И это являлось нормой»'
.«Помещик именийӗсенче крепостной хресчене хулӑпа, патакпа, саламатпа ҫапасси, сӑнчӑрласа тата калӑп тӑхӑнтартса ҫӑкӑрпа, шывпа усрасси кулленхи пулӑм пулнӑ. Ҫакӑн пек айӑплавсемпе А. Т. Болотов ӑсчах агроном та, Г. Р. Державин сӑвӑҫ та, М.М. Щербатов ҫыравҫӑ тата историк та, ҫав саманари ытти нумай вӗреннӗ ҫын та усӑ курна, тӗрӗссипе каласан, Салтычихӑпа пӗр шая тӑнӑ, ҫакӑ норма пулнӑ».
Илемлӗ хайлавсенче
- Н. Э. Гейнце «Людоедка (История в преступлениях)»
- И. К. Кондратьев «Салтычиха»
- В. Я. Шишков «Емельян Пугачёв»
- В. С. Пикуль «Фаворит»
- Борис Акунин (Григорий Чхартишвили) «Кладбищенские истории» («Старое Донское кладбище (Москва)» пай)
- Александр Солженицын «Архипелаг ГУЛАГ»
Ӳнер искусстви
- В. Н. Пчёлин «Салтычиха»
Кинори сӑнар
- «Екатерина. Взлёт» (2016, телесериал) — Александра Урсуляк;
- «Кровавая барыня» (2018, телесериал, режиссёрӗ Е. Анашкин) — Юлия Снигирь;
- «Крепостная» (2019, телесериал, режиссёрӗ Феликс Герчиков тата Макс Литвинов) — Лидия Шефер помещица, чӑн прототипӗ Дарья Салтыкова, роле Ксения Мишина вылянӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Чешская национальная авторитетная база данных
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 БРЭ, 2015.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Рудаков, В. Е. Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- ^ Darya Nikolayevna Saltykova (англ.)
- ^ Darya Saltykova | Murderpedia, the encyclopedia of murderers
- ^ 1, 2 Студенкин, 1874.
- ^ 1, 2 Кичеев, 1865, с. 255.
- ^ Каменский, 2007.
- ^ Рахматуллин, 2005, с. 918.
Вуламалли
- Салтыковы // Румыния — Сен-Жан-де-Люз. — М. : Большая российская энциклопедия, 2015. — С. 247—249. — (Пысӑк Раҫҫӗй энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 29). — ISBN 978-5-85270-366-8.
- Бартенев П. И. (при участии П. И. Кичеева) Салтычиха // Русский архив. 1865. № 2.
- Вагман И. Я., Вукина Н. В., Мирошникова В. В. 100 знаменитых тиранов. — Фолио, 2003. — 512 с. — (100 знаменитых). — ISBN 966-03-2148-1.
- Дело Д. Н. Салтыковой // Зритель. — 1863. — № 35—36.
- Екатерина II / Каменский А. Б. // Динамика атмосферы — Железнодорожный узел. — М. : Большая российская энциклопедия, 2007. — С. 630—633. — (Пысӑк Раҫҫӗй энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 9). — ISBN 978-5-85270-339-2.* Кичеев П. Г. Салтычиха // Русский архив. — 1865. — Вып. 2. — .
- Кондратьев И. К. Салтычиха: историческая повѣсть в трёх частях с епилогом : из уголовных хроник XVII-го вѣка : сочинение. — 1895. — 245 с.
- Литературная хроника — I. Обзор книг и статей по русской истории в 1865 г. // Вестник Европы. — март 1866. — Т. 1.
- Глава 5. Дарья Салтыкова. Троицкий монстр. // Мазурин О. Женщины-маньяки. От древности до наших дней. — Феникс, 2013. — С. 113—134. — 253 с. — (Тайны истории). — ISBN 978-5-222-19778-3.
- Мордовцев Д. Л. Русские исторические женщины. Популярные рассказы из русской истории. — Издание Н. Ф. Мертца, 1902.
- Пыляев М. И. «Старая Москва. Рассказы из былой жизни первопрестольной столицы». — Издание А. С. Суворина, 1891. — С. 74.
- Рахматуллин М. А. История России: В 2 т. Т. 1: С древнейших времён до конца XVIII в. / А. Н. Сахаров, Л. Е. Морозова, М. А. Рахматуллин и др.; под. ред. А. Н. Сахарова. — АСТ, Ермак, Астрель, 2005. — С. 914—928. — 943 с. — ISBN 5-17-013413-4, ISBN 5-17-018472-7, ISBN 5-271-07713-6, ISBN 5-271-07162-6, ISBN 5-9577-0314-1, ISBN 5-9577-0237-4.
- Рудаков, В. Е. Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- Рябинин Д. Д. Княгиня Александра Владимировна Козловская. 1799 г. // Русская старина. — 1874. — Т. 9, № 2. — .
- Семашко И. И. Сто великих женщин.. — Вече, 2013. — 431 с. — (100 великих). — ISBN 978-5-4444-0751-6.
- Студенкин Г. И. Салтычиха // Русская старина. — 1874. — Т. 10.
Кичеев П. Г. О состоянии русской армии в Семилетнюю войну. О злой Салтычихе. — Типография Г. Петца, 1863. — 42 с.