Саратуштра çапла каланă
Пĕрлехи хыпарсем
Малтан кĕнекене виçĕ пай кĕнĕ. Ницше тепĕр виçĕ пай çырма хатĕрленнĕ, анчах та тăваттăмĕшне кăна вĕçленĕ. Ницше вилсен «Саратуштра çапла каланă» кĕнекене пĕрлехи томпа пичетлеççĕ.
Кĕнекере авалхи Саратуштра перс пӳлĕхçи ятне илнĕ юркăн философăн шăпипе вĕрентĕвĕ пирки ăнлантарнă. Романри тĕп шухăш — çын упăтерен этеме (ним. Übermensch) çитес аталану ĕçĕн вăта пайĕ пулать: «Çын — чĕр чунпа этем хушшинчи вĕрен. Тĕпсĕрлĕх урлă канат».
Кĕнекене пĕр май поэма, тепĕр май философи трактачĕ теме те пулать, автор хăйĕн тĕнче ăнланăвне, çыннăн çак тĕнчери вырăнне кăтартать. Ĕçĕнче Ницше кашни çыннăн хăйĕн чун çулĕ пулмалла шухăш-ĕмĕте ырлать.
Кĕнекере пĕрремĕш Турă вилнĕ (ним. «Gott ist tot») тенĕ тезиса палăртнă, çавăнпа ăна «Çĕнĕ саманан чи уçăмлă тексчĕсенчен пĕри» тесе шутлаççĕ (Борис Гройс).
Ницше кĕнекин сĕмĕпе Рихард Штраус «Саратуштра çапла каланă» симфони поэмине кĕвĕлет. Ницше кĕнекинчи сăмахсемпе Фредерик Делиус композитор «Чĕрĕ çынсен месси» ораторине хайлать.
«Gott ist tot»
«Саратуштра пĕччен тăрса юлсан, чĕререн çапла сăмахланă: «Çак пулатех-и? Ку таса чунлă ватă çын вăрманта пĕччен пурăнса халиччен те Турă вилнине пĕлмест!»
Оригиналлӑ текст (ним.)Als Zarathustra aber allein war, sprach er also zu seinem Herz: «Sollte es denn möglich sein! Dieser alte Heilige hat in seinem Walde noch Nichts davon gehört, dass Gott tot ist!»
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Фридрих Ницше. Саратуштра çапла каланă Максим Мошков вулавăшĕнче
- Графика и масло из цикла «Так говорил Заратустра» от Лены Хейдиз.
| Ку литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |