Сван чĕлхи
Сван чĕлхи (тăван ячĕ lushnu nin, ლუშნუ ნინ) — картвел çемйинчи свансен чĕлхи.
Сарăлни
Грузин çурçĕр-анăçĕнче, историллĕ Сванети облаçĕнче (Мести тата Лентех районĕсем), çаплах Кодори ту хушăкĕнче (Абхазин Гульрипш районĕ) саралнă. Чĕлхепе калаçакан пĕтĕмĕшле йышĕ — 30 пине яхăн çын (вĕсенчен Сванетире — 25 пин çын, Абхазире — 2 пин çын).
Сван чĕлхи çырусăр чĕлхе (грузин çырулăхĕ латиницăпа чĕлхеçĕсем усă кураççĕ). Чĕлхере тăватă диалекта палăртаççĕ: тури бал тата анатри бал (Мести районĕпе Кодори ту хушăкĕ), лашх тата лентех (Лентех районĕ). Свансем пурĕ те грузин чĕлхине пĕлеççĕ.
1864 çулта сван азбукине кириллица шрифчĕпе хатĕрленĕ:
а б в г ҕ д е ж ђ з ӡ h i к ӄ л м н о п ҧ q р с т ꚋ у х х́ ц წ f ш ѵ
Вуламалли
- Лушну Анбан, "Сванетская азбука", = Тифлисъ,1864.