Сенкер Николай Петрович

Сенкер Николай Петрович (чăн хушамачĕ Константинов, Хирти Кушкă, Пӑва уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1946) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ чăваш сӑвӑҫи.

Пурнăçĕпе пултарулӑхӗ

1907 çулта Хусан кĕпӗрнине кĕнĕ (халĕ Тутарстанăн Пăва районĕ) Хирти Кушкă ялĕнче çуралнă.

Шупашкар рабфакĕнче вĕреннĕ. Кайран ачасене шкулта вĕрентнĕ. Ĕçĕсене хаçат-журналра пичетленĕ. «Сунтал» журналӑн 1929 ҫулхи 3-мӗш номерӗнче «Йӗлтӗрпе» сӑвви, ҫав ҫулхи 5-мӗш номерте «Хаклӑ ҫӗршыв» сӑввисем пичетленнӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, вӑрҫӑран йывăр аманса таврăннă.

1946 çулта вилнĕ.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Чӑваш литературин анталогийӗ. Поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. — 2013. — 598 с. — 177 с.

Каçăсем