Сергеев Николай Андреевич

Сергеев Николай Андреевич (1949 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ, Сурски Майдан, Улатӑр районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗ

1949 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Улатӑр районӗнчи Сурски Майдан ялӗнче ҫуралнӑ. Улатӑр вӑрман техникумӗнчен (1970), Йошкар-Олари Мари политехника институтӗнчен (1980) вӗренсе тухнӑ. 1980 ҫултанпа Киря вӑрман комбиначӗн Атрать лесничествинче лесничи пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. 1998 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрманҫӑсен 4-мӗш съездне делегат пулса хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССР Вӑрман хуҫалӑхӗн министерствин Хисеп грамоти;
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1992);
  • «РСФСР вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
  • «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ.

Вуламалли

  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 115. — 168 с.

Каҫӑсем