Сидоров Гурий Егорович
Сидоров Гурий Егорович (1931 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ, Вӑтам Камышла, Октябрьски районӗ, Тутар АССР — 2018 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1931 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Тутар АССРӗнчи Октябрьски районӗнчи Вӑтам Камышла ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чух вӑл пиллӗкмӗш класс пӗтернӗ. Ашшӗ вӑрҫа тухса кайнӑ, килте амӑшӗ пилӗк ывӑлпа юлнӑ. Гурийӗн, ҫемьери иккӗмӗш ывӑлӑн, шкула пӑрахма тивнӗ — колхозра ӗҫлемелле, шӑллӗсем валли ҫӑпата тумалла пулнӑ. Ҫапах та вӑрҫӑ хыҫҫӑн унӑн амӑшӗ, Гурий пӗлӳ патне туртӑннине кура, ӑна улттӑмӗш класа яма шут тытнӑ. Аттестат илнӗ хыҫҫӑн яш Лубянӑри вӑрман техникумне (Тутар АССРӗ, Кукмор районӗ) вӗренме кӗнӗ. 1957 ҫулта Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗн Сӑр лесничествинче объездчик пулса ӗҫлеме пуҫланӑ, 1965 ҫултан пуҫласа мӗн пенсие тухичченех Ҫӗмӗрле вӑрман комбиначӗн Турхан лесничествин лесничийӗнче вӑй хунӑ. Г. Е. Сидоров ертсе пыракан Турхан лесничестви тӗрлӗ ӑмӑртура пӗрре мар призлӑ вырӑнсем йышӑннӑ. Вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче лесничествӑра картунсене пурне те тӗпрен юсанӑ, электрификациленӗ тата телефон кӗртнӗ. Лесничествӑра халӑха кирлӗ таварсем кӑларакан цех ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ. «1 класлӑ лесничи» ята тивӗҫнӗ. 6 суйлавра Турхан ял Канашӗн депутачӗ пулнӑ.
Вӑрмана юратнине вӑл хӑйӗн ачисене те пилленӗ, вӑрманҫӑсен династине пуҫарса янӑ. Антонида хӗрӗпе Анатолий ывӑлӗ Ленинградри вӑрман академийӗнчен вӗренсе тухнӑ, Максим мӑнукӗ тата унӑн мӑшӑрӗ Наталья та вӑрман ӗҫченӗн специальнӑҫне алла илнӗ. Юлия мӑшӑрӗ те Ҫӗмӗрлери вӑрман комбинатӗнче ӗҫленӗ. Дарья мӑнукӗ те Санкт-Петербургри вӑрман академине вӗренсе пӗтернӗ. Династин пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 200 ҫул ытла. Сидоровсен ӗҫ династийӗн пӗтӗм пурнӑҫӗ Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ.
Хисепӗсем
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1971);
- «РСФСР вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
- «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
- «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;.
- «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ.
Вуламалли
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 98—99. — 168 с.