Сидоров Илья Сидорович
Сидоров Илья Сидорович (1920 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ, Кӗҫӗн Тӑван, Элӗк районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1920 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче ҫуралнӑ. Кӗҫӗн Тӑванри 7-класлӑ шкула (1938), Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумне (1940) вӗренсе пӗтернӗ. Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ, 1946 ҫулччен Сахалин утравӗ ҫинче хӗсметре пулнӑ, Япони милитарисчӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Демобилизаци хыҫҫӑн Хӗрлӗ Чутай вӑрман хуҫалӑхӗн Атнар лесничествинче лесничи пулӑшуҫи, унтан ҫав вӑрман хуҫалӑхӗнчех Кумашка лесничествин лесничийӗ пулса ӗҫленӗ. 1962 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 1981 ҫулччен Киря вӑрман комбиначӗн Атрать лесничествин лесничийӗ пулса вӑй хунӑ.
Хисепӗсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗ;
- «Японие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1971);
- «Пушарта паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» медаль;
- «РСФСР вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
- «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
- «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
- «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ.
Вуламалли
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 97—98. — 168 с.