Силлиманит
Силлиманит — минерал, алюминий силикачĕ. Хими формули — (Al2O3)(SiO2). Бенджамин Силлиман (1779—1864) американ химикне чысласа ятне панă.
Характеристика
Тĕсĕпе сăрă, сăрă-шурă, çутă-хăмăр, çутă-симĕс. Çу е пурçăн пек ялтăр, кантăк евĕр витĕр курăнать. Чĕрнĕ хыççăн шурă йĕр юлать.
Хытăлăхĕ 6—7, тачăлăхĕ — 3,23—3,25.
Ромбла сингониллĕ кристаллсем пулаççĕ, тикĕс мар катăлать. Симметри класĕ — ромб-бипирамидаллă — mmm. Тĕнĕлсем хутшăнăвĕ — 0,979 : 1 : 0,757. Çыпăçтарулăхĕ — тĕнĕлпе параллеллĕ (010). Агрегачĕсем — сӳсленчĕк, çыхланчăк.
Хĕртсен те ирĕлмест, йӳçекре те ирĕлмест.
Хими йышĕ
Сарăлни
Çутçанталăкра сапаланса шĕвĕркке тата йĕпленчĕк кристалсен катăккисем, кĕтескеллĕрех пĕрчĕксем, сайрарах сӳсленчĕк тытăмĕллĕ агрегатлă тешĕсем (фибролит) формипе тĕлпулаççĕ; вырттарса/куçарса хăтланнă хыççăн мăкарах е тăрхăла-çаврашкаллă тĕшĕсем евĕрлĕ пулса çитеççĕ. Кристаллă сланецсем тата гнейссем сарăлнă çĕрте шлихсен йышĕнче пулаççĕ.
Абразилех енчен çирĕп пулнипе тата чылай куçăнма пултарнипе силлиманит ильменитпе, цирконпа, монацитпа, дистенпа тата урăх комплекслă титан-цирконий сапаланчăк минералĕсемпе пĕрле шыв капланчакĕсенче пуçтарăнать. Ыттисене тупăшласа кăларнă чухне çулташ компоненчĕ евĕр тухать, дистенпе иккĕшĕн шучĕ 20 кг/т таран çитет.
Çулăма чăтакан япаласем тумашкăн тата урăх тĕлĕшсем валли кирлишĕн дистен-силлиманит концентрачĕ евĕр кăлараççĕ.
Литература
- Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
Асăрхавсем
Каçăсем
| Ку минерал е минералоги пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |