Симеллĕ

Симеллĕ (выр. Степановка Вторая), — Ӗренпур облаҫӗн Абдулино районĕнчи ял. Тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Анчах та тĕлли-паллисĕр "пăтранса" мар, кашнийĕ хăйĕн ушкăнĕпе. Чăвашсенчен тăракан ушкăн та пур.

Истори

Шкул ачи çырнă рефератран[2]:

<Куçару: Йăла тăрăх яла никĕслеçĕ ячĕпе калаççĕ. Семянле (Степановка-2) 18-мĕш ĕмĕр варринче никесленннĕ. Килекенсенчен пери Янабирде ятла пулнă. Унăн — 12 ывăл. Çавăн пекех килнисенчен Степан ятлă чăваш пулнă. Çак çын Янабирде текеннине çăкалăх уйăрса панă, çăпата тума пĕлнĕ ма тесен. Тамбов кĕпĕрнинчен мордвасем килнĕ. Йыш нацилĕх тĕлĕшпе хутăш. Халь мордвасем 9о кил. Мордван икĕ субэтнос — мăкшă тата ирçе. Пирĕн ялтисем ирçе. Тутарсем 138 кил. Вырăссем 17 кил. Вырăс халăхĕн культури нумай енлĕ тата уникаллĕ. Тутарсем, ирçесем, чăвашсем пекех, вырăссем вырăнти топонимсен авторĕсем пулаççĕ.>

Куратпăр ĕнтĕ, ку рефератра чăвашсем миçе кил иккенне асăнман.

Ял йышĕ, тытăмĕ

2012-мĕш çулта ялта 578 çын пурăннă (вырăнти кăтартупа).

Урамсен вырăсла ячĕсем: улица Западная, улица Короткая, улица Садовая, улица Северная, улица Степная, улица Усманова[3]. Чăвашла ятсем паллă мар. Ял пирки çакăн пек информаци[4]:

<Куçару: Абдулино районĕнчи Чаканлă ял канашĕнчи ял. 2002-мĕш çулхи кăтартупа яланхи халăх 702 çын, 2010-мĕш çулхи кăтартупа — 463 çын. Яла 18-мĕш ĕмĕр варринче никĕсленĕ. "Старые Шалты" текеннинчен уйрăлса тухнă. Нацилĕх тĕлешпе хутăш халăх. 2002-мĕш çулти йыш: тутарсем-276 чел, ирçесем-170, чăвашсем-141, вырăссем-98, украинсем-15. 130 кил. 2012-мĕш çулта вырăнти кăтартусемпе: 226 килте 578 çын.>

Çутĕç

<Куçару:>

Паллă çынсем

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

  • Матвеев Г.Б., Иванов В.П. Чуваши Оренбургские. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  • Иванов В. П., «Этническая география чувашского народа», Чебоксары, 2003, ISBN 5-7670-1404-3.
  • Жакмон А. Чуваши в Оренбург­ской губернии // Московские ведомости. 1890. №45, 70.
  • Чуваши Приуралья. Чебоксары, 1989.
  • Чуваши в Оренбургской области. Оренбург, 1998.
  • Иванов В.П., Михайлов Ю.Т. Чувашское население Оренбургского края: формирование этнотерриториальной группы, этнокультура, динамика численности // Чувашский гуманитарный вестник. 2007–2008. №3.
  • Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.