Чăваш Сарайкăр

Сарайкăр (выр. Васильевка) е Сарай-Гир, — Ӗренпур облаҫӗнчи Абдулино районĕн чăвашсем пурăнакан ял. Сарайкăр юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. "Чăваш" тесе хушса хуни кÿршĕллĕ Матвеевка районĕнче Сарай-Гир ятлă тепĕр ял пуррипе çыхăннă.

Кунçулĕ

1789-мĕш çулта пелепей уесĕнчи чăвашсем никĕсленĕ[1].

"Сарайкăр" чăваш сăмахĕ мар (калăпăр, тутар) тĕрĕк чĕлхисенчен куçарсан "Сарă Ăйăр" (Сары — сарă, айгыр — ăйăр) тенине пĕлтерет.

Паянхи тăрăм пирки калани

<Куçару: 23, ноябрь, Ханты-Мансийскри сантехник Тĕп йыш пенсионерсем, çынсенчен çуррине яхăн чăвашсем, тепĕр çурри — мордвасем, 4 урам, татăлса пурăнаççĕ. Йыш çулсерен чакать, шкул ĕçлемест>

Çавăнтах ("тÿрлетÿ" пайра) тепĕр çын çапла каланă:

<Куçару: Çынсенчен çуррине яхăн чăвашсем, тепĕр çурри — мордвасем, пур тутарсем, таджиксем; — вырăссем сахал, ĕç çук, колхоз саланнă>

Урамсен вырăсла ячĕсем: улица Кировская, улица Молодежная, улица Московская, улица Поселковая, улица Советская[3]. Чăвашла ятсем паллă мар.

Демографи

Халăх йышĕ [1]

Пĕтĕмĕшле демографи кăтартăвĕсем
1795 1811 1824 1840 1857 1870 1926 1989 2002
124 175 199 540 444 607 561 352 277

Халĕ кунта çурри яхăн чăвашсем, тата вырăссемпе мордва халăхĕ пурăнать.

Тавралăхĕ

Район центрне — Абдулино хулине çитме: 9 çм.

Паллă çыннисем

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

  • Матвеев Г.Б., Иванов В.П. Чуваши Оренбургские. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  • Иванов В. П., «Этническая география чувашского народа», Чебоксары, 2003, ISBN 5-7670-1404-3.
  • Жакмон А. Чуваши в Оренбург­ской губернии // Московские ведомости. 1890. №45, 70.
  • Чуваши Приуралья. Чебоксары, 1989.
  • Чуваши в Оренбургской области. Оренбург, 1998.
  • Иванов В.П., Михайлов Ю.Т. Чувашское население Оренбургского края: формирование этнотерриториальной группы, этнокультура, динамика численности // Чувашский гуманитарный вестник. 2007–2008. №3.
  • Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.