Симурзина Татьяна Григорьевна
Симурзина Татьяна Григорьевна (XIX ӗмӗр, Çĕнĕ Чукал - ?) — вĕрентевçĕ тата çуттатуртавçă. XIX ӗмӗрте хальхи Шăмăршă районĕнчи Чукалта (Çĕнĕ Чукалта) вĕрентевçĕ пулăшавçи пулса ĕçленĕ[1].
Пурнăçĕ
Çĕнĕ Чукал ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Ăçта вĕренни
Халлĕхе паллă мар.
Ăçта ĕçлени
Чукал шкулне илес пулсан, унта 1876-1883-мĕш çулсенче вĕрентевçĕ — Андрей Маркович Соколов[1]. Вăл — хальхи Елчӗк районӗнчи Аслă Елчĕкрен. Малалла Федор Игнатьевич Игнатьев вĕрентевçĕ пулнă. Ăна пулашаканĕ пулса Симурзина Татьяна Григорьевна тăрăшнă. Ку вара Çĕнĕ Чукал çынниех. Асăннă вырăнта вăл 1896-мĕш çулччен тăнă[1]. Ĕçĕсенче яланах вырăнти халăх пулăшăвĕ çине таяннă. Чукал шкулĕн сайтĕнче çакăн пек типпĕн, кĕскен, анчах пĕлтерĕшлĕн калани пур[1]:
Оригиналлӑ текст (выр.)уроженка д. Новые Чукалы Симурзина Татьяна Григорьевна, которая проработала в школе до 1896 года.
<Куçару: Çĕнĕ Чукалта çуралса ÿснĕ Татьяна Григорьевна, шкулта 1896-мĕш çулччен ĕçленĕскер.>
Хальхи вăхăтра "Симурзин" — асăннă ялти чи анла сарăлнă хушаматсенчен пĕри. Т.Г.Симурзина хальхи çав хушаматлă çынсене тăванлăх тĕлĕшпе еплерех пырса тивнине тĕпчемен.
Çавăн пекех пăхăр
Асăнмалăх
Вуламалли
Асăрхавсем
- ^ 1, 2, 3, 4 Шкул историйĕ.
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |