Вырăс Чукалĕнче хăйĕнче шкул 1914-мĕш çулта çеç уçăлнă, çапах та паянхи шкулăн историне 1876-мĕш çултанпа илсе пымалла[1]. Мĕншĕн тесен шăпах çав çулхине, октябрĕн 8-мĕшĕнче (кивĕ стильпе — сентябрĕн 25-мĕшĕнче), чаплă лару-тăрура Çĕнĕ Чукалта вĕрентÿ йĕркелĕмне пĕрремĕш хут хута янă. Шкула уçассине вара çак самантран икĕ çул маларах (1874-мĕш çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче) Çĕнĕ Чукал, Вырăс Чукал, Варварино ялĕсенчи хресченсен пухăвĕнчех çирĕплетнĕ пулнă.
Ку вăхăтра Чĕмпĕрте чăваш шкулĕсен инспекторĕ пулса И.Я.Яковлев, кĕпернерихалăх вĕрентешĕсен директорĕ пулса И.Н.Ульянов ĕçленĕ. Эппин шкул уçăласси вĕсем хутшăнмасăр пулман.
Чи пĕрмĕш çул шкулта 30 арçын ача, 6 хĕрача вĕреннĕ[1]. Вĕренекенсечен 2/3 пайĕ — чăвашсен ачисем. Çавна кура çĕнĕ йĕркелĕм "ютйăхсен шкулĕ" шутланнă. Чăваш ачисем 4 çул, вырăс ачисем 3 çул вĕреннĕ.
Чукал шкулĕнисторийĕ вăрăм. Унта тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ çынсен йышĕ те пысăк. Вĕрентевçĕсем çеç 300 ытла. Ахăртнех, пурне те асăнса тухма та май çук пулĕ.