Скелетон
Скелето́н (кивел. ске́летон[1]; акăл. skeleton грек. «скелет, кăшкар») — хĕллехи олимп спорт тĕсĕ, пăрлă валашка тăрăх икĕ ярăмлă çирĕплетнĕ конструкциллĕ çуна çине ларса/выртса хăвăрт ярăнса мала тухмалла ăмăрту (çĕнтерекене икĕ е тăватă хутчен ярăнса анса палăртаççĕ).
Истори
Скелетона пуçарса яраканĕсем — канад индейĕсем. Вĕсем тăвайккирен тобогган — ярăмсăр йывăç çуна çине — ларса тупăшнă. Литературăра çакăн пирки XVI ĕмĕрте çырнă.