Слуцка Инара
Ина́ра Слу́цка (лат. Ināra Slucka; ҫур. 1959 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ, Салдус[d]) — совет саманин тата Латви театрпа кино актриси, театр режиссёрӗ. Ӳнер магистрӗ.
Пурнӑҫӗ
1959 ҫулхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Салдус хулинче (Латви ССР) ҫуралнӑ.
1982 ҫулта Я. Витол ячӗллӗ Латви патшалӑх консерваторийӗн драма уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. 1983 ҫултанпа — Рига хулинчи Латви наци театрӗн актриси.
1980-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче — 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче ӳкернӗ совет саманин тата Раҫҫей кинофильмӗсемпе телесериалӗсене пула ӑна халӑх паллама пуҫланӑ («Загадка Эндхауза», «Волкодав»).
2006 ҫулта Латви культура академийӗнче ӳнер пӗлӗвӗпе режиссура магистрӗн степеньне илнӗ.
Язеп Витол ячӗллӗ Латви музыка академийӗн вокал кафедринче актёр ӑсталӑхне вӗрентет. «Балтика дебючӗсем» (выр. Балтийские дебюты) кинофестивалӗн жюри йышне тата тӗнче шайӗнчи «Балтийская жемчужина» кинофестиваль комитетне кӗнӗ.
Пултарулӑхӗ
Режиссёр ӗҫӗсем
Режиссёр пулса Латви наци театрӗнче тата Латви наци оперинче темиҫе спектакль лартнӑ:
Фильмографи
- 1983 — Выстрел в лесу — Иева
- 1984 — Когда сдают тормоза — следователь
- 1985 — Матч состоится в любую погоду — Геленка
- 1985 — Свидание на Млечном пути — Астра
- 1987 — В Крыму не всегда лето — Александра Фёдоровна
- 1988 — Дом без выхода — Яна
- 1989 — Загадка Эндхауза — Фредерика Райс
- 1989 — Русалочьи отмели (мини-сериал) — Валборг Лаурсдоттер
- 1990 — Посредник — тухтӑр, инженер Замятин арӑмӗ
- 1991 — Волкодав — Виктория Журавлёва
- 1992 — Мастер Востока — любовница
- 1992 — Оплачено заранее — камео
- 1994 — Обаяние дьявола — Анна
- 1995 — Яйцо дракона (латыш. Pūķa ola) — Иева Ластигала
- 1997 — Бесноватые — бесноватая
- 2007 — Стражи Риги — Юстине
- 2007 — Отвращение (кӗске метражлӑ; латыш. Riebums)
- 2008 — Крылья ангела — Анастасия Андреевна
- 2008 — Отдалённые последствия — Ирина Сергеевна
- 2009—2011 — Последний кордон (телесериал) — Инара Баушкениеце
- 2012 — Правила жизни — Александра Жукова
- 2014 — Сын (мини-сериал) — Финляндири суйлав умӗнхи теледебатсен ертӳҫи
- 2022 — Уголовное дело для начинающего (латыш. Krimināllieta iesācējam) — Маргарита
Премисемпе номинацисем
- 1996 — «Балтийская жемчужина» кинофестивалӗн лауреачӗ, «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинаци («Яйцо дракона» / «Сатанинская история» фильмри рольшӗн)[4][5].
- 2009 — «Мӑн Кристап» (латыш. Lielais Kristaps) преми, «Иккӗмӗш планри чи лайӑх актриса» номинаци («Стражи Риги» фильм)[6][7].
- 2012 — «Лицедейсен каҫӗ» (латыш. Spēlmaņu nakts) театр премийӗн номинацийӗ, «Чи лайӑх актриса» категори («Прошлым летом, вдруг» спектакль)[8].
Ӑнлантарусем
- ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
- ^ «Наследница «Оборотней» вернулась в Латвию. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ В Опере рассказали о новом сезоне. Mixnews.lv. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
- ^ Награды фестиваля «Балтийская жемчужина»-96. Новый Взгляд. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Завершилась «Балтийская жемчужина»: Пьер Ришар получил заветный приз. Коммерсантъ (27 ҫурлан 1996).
- ^ Четыре премии — «неправильному латышу». Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ.
- ^ Итоги «Большого Кристапа». Kinote.info.
- ^ Премия «Ночь лицедеев» ждет зрительских голосов. Delfi. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Латви наци театрӗн сайтӗнчи профиль (латыш.).
- Инара Слуцка (акăлч.) Internet Movie Database сайтӗнче