Смольнăй институчĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Смольнăй институчĕ
Ят Император шайӗнчи Сӑпайлӑ хӗрупраҫсен воспитани обществи
Местонахождение
Патшалӑх
Никӗсленӗ / йӗркеленӗ вӑхӑт 1764 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ
Категория Викисклада для интерьера элемента Q75120086?
Пӗтернӗ вӑхӑт 1932
Сӑн
Смольнăй институчĕ на карте
Точка
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Сӑпайлӑ хӗрупраҫсен Смольнӑй институчӗ — хӗрсене вӗрентес ӗҫе пуҫарса янӑ Раҫҫейри пӗрремӗш хӗрсене вӗрентекен заведени. Хӗрсене вӗрентекен Европӑри пӗрремӗш патшалӑх вӗренӳ заведенийӗ (2006)[1][2].

Император шайӗнчи Сӑпайлӑ хӗрупраҫсен воспитани обществин историйӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Институт Аслӑ Екатерина вӑхӑтӗнче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чи малтанах вӑл «Император шайӗнчи Сӑпайлӑ хӗрупраҫсен воспитани обществи» ятлӑ пулнӑ. Ӑна И. И. Бецкий пуҫарӑвӗпе тата иккӗмӗш Екатерина патша 1764 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5 (16-мӗшӗнче) алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн никӗсленӗ. Ҫак обществӑна, хушура палӑртнӑ тӑрӑх, «патшалӑха вӗреннӗ хӗрарӑмсемпе, ҫемьешӗн тата обществӑшӑн усӑллӑ лайӑх амӑшсемпе тивӗҫтерме» йӗркеленӗ. Смольнӑй ят Смольнӑй картиш ятӗнчен пулса кайнӑ, ӑна 1725 ҫулта I Петӗр патша Смольнӑй ялӗ ҫывӑхӗнче туса лартнӑ, унта тикӗт савучӗ ӗҫленӗ.

«Смольнӑй институтри вӗренекен хӗрсемшӗн Турӑ амӑшӗ хута кӗни». А. Г. Венецианов ӳкерчӗкӗ (1832-пе 1835 ҫҫ. хушшинче)

Екатерина, Монтенӗн, Локкӑн тата Фенелонӑн прогрессивлӑ шухӑшсене килӗштерекенскер пулнӑ, Париж ҫывӑхӗнчи Сен-Сирск институчӗ евӗр вӗренӳ заведенийӗ йӗркелесшӗн ҫуннӑ. Устав тӑрӑх, вӗренме ултӑ ҫултан аслӑрах мар ачасене илмелле пулнӑ, вӗсен унта вун икӗ ҫул вӗренмелле пулнӑ, ҫитменнине ашшӗ-амӑшӗнчен ҫак вӑхат тухиччен кирек мӗнле сӑлтавпа та хӑйсен ачасене каялла чӗнсе илменни пирки хут ҫыртарнӑ. Императрицӑн шухӑшӗпе ачасене нумай вӑхӑтлӑха тӗлли-паллисӗр обществӑран уйӑрсан, каялла вара аталанса ҫитнӗ, сӑпайлӑ хӗре тавӑрса парсан, ҫакӑ кӑмӑл-туйӑма ҫемҫетме пулӑшасса, «ҫынсен ҫӗнӗ йӑхне» йӗркелеме пултарасса шаннӑ. Сената ҫак заведенин уставне пичетлесе мӗнпур кӗпӗрнесем, провинцисем, хуласем тӑрӑх салатма хушнӑ: «дворянсенчен кашниех, кӑмӑл пулсан, хӑйсен хӗрӗсене ачаллах ҫак вӗренӳ учрежденине шанса пама пултартӑр». Хушу тӑрӑх ҫӗнӗрен хӑпартакан Новодевичий мӑнастирте икҫӗр сӑпайлӑ хӗрупраҫа пӑхса ӳстерме палӑртнӑ.

1765 ҫулта, чи малтанах дворян йӑхӗн хӗрупраҫӗсем валли хатӗрленӗ хупӑ привилегиллӗ вӗренӳ заведенийӗ пек йӗркеленӗ институт ҫумӗнче «мещен хӗрӗсем валли» (ытти дворян мар сословисем валли, крепостла хресченсемсӗр пуҫне) уйрӑм уҫӑлнӑ. Мещен училищин ҫуртне Ю. Фельтен архитектор хӑпартнӑ.

Малалли историйӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1796 ҫулта институт Мария императрица учрежденийӗсен ведомстви шутне кӗнӗ.

1806 ҫулта Джакомо Кваренги архитектор проекчӗ тӑрӑх институт валли ятарлӑ ҫурт туса лартнӑ.

Смольнӑй институтне полковникрен тата чӑн-чӑн статски советник чинӗнчен кая мар ҫынсен хӗрӗсене хысна шучӗпе тата йӑхран йӑха пыракан дворянсен хӗрӗсене ҫулталӑкшар тӳлемелли майпа йышӑннӑ, вӗсене патша ҫуртӗнчи ӗҫлесе пурӑнмашкӑн тата светски пурнӑҫ валли хатӗрленӗ.

1848 ҫулта институтра хӗрарӑм вӗрентекенсене хатӗрлеме икӗ ҫуллӑх педагогика класне уҫнӑ, мещенсен уйрӑмӗнчен вара Санкт-Петербургри Александровски училищи (1891 ҫултанпа — Александровски институт) туса хунӑ .

1859–1862 ҫулсенче институт класӗсен инспекторӗ пулса К. Д. Ушинский ӗҫленӗ, вӑл унта чылай прогрессивлӑ улшӑнусем туса ирттернӗ (ҫӗнӗ ҫичӗҫуллӑх вӗренӳ планне хатӗрленӗ, унта вырӑс чӗлхи, географи, истори, ҫутҫанталӑк вӗренӗвӗ тата ытти валли нумай сехетсем уйӑрнӑ пулнӑ). Ушинский институтран ирӗксӗр тухса кайнӑ хыҫҫӑн унӑн тӗп улшӑнӑвӗсене пурне те пӗтернӗ.

1917 ҫул хыҫҫӑн[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1917 ҫулхи юпа уйӑхӗнче В. В. Голицына княгиня ертсе пыракан институт Ҫӗнӗ Черкасска куҫнӑ. 1919 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче унта юлашки кӑларӑм пулнӑ, ҫав ҫулхи ҫуллах унти преподавательсемпе юлнӑ вӗренекен хӗрупраҫсем Шурӑ ҫарпа пӗрле Раҫҫейрен тухса кайнӑ. Института Сербире ҫӗнӗрен чӗртнӗ[3], унта вӑл 1932 ҫулччен ӗҫленӗ[4].

Сӑпайлӑ хӗрупраҫсен институтӗнчи вӗренӳ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Смольнӑй институтран чи лайӑх вӗренсе тухакансем валли хатӗрленӗ шифр

Чи малтанах вӗренекен хӗрупраҫсене тӑватӑ ӳсӗме пайланнӑ: 6 ҫултан пуҫласа 9 ҫулччен, 9 ҫултан пуҫласа 12 ҫулччен, 12 ҫултан пуҫласа 15 ҫулччен, 15 ҫултан пуҫласа 18 ҫулччен. Институт вӗренекенӗсене пурне те учреждени ятарласа уйӑрнӑ тӗслӗ формӑпа тивӗҫтернӗ: кӗҫӗн ӳсӗмрисене — кофе тӗсли, иккӗмӗшсене — тӗттӗм кӑвакки, виҫҫӗмӗшсене — сенкерри тата аслӑ ӳсӗмрисене — шурри. Хӑмӑр тӗс ҫӗре ҫывӑх пулнине пӗлтернӗ, уйрӑмах кӗҫӗннисемшӗн вырӑнлӑ пулнӑ. Ҫутӑрах тӗссем ӳссе пыракан пӗлӳлӗхе, тирпейлӗхе сӑнарланӑ. Хӗрӗсене института вырнаҫтарнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗсен е тӑванӗсен хӗрачана каялла илсе кайманни пирки хут алӑ пусмалла пулнӑ[5].

Сӑпайлӑ хӗрупраҫсен Смольный институтӗнче вӗренекенсем ташӑ урокӗнче (1889)

Вӗреннӗ чухне Турӑ Саккунӗ тата тӗрлӗ чӗлхе (тӑван чӗлхепе ют ҫӗршыв чӗлхисене) вӗрентесси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Вӗренӳ программинче ҫавӑн пекех вырӑс сӑмахлӑхне, географине, арифметикӑна, историе, музыкӑна, ташша, ӳкерессине, харпӑр хӑйне тыткалама вӗренессине, кил-ҫурт ӗҫне мӗнле тытса пымаллине вӗрентесси те кӗнӗ. Тӗпрен илмен тимлӗхе кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен воспитани парасси ҫине уйӑрнӑ.

Каярах вӗренӳ вӑхӑтне 9 ҫулччен кӗскетнӗ; Мария Фёдоровна императрица шутланӑ тӑрӑх, «кун пек нумай вӑхӑт иртсен ачасем ашшӗ-амӑшӗнчен ютшӑнма пуҫлаҫҫӗ, вӗренсе пӗтерсен килӗсене таврӑнма тӑрӑшмаҫҫӗ», ҫапла вара 1797 ҫулта чи кӗҫӗн ҫулхи ӳсӗмрисене вӗрентессине пӗтернӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн вӗренекенсем виҫӗ ӳсӗме пайланнӑ: «сенкер», «сӑрӑ» тата «шурӑ» (асли); «мещен уйрӑмне» 10 ҫултанпа йышӑнма тытӑннӑ.

Смольнӑй институтӗнчен вӗренсе тухакансен уҫӑ экзаменӗнче ялан тенӗ пекех император тата унӑн ҫемйин ҫыннисем пулнӑ. Сӑпайлӑ хӗрупраҫсен институтӗнчи (ҫавӑн пекех мещен училищинчи) пӗрремӗш кӑларӑм 1776 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче (ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче) пулнӑ. Института вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн чи лайӑх вӗренсе тухакансене Екатерина II императрица пуҫарӑвӗ евӗр «шифрсесемпе» — ылтӑн вензельсемпе чысланӑ, ӑна ылтӑн ярӑмлӑ шурӑ бант ҫине тирсе ҫӳренӗ; пӗрремӗш кӑларӑмра «шифрсене» чи лайӑх сакӑр вӗренекен тивӗҫнӗ: Алымова, Молчанова, Рубановская, Левшина, Борщова, Еропкина, фон Вальштейн тата Нелидова[6]. Малашне шифрпа 6–10 чи лайӑх вӗренекене чысланӑ.[7]

«Смольный» патшалӑх музейӗн ӑслӑлӑхпа экспозици пайӗн заведующийӗ О. Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, институткӑсем тахҫанах ӗмӗтленнӗ ирӗклӗхе хаваспах тухнӑ пулнӑ; пӗр институтка хӑйӗн альбомне ҫырса хӑварнинче ҫапла палӑртнӑ пулнӑ : «вӗсем Зинӑпа фортепиано ҫинче тӑватӑ аллӑн еплерех «хӗрӳ» вылярӗҫ»[8].

Институтран вӗренсе тухнӑ хӑш-пӗр хӗр патша картишӗнче фрейлинӑсем пулса тӑнӑ.

Институтӑн вӗренӳ курсӗ хӗрарӑмсен гимназийӗсен курсӗпе тан пулнӑ.

Сӑпайлӑ хӗрупраҫсен институчӗн пуҫлӑхӗсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Сӑпайлӑ хӗрупраҫсен институтӗнче вӗреннисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


1904 ҫула илес пулсан институтри униформӑн тӗп пайӗсен пусма тӗсӗпе типӗ[9].

Классем Кӗпе тӗсӗ Кӗпе пусми Кӗпе ҫинчен Саппун пусмипе тӗсӗ Пелерина пусмипе тӗсӗ Саппунпа пелерина ҫинчен Тумтирӗн ытти уйрӑмлӑхӗсем
Кулленхи Уяври
I Шурӑ Камлот, пурҫӑн (вырсарникун тата уявсенче)
  • Юбка: 4 пир, айккинче хутламсем, хыҫалта пӗрмисем;
  • Лиф уҫӑ, шӑмӑсем ҫинче умӗнче шнип, ҫаклатмалли ҫурӑм ҫинче;
  • Ҫанни кӗске, ансӑр, сарлака биепе
Коленкор
  • Саппун: тӗрӗллӗ лиф, малта шнип;
  • Ҫухи шӑллӑ,
  • 1 пирлӗ юбка лиф ҫумне хутламсемпе ҫӗленет, 2 хутлам,
  • Саппун кулленхи пекех, ҫухавипе хул хушшине тӗрӗ тӗрленӗ, вӗтӗ хутламлӑ юбка;
  • Аслӑ класӑн тата батист саппун;
  • Ҫухави воланпа сарлака тӗрӗллӗ, ансӑр карӑнчӑк хура бархатпа;
II-III Симӗс
IV-V Сенкер кӑвак
VI-VII Тӗттӗм-кӗрен
Пепиньер Тӗксӗм сӑрӑ, ҫутӑ сӑрӑ (уяв) Драдедам (куллен кун), шевиот (уявра)
  • 2 лиф: уҫӑ тата хупӑ;
  • Айӑкран лифа ҫаклатакан кушака ҫав пуставранах ҫӗленӗ;
  • Ҫанни сарлака, манжет ҫинелле усӑнать
Хура, люстрин Хура, шёлк (уявра)
  • Саппунӗ тавӑрӑнчӑк;
  • Пир ҫухапа манжетсем;
  • Саппун: умра та, хыҫра та шниплӑ уҫӑ лиф;
  • Кӗске ансӑр ҫанӑсем;
  • Ҫухине чӗнтӗрленӗ;
  • Хыҫалта шнур
Кӗрен е сенкер бант (кулленхи), кушакӗ хыҫри бантпа, вӗҫӗсем урай таран (уявра); бал лифчӗ ҫумӗнче чӗнтӗрлӗ Мари-Антуанетт фишйӗвӗ

Ӑнлантарусем: Пепиньер — хушма педагогика класӗ. Хӗрарӑм институтӗнчен вӗренсе тухакансен I номер аслӑ класӑн пулнӑ, кӗҫӗннисен — VII.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Barbara Alpern Engel. Women in Russia, 1700–2000(паллӑ мар). — Cambridge University Press, 2004.
  2. ^ Max (2006). «If these walls….Smolny’s Repeated Roles in History». Russian Life. pp. 19-24.
  3. ^ Статья в энциклопедии «Санкт-Петербург». Пӑхнӑ кун: 24 Юпа уйӑхӗн 2012. Архивланӑ 26 Нарӑс уйӑхӗн 2014 ҫул.
  4. ^ Барышни, Смольный: каким на самом деле был институт благородных девиц. Пӑхнӑ кун: 16 Ҫу уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 16 Ҫу уйӑхӗн 2021 ҫул.
  5. ^ Лядов В. И. Исторический очерк столетней жизни Воспитательного общества благородных девиц и Санктпетербургского Александровского училища. — С. 2.
  6. ^ Лядов В. И. Исторический очерк столетней жизни Воспитательного общества благородных девиц и Санктпетербургского Александровского училища. — С. 14.
  7. ^ Лядов В. И. Исторический очерк столетней жизни Воспитательного общества благородных девиц и Санктпетербургского Александровского училища. — С. 101—111.
  8. ^ Федорова О. О чем мечтали институтки: Двадцать два пожелания в альбом благородной девицы // Санкт-Петербургские ведомости. — 2020. — 6 марта. Пӑхнӑ кун: 21 Пуш уйӑхӗн 2020. Архивланӑ 21 Пуш уйӑхӗн 2020 ҫул.
  9. ^ Пономарева В.В. Быть в форме: костюм институтки как предмет одежды и идеологема. Часть II // Вестник Московского университета. Серия 23. Антропология. — 2018. — № 1.
  • Лихачева Е. О. Раҫҫейри хӗрарӑмсен вӗренӗвӗн историйӗ валли материалсем. [Т. 1—4]. — СПб., 1890-1901
  • Быкова В. П. Ватӑ смолянка ҫырӑвӗсем. 1 пай. 1833-1878 .ҫҫ.. — 1898.
  • Угличанинова М. С. Хӗрӗхмӗш ҫулсенчи Смольнӑй монастырьти вӗренекенӗн аса илӗвӗсем. — [М.], 1901.
  • Мордвинова З. Е. М. П. Леонтьевӑн статс-дами. 1902 — СПб.
  • Черепнин Н. П. Сӑпайлӑ хӗрупраҫсен император воспитанийӗн пӗрлешӗвӗ. Т. 1-3. — СПб.-Пг., 1914-1915
  • Водовозова Е. Н. Пурнӑҫ шурӑмпуҫӗ, Т. 1. — 1964.
  • Озерская Ф. С. Хӗрарӑм вӗрентӗвӗ // СССР халӑхӗсен шкул историйӗпе педагогика шухӑшӗн очеркӗсем (XVIII — XIX ӗм. пӗрремӗш ҫурри) — М.: Наука, 1973.
  • Barbara Alpern Engel. Women in Russia, 1700–2000(паллӑ мар). — Cambridge University Press, 2004.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Смольный институт благородных девиц статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '