Солдатова Ирина Борисовна
Солдатова Ирина Борисовна (1965 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ, Шупашкар — 2002 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ, Шупашкар) — совет саманин спортсменӗ, ухӑҫӑ. 1985 ҫулхи абсолютлӑ тӗнче чемпионӗ (уйрӑм тата команда ӑмӑртӑвӗсенче). Ухӑран перес енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (1986).
Пурнӑҫӗ
1965 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Шупашкар хулинче (Чӑваш АССРӗ) ҫуралнӑ.
Шупашкарти пир-авӑр комбиначӗн ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче (ДЮСШ) вӗреннӗ. О. И. Полухинапа А. Т. Фёдоров патӗнче тренировкӑсене ҫӳренӗ. «Динамо» (Шупашкар) спорт обществишӗн ӑмӑртнӑ[1].
2000 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи физика культурин факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ[2]. Шупашкарта тренер-преподаватель пулса ӗҫленӗ.
2002 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 36 ҫулта йывӑр чирлесе вилнӗ. Шупашкарта пытарнӑ[3].
Спортри карьера
Пӗрремӗш пысӑк ҫитӗнӗве 1983 ҫулта тунӑ, ун чухне Ирина РСФСР халӑхӗсен VIII ҫуллахи Спартакиадин ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.
1985 ҫулта ухӑран пересси енӗпе Сеулта (Кӑнтӑр Корей) иртнӗ XXXIII тӗнче чемпионатӗнче Солдатова историлле ҫитӗнӳ тунӑ: уйрӑмшар ӑмӑртура та, СССР сборнӑйӗн (Людмила Аржанниковӑпа Ханда Гомбожаповӑпа пӗрле) йышӗнче те ылтӑн медальсем ҫӗнсе илнӗ[4]. Ухӑран перес енӗпе уйрӑммӑн ӑмӑртса вӑл совет спортсменкисенчен пӗрремӗш тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ[1].
Ҫитӗнӳсем
- Тӗнче чемпионачӗсем:
Уйрӑм ӑмӑртура тӗнче чемпионӗ (1985);
Команда ӑмӑртӑвӗнче тӗнче чемпионӗ (1985).
- Пӗтӗм Союзри ӑмӑртусем:
- СССР чемпионӗ (1985);
- СССР Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи (1987);
- СССР халӑхӗсен VIII ҫуллахи Спартакиадин кӗмӗл призерӗ (1983) (уйрӑммӑн ӑмӑртнӑ май);
- РСФСР чемпионӗ (1984);
- РСФСР халӑхӗсен VIII ҫуллахи Спартакиадин ҫӗнтерӳҫи (1983).
- Хисеплӗ ятсем:
- Ухӑран перес енӗпе СССР спорт мастерӗ (1981);
- СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (1986).
Асра тытни
Ирина Солдатова ятне Шупашкарти олимп резервӗн ухӑран пемелли спорт шкулне панӑ.
1984 ҫулта Павел Григорьевич Григорьев-Савушкин художник «Ухӑран перессин спорт мастерӗ Ирина Солдатова» ятлӑ картина хайланӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче упранать[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Скородумов Н. Г. Солдатова Ирина Борисовна. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Григорьев-Савушкин П. Г. Мастер спорта по стрельбе из лука Ирина Солдатова. 1984. Виртуальный Русский музей. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Солдатова Ирина Борисовна. Спорт-страна.ру. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Irina Soldatova (англ.). World Archery. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
Вуламалли
- Андреев, И. Унран тӗслӗх илеҫҫӗ / И. Андреев // Хыпар. — 2013. — 23 пуш. — С. 9 : сӑн ӳкерчӗк.
- Петров, А. Ухӑҫӑсен «тӳпинчи» икӗ ҫӑлтӑр : [Ольга Авдеева тата Ирина Солдатова ҫинчен] / А. Петров // Хыпар. — 2014. — 18 ҫӗртме. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗксем. — (Спорт страници / кӑларӑма А. Михайлов хатӗрленӗ).
- Сидоров, П. Кам ҫӗнетӗ Леонтьевпа Солдатовӑн рекорчӗсене / П. Сидоров // Хыпар. — 2007. — 21 утӑ.
- Солдатовӑна манмаҫҫӗ : [Ирина Солдатова ухӑҫӑна асӑнса — ӑмӑртусем] // Хыпар. — 2018. — 2 пуш/март. — С. 16. — (Спорт хыпарӗсем / А. Михайлов хатӗрленӗ).
- Ирина Борисовна Солдатова: 1965-2002. Стрелы летят в цель // Спортсмены. — Чебоксары, 2005. — С. 167-176.
- Скородумов, Н. Г. Солдатова Ирина Борисовна / Н. Г. Скородумов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 69.. — См. текст
- Скородумов, Н. Г. Солдатова Ирина Борисовна / Н. Г. Скородумов // Чувашская спортивная энциклопедия / Н. Г. Скородумов. — Чебоксары, 2007. — С. 57.
- Солдатова, И. Звезда, которая не гаснет : [беседа с чемпионкой мира по стрельбе из лука Ириной Солдатовой] / И. Солдатова ; записала И. Яковлева // Комсомольская правда. — 2002. — 11-18 янв. (№ 4). — Прил.: с. 8.