Солдат.ru
Солдат.ru — вăрçă историне, тĕпрен илсен Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тĕпчекен сайт.
Сайтпа канашлура шырав ĕçĕсене тата вăрçăра вилнĕ салтаксене астăвасси е хыпарсăр çухалнă салтаксен шăпине палăртассине тимлĕн пăхса тухаççĕ.
Сайта Архангельскри патшалăхăн "Шырав" социаллă астăвăм центрĕн директорĕ Игорь Иванович Ивлев 2000-мĕш çулта хута янă.
Кун-çулĕ
Сайта хута яма АО "Артелеком" тата «WEB-артиль» (Архангельск тĕтелти реклама студийĕ пулăшнă [1]. 2000-мĕш çулти çу уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче уçнă.
Сайтра Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсăр çухалнă салтаксен шăпине палăртса вĕсен тăванĕсене пулăшаççĕ[2][3][4][5].
Сайт çинчен
2012 çул вĕçне сайтăн тăп уйрăмĕсенче çакăн пек материалсем тупма пулать:
- тĕрлĕ патшалăхсен хĕçпăшаллă вăйĕсем çинчен (СССР, Раççей, Украина, Беларуҫ, Германи):
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫӑ тапхăрĕ çинчен истори тата çар справочникĕсем: командирсем (РККА тата РКВМФ), çар чаçĕсемпе хир почтисем, госпитальсен дислокацийĕ, чассем, административла пайлану, картăсем, «Военно-исторического журналăн» номересен тупмалли тата ытти те ;
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫӑ тапхăрĕнчи тĕрлĕ документсем (приказсем, сводкăсем тат ыт.);
- астăвăм материалĕсем: совет-фин вăрçинче фин пленĕнче вилнисен списокĕ, 326 Шталагра вилнисен списокĕ, Амерсфортри Совет мухтав хирĕнче пытарнисен списокĕ, Архангельск облаçĕнче çуралнисен Астăвăм кĕнеки тата ыт.;
- шырав отрячĕсен ĕçĕсемпе тата вилнĕ е хыпарсăр çухалнă салтаксен шăписемпе çыхăннă материалсем;
- вăрçă тематикипе çыхăннă ауди- видеоматериалсен тата сăнӳкерчĕксен пуххи.
Форумра 2011 çулăн пуçламăшĕнче 14600 çын регистрациленĕ. Форумăн тĕп уйрăмĕсем çак ыйтусемпе çыхăннă:
- вăрçăра вилнисен тата хыпарсăр çухалнисен шăпипе çыхăннă материалсем шырани
- тупнă медальонсене расшифровка тăвасси тата шырав юхăмĕн ытти аспекчĕсем;
- СССР тата СССР хыççăн хĕçпăшаллă вăйĕсен историйĕ;
- «Мемориал» тата «Халăх аттăрлăхĕ» данныйсен базисене сӳтсе явни тата йăнăшсене тӳрлетни.
Сайт ертӳçисемпе форума хутшăнакансем астăвăм данныйсен базине кĕресине чаракланине хĕрӳллĕ хирĕçлеççĕ[6][7][8].
Ӑнлантарусем
- ^ О нас
- ^ Это было недавно, это было давно… (выр.). Александровский Голос Труда (1 нарӑсӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2012-2-3. Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Тамара Дмитриенко. Найдены родственники погибшего алтайского фронтовика (выр.). [1] (17 ҫурлан 2009). Пӑхнӑ кун: 2012-2-3. Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Ульяна пчекен сайт. Звезда Абдурахмана Сейнароева (выр.). Псковская провинция (28 раштавӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2012-2-3. Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Т. Юшина. Мемориал: Они не пропали без вести (выр.). Каширские известия. Пӑхнӑ кун: 2012-2-3. Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Поисковики вынуждены обратиться за помощью к Президенту (выр.). Поморский центр публичной политики (11 нарӑсӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2012-2-3. Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Письмо Президенту РФ о скрытии сведений ОБД «Подвиг народа» — или «подарок» от МО РФ всему народу к Новому году. 12 декабря 2010 г.
- ^ Письмо Президенту РФ Д. А. Медведеву о восстановлении доступа пользователей к сведениям ОБД «Мемориал». 31 января 2010 г.