Сталкер (фильм)

«Ста́лкер» (выр. Сталкер) — Стругацкий тăвансен «Пикник на обочине» романĕпе 1979 çулта «Мосфильм» киностудире ӳнерленĕ фантастика фильме.

Андрей Тарковскин пултарулăхĕнчи чи паллă ĕçĕсенчен пĕри, хăй асăннипе, унта вăл чăннипех трансцендентлĕх патне пынă. Фильма хайланă чухне чылай чăрмав сиксе тухнă та ĕçсем виçĕ çула яхăн тăсăлнă. Çурхаха хатĕрленĕ чухне пĕрремĕш варианчĕ пĕтнĕ, виçĕ урăх оператор тата сăрăç фильм тăвас ĕçпе виçĕ хутчен тăрмашнă. XXXIII Каннăри тĕнчери кинофестивалĕнче 1980-мĕш çулта иртнĕ фильма тĕнчери жюри призне тивĕçнĕ.

Сюжет

Фильмри ĕç-пуç шухăшласа кăларнă вăхăтра тата вырăнта пулса иртет, çынсен ячĕсем çук - витлевсем çеç.

Çирĕм çула яхăн маларах кунта метеорит ӳкнĕ. Вара çак районта аномальлĕ пулăмсем пуçланаççĕ, çынсем çухалаççĕ. Вырăна Зона теççĕ, унта тĕлĕнтермĕшлĕ пӳлĕм пур çавăнта пехиллĕ, чунран ыйтнă, тӳссе усранă ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ текен итлевсем çӳреççĕ. Зонăна çăр çыннисем кордонсемпе тата йĕплĕ пăралукпа хупăрланă.

Фильм тĕп сăнарĕ — анчах тĕрмере ларса тухнă çын, ăна Сталкер (stalker - акăл. to stalk — «преследовать крадучись») тесе чĕнеççĕ. Вăл чухăн пурăнать, арăмĕ пур, хĕрĕ чирлĕ. Сталкер, арăмĕн сăмахне итлемесĕрех, Зонăна çынсене вăрттăн илсе çӳресе, укçа тăвать. Ăна ĕнтĕ Профессорпа Çыравçă Зонăна кайса килме тара тытаççĕ. Фильмăн пуçламăшĕнче (шурă-хура сăрпа ӳнерленĕ) виççĕшĕ те çар патрулĕнчен йăпшăнса иртсе, Зонăна çитеççĕ. Çакăнтанпа ӳнер ĕçĕ тĕрлĕ сăрăллă пулать. Çӳрекенсен тĕллевĕ — çав Пӳлĕме тупасси.

Рольсенче

Ӑнлантарусем

  1. ^ Johnson, Petrie, 1994, с. 139.
  2. ^ Сталкер (1979) — актёрсемпе ролĕсем (2010 çулхи утăн 6-мĕшĕ). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Ант Скаландис. . — М.: АСТ. — 736 p. — ISBN 978-5-17-052684-0.
  • Vida T. Johnson, Graham Petrie. . — Indiana University Press. — 331 p. — ISBN 0253208874.
  • Туровская М. . — М.: Искусство. — 256 p. — ISBN 5-210-00279-9.
  • Болдырев Н. . — Челепи: Урал-LTD. — 384 p. — ISBN 5-8029-0254-X.
  • Болдырев Н. . — М.: Вагриус. — 528 p. — ISBN 5-9560-0101-1.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем