Географи

Ялтан Сарăтăва çитмешкĕн 84 км, Пасарлă Карабулака — 12 км, чукун çул станцине — Хватовкăна — 15 км. Район центрĕнчен яла автобус рейс тăвать. 19 км тухăçалла регионри автотрасса (Р228) çине асфальт хывнă çул илсе çитерет.

Истори

Стригай ялне 1799 çулта никĕсленĕ. Сарăту кĕпернин Вольск уесĕнче Стригай вулăсĕн тĕпĕ шутланнă.