Сукачёв Игорь Иванович

И́горь Ива́нович «Га́рик» Сукачёв (раштав, 1 1959, Мякинино ялĕ, Мускав облаҫӗ) — раççей мусăкçи, сăвăç, композитор, актёр, режиссер, «Бригада С» (1986—1994) тата «Неприкасаемые» ушкăнсен лидерĕ. 1992 çулта Пĕрремĕш канал çинче «Беседка» телекăларăма ертсе пынă.

Кун-çулĕ

1959 çулхи раштавăн 1-мешĕнче Мякинино (Мускав облаçĕ (кайран — тĕп хулан Тушино районĕ). Чукун çул техникумĕнче вĕренсе тухнă, «Тушино» ч/ç чарăнăвне проектланă çĕре хутшăннă. 1987 çулта Липецк облаçĕн ӳнер училищинче пĕлӳ пухнă, театр режиссёрĕн дипломне тивĕç пулнă. Вĕреннĕ чухне Сергей Галанинпа паллашать.

Мăшăрĕ — Ольга Сукачева,

Ывăлĕ — Александр Игоревич Сукачев «Хĕвел килĕ» фильмра — «Машина Времени» ушкăнĕн клавишникне сăнарланă, Лондон университетĕнче оператор ĕçне вĕреннĕ, халĕ АПШ-ра пĕлу илет, (1986)[1]

Хĕрĕ — Анастасия Игоревна Сукачева.(2004)[1]

2001 çулхи утă уйăхĕнче Сукачев моторлă катера йеркеллĕ тытса пыманнипе арçына каçса каять. Инкеке лекнĕ çынна темиçе операци тăваççĕ, урине татаççĕ. Юрăçа айăпламаççĕ те. 2009 çулхи çăвăн 27-мĕшĕнче юрăç хăйĕн Харлей-Дэвисон байкĕпе çынна пырса çапать. Инкек çынĕ реанимацире иккĕ эрне выртать. ÇПХ инспекторĕсен шучепе Сукачёв айăплă мар[2][3]

Рок-мусăк

1977 çулта «Закат Солнца вручную» ушкăна пуçтарать, 1983 çулта саланать. Ун чухнех Евгений Хавтанпа пĕрле «Постскриптум» ушкăна пухать, Гарик тухса кайсан вăл «Браво» ята илет[4]. 1986 çулта Сергей Галанинпа ăнăçлă «Бригада С» ушкăна йĕркелет. 1994 çулта ушкăн арканса каять. Сукачёв çĕнĕ мусăкçăсене пухса çĕнĕ материала хайлать. Çапла «Неприкасаемые» ушкăн çуралать.

Кино

Актёр ĕçĕсем

Сасă кĕртни

Парнесем

Темӑпа ҫыхӑннисем