Сульдин Геннадий Валентинович

 

Сульдин Геннадий Валентинович (1955 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ, Алтышево, Улатӑр районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗ

1955 ҫулхи пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Улатӑр районӗнчи Алтышево посёлокӗнче ҫуралнӑ. Улатӑрти вӑрман техникумӗнче (1977) ятарлӑ пӗлӳ илнӗ, каярах производствӑран уйрӑлмасӑр Мари патшалӑх техника университетне «Вӑрман тата вӑрман паркӗн иженерӗ» специальноҫпа (1997) вӗренсе пӗтернӗ. Техникум пӗтернӗ ҫамрӑка Свердловск облаҫӗнчи Синячиха вӑрман хуҫалӑхне ӗҫлеме янӑ, унта 1977—1979 ҫулсенче вӑрман культурисен инженерӗ пулса вӑй хунӑ. 1973—1975 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1979 ҫулхи ака уйӑхӗнчен вара Улатӑр вӑрман хуҫалӑхӗнче: малтан Улатӑрти вӑрман комбиначӗн техник-вӑрманҫинче, 1980—1985 ҫулсенче — вӑрман культурисен инженерӗ, 1985—1993 ҫулсенче — вӑрман хуҫалӑхӗн аслӑ инженерӗ, 1993—2007 ҫулсенче — тӗп лесничийӗ, 2008 ҫултанпа — директор ҫумӗ.

Хисепӗсем

  • «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ (1987);
  • «Раҫҫей Федерацийӗн вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
  • Раҫҫей Федерацийӗн Вӑрман хуҫалӑх агентствин Хисеп грамоти;
  • «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ (1997);
  • Чӑваш Республикин Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп грамоти;
  • Раҫҫей МЧСӗн «Пушарта паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» медалӗ (2010);
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2014).

Вуламалли

  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 144—145. — 168 с.

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем