СуперАлиса

СуперАлиса (чăн ячĕ Алиса Шамильевна Хусаинова, тут. Хөсәенова Алиса Шамил кызы) — кичле электроклэш жанрĕнче ĕçлекен тутар юрăçи.

Пултарулăх

СуперАлиса хăйĕн пултарулăхĕнче электропоп аранжировкисем тутар халăх кĕввисемпе тата ислам колоричĕпе пĕрлештерет.

Концертсенче пĕркенчĕк тум-тирлĕ юрлать[2], пайăр пурнăçра та мăсăльман йĕркипе килĕшӳллĕ тумланать.

Кил-йыш

СуперАлисăн юррисен тексчĕсене унăн амăшĕ çырать (профессипе программист), клипĕсене упăшки — Ахмет Ипрахим[3] тутар фантаст режиссёрĕ — ӳкерет[4].

Альбомсем