Супрун Степан Павлович
Степан Павлович Супрун (1907 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче ҫур. — 1941 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗнче вил.) — совет лётчик-тӗрӗслевҫи, ҫар лётчик-истребителӗ. СССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пӗрремӗш икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ ҫын (иккӗмӗш хут — вилнӗ хыҫҫӑн).
Пурнӑҫӗ
1907 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче Харьков кӗпӗрнинчи Сумы уесӗнчи Речки ялӗнче ҫуралнӑ. Ача чухне ҫемйипе пӗрле Канадӑра пурӑннӑ, 1925 ҫулта СССР-а таврӑннӑ. 1929 ҫултанпа Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1930 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. 1931 ҫулта лётчиксен шкулне вӗренсе пӗтернӗ[2].
1933 ҫултанпа Хӗрлӗ Ҫарӑн сывлӑш ҫар вӑйӗсен ӑслӑлӑхпа тӗрӗслев институтӗнче лётчик-тӗрӗслевҫӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл Валерий Чкаловӑн ҫывӑх тусӗ пулнӑ. Тӗрлӗ ҫӗнӗ самолётсене (И-16, Як-1, ЛаГГ-3 тата ыттисене) тӗрӗсленӗ[3]. 1939–1940 ҫулсенче Китайри ҫапӑҫусене хутшӑнса Японин 6 самолётне персе антарнӑ.
1941 ҫулхи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан уйрӑм тӗллевлӗ 401-мӗш истребитель авиаци полкне (МиГ-3 самолётсемпе) ертсе пынӑ. Ку полкра лётчик-тӗрӗслевҫӗсем пулнӑ.
1941 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗнче Белоруссири Толочин районӗнче ҫапӑҫура паттӑррӑн пуҫне хунӑ. Тӗрлӗ даннӑй тӑрӑх, ӑна тӑшман бомбардировщикӗн стрелокӗ е ҫӗр ҫинчен персе амантнӑ. Ҫунса кайнӑ самолётпа лётчик виллине, ҫавӑн пекех Паттӑрӑн 461-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне вырӑнти хресченсем тупнӑ. 1960 ҫулта унӑн кӗлне Мускаври Новодевичье ҫӑвине куҫарса пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1940 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ тата 1941 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ, юлашкине — вилнӗ хыҫҫӑн);
- Икӗ Ленин орденӗ (1936, 1940).
Астӑвӑм
- Сумы хулинче паттӑрӑн бронза бюстне вырнаҫтарнӑ.
- Севастополь, Мускав, Щёлково, Сумы, Борисов, Витебск хулисенче тата тӑван Речки ялӗнче унӑн ячӗпе хисепленекен урамсем пур.
- Мускаври «Музеон» паркӗнче Степан Супрун скульптурине вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Супрун Степан Павлович // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
- ^ Книга Памяти ГК НИИ ВВС. 1941—1945. — РООССА, 2015. — С. 40-45. — 176 с. — ISBN 978-5-91926-268-8.
- ^ «Крылья Родины» № 2 за 1997 год. Стр. 22-23. Дмитрий Соболев «Северский» против И-16.
Литература
- Вишенков С. Дважды Герой Советского Союза С. П. Супрун. — М.: Воениздат, 1956.