Суфияров Ильдар Филоретович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Суфияров Ильдар Филоретович
Суфияров Ильдар Филоретович.jpg
Çуралнă вăхăт 1971 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ(1971-11-15)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2024 ҫулхи акан 12-мӗшӗ(2024-04-12) (52 ҫул)
Гражданлăх
Альма-матер
Премисемпе чысланисем
Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ

Суфияров Ильдар Филоретович (1971 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ, Ĕпхӳ2024 ҫулхи акан 12-мӗшӗ) — «Пушкӑртстан» полкӑн 2-мӗш мотострелоксен ротин 2-мӗш мотострелоксен взвочӗн командирӗ, аслӑ лейтенант[1]. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (вилнӗ хыҫҫӑн, 2024)[2].

Паттӑрлӑх

Ильдар Суфияров Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма 2023 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче контракт алӑ пуснӑ[3].

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче Суфияров ертсе пыракан ушкӑн позицие темиҫе сехет тытса тӑнӑ. Тӑшман атакисене сире-сире, Суфияров пӗчченех тӑрса юлчӗ. Тыткӑна парӑнас мар тесе хӑйне тата пӗрле Украинӑн виҫӗ ҫар ҫыннине граната сирпӗтсе тӗп тунӑ.

Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн Хушӑвӗпе Ильдар Суфиярова вилнӗ хыҫҫӑн Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗн ятне панӑ[4].

Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Суфияров пирки ҫапла каланӑ:

Харсӑр ҫар ҫынни, авӑнми ирӗкпе ҫирӗп характерлӑ – пӗрле ӗҫлекенсен асӗнче ҫапла юлнӑ вӑл. Взвода пӗлсе ертсе пынӑ, час-часах ҫар задачисене тӑшманӑн вут-ҫулӑмӗ айӗнче пурнӑҫлама тивнӗ.

Хисепӗсем

  • Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (вилнӗ хыҫҫӑн) [5]

Ӑнлантарусем

  1. ^ «Башкортостан», ГТРК. Уфимцу Ильдару Суфиярову посмертно присвоили звание Героя России (2024-10-12). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  2. ^ Путин присвоил звание Героя России посмертно Ильдару Суфиярову из Уфы. РБК УФА (12 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  3. ^ Ильдару Суфиярову из Уфы присвоено звание Героя России посмертно. Газета.ру (12 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  4. ^ Путин присвоил звание Героя России посмертно Ильдару Суфиярову (2024-10-12). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  5. ^ Путин присвоил звание Героя России посмертно Ильдару Суфиярову (2024-10-12). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.

Каҫӑсем