Сывлăш десант çарĕсен кунĕ

Сывлӑш десант ҫарӗсен кунӗ (выр. День Воздушно-десантных войск) — Раҫҫей, Беларуҫ тата СНГри ытти ҫӗршывсен Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен сывлӑш-десант ҫарӗсене халалласа палӑртакан кун.

Кашни ҫулах ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ[1].

Уяв историйӗ

Сывлӑш десант ҫарӗсен (ВДВ) ҫуралнӑ кунӗ тесе 1930 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшне шутлаҫҫӗ. Ҫак кун Воронеж ҫывӑхӗнче СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен Мускав ҫар округӗн Сывлӑш ҫар вӑйӗсен опытлӑ-кӑтартуллӑ вӗренӗвӗсен вӑхӑтӗнче вӗренӳри ҫапӑҫу задачине пурнӑҫлама 12 ҫынран тӑракан ушкӑна парашютсемпе десанта антарнӑ[2].

Пӗр ҫул иртсен Ленинград ҫар округӗнче пӗрремӗш штатлӑ авиамотодесант отрядне йӗркеленӗ. СССРта десант подразделенийӗсене тапхӑррӑн-тапхӑррӑн йӗркеленӗ, кайран вара вӗсене Сывлӑш ҫар вӑйӗсен тытӑмне кӗртнӗ[3].

Совет тапхӑрӗнче сывлӑш десант ҫарӗсен пӑхӑнӑвӗ темиҫе хут та улшӑннӑ. СССР арканнӑ хыҫҫӑн Раҫҫейӗн ВДВ ҫарӗсене Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен тытӑмӗнче хӑй тӗллӗн ҫар тӗсӗ пек ҫирӗплетнӗ[3].

Официаллӑ майпа уява 2006 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн В. В. Путинӑн 2006 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнчи 549-мӗш «Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсенче професси уявӗсемпе асӑну кунӗсене палӑртасси ҫинчен» хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ[4].

undefined

1997 ҫулта Воронежра пӗрремӗш десант ушкӑнӗ аннӑ вырӑнта, Лизюков генерал урамӗнче, асӑну палли — гранит чулӗ тата асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

ВДВ ҫарӗсем пуҫланнӑ вӑхӑта официаллӑ майпа 1930 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнчен шутлаҫҫӗ[5].

Рязаньре Рязань гварди аслӑ сывлӑш десант команда училищи вырнаҫнӑ[6]. Вӑл десантник-офицерсене хатӗрлекен ҫар вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗри шутланать[7].

undefined

Рязаньри аслӑ ҫар вӗренӳ заведенийӗ Василий Маргелов генерал ячӗпе хисепленет, унӑн ячӗпе СССРта сывлӑш десант ҫарӗсем аталанни тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫарсенче ҫавӑн пекех ВДВ аббревиатурӑн официаллӑ мар шӳтлӗ расшифровки — «Войска дяди Васи» — анлӑ сарӑлнӑ.

Рязаньре ҫавӑн пекех ВДВ тӗп музейӗ тата сывлӑш десант ҫарӗсен полигонӗсенчен пӗри вырнаҫнӑ[8].

Уяв йӑлисем

  • Фонтансенче шыва кӗресси. Уяв шайӗнче анлӑ сарӑлнӑ официаллӑ мар йӑла; вӑл Илья кунӗпе (ҫурлан 2-мӗшӗ) ҫыхӑннӑ, халӑх йӑли-йӗркипе ҫак кун шыва кӗмелли тапхӑрӑн чикки шутланнӑ.
  • Арпус ҫиесси. Уява халалланӑ официаллӑ мар мероприятисенче ҫак ҫимӗҫпе хӑналаҫҫӗ[9].
  • Савӑнӑҫлӑн стройпа тӑрасси тата кӑтартуллӑ выступленисем. Ун чухне стройри тата ҫапӑҫу хатӗрлӗхне кӑтартаҫҫӗ, парашютпа сикеҫҫӗ.
  • Палӑксем патне чечек хурасси. Ӑна хӑйсен ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫне хунӑ ВДВ ҫар ҫыннисене асӑнса тӑваҫҫӗ.
  • Ветерансен тӗлпулӑвӗсем. ВДВ ҫар ҫыннисемпе ветеранӗсен хушшинчи ҫыхӑнусене тытса тӑрас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
  • Символикӑпа ҫӳресси. Кӑвак беретпа тельняшка ВДВ ҫарӗсене кӗнине пӗлтерекен форма элеменчӗсем шутланаҫҫӗ[3].

Мероприятисем

Малтан хӗсметре тӑнӑ тата хальхи десантниксене уяв ячӗпе Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин саламлать[10].

Сывлӑш десант ҫарӗсен кунӗнче мемориалсем патӗнче асӑну церемонийӗсем иртеҫҫӗ, ҫар ҫыннисене пытарнӑ вырӑнсене чечек хураҫҫӗ, ветерансемпе хальхи ҫар ҫыннисен тӗлпулӑвӗсене, кӑтартуллӑ выступленисене, концерт программисене, ҫар техникӗн куравӗсене тата тематика экспозицийӗсене йӗркелеҫҫӗ[11].

2020 ҫулта Раҫҫейӗн Сывлӑш десант ҫарӗсем 90 ҫул тултарнӑ[5]. Ҫак датӑна халалланӑ мероприятисем Рязаньре иртнӗ[12].

undefined

Рязаньре йӑлана кӗнӗ тӑрӑх тӗп уяв мероприятийӗсем иртеҫҫӗ:

  • Ленин лапамӗнче РВВДКУн «Крылатая пехота» ансамблӗ хутшӑннипе иртекен концерт, унӑн репертуарне десантниксене халалланӑ юрӑсем (ҫав шутра «Синева» тата «Рязань — ВДВ тӗп хули») кӗреҫҫӗ[13];
  • «Спартак» стадионти кӑтартуллӑ выступленисем, вӗсен шайне концерт программи тата куполлӑ парашютсемпе десантланни кӗрет;
  • ВКС пилот ушкӑнӗсем хутшӑнни — сӑмахран, 2019 ҫулта стадион ҫийӗн «Стрижи», «Русские Витязи» тата «Беркуты» ушкӑнсем вӗҫсе иртнӗ[14].
undefined

Мускав облаҫӗнче 2022 ҫулта ВДВ кунне уявламалли вырӑнсенчен пӗри «Патриот» парк пулса тӑнӑ: унта мероприятисем ҫурлан 2-мӗшӗнчен пуҫласа 7-мӗшӗччен иртнӗ[15][6].

Мускавра уяв мероприятийӗсем йӑла тӑрӑх ҫурлан 2-мӗшӗнче Максим Горький ячӗллӗ Культурӑпа кану тӗп паркӗнче иртеҫҫӗ. Паркра десантниксем пӗрле хӗсметре тӑнӑ юлташӗсемпе тӗл пулаҫҫӗ, асӑну акцийӗсене тата уяв программипе палӑртнӑ ытти мероприятисене йӗркелеҫҫӗ[16].

Ӑнлантарусем

  1. ^ День Воздушно-десантных войск в России. — История Воздушно-десантных войск ВС СССР и ВС РФ. ria.ru. РИА Новости (2 ҫурлан 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  2. ^ День ВДВ – 2024: когда и как отмечают, история и традиции праздника (2024-04-23). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 2 августа — День ВДВ: история и традиции праздника «голубых беретов» (2023-08-01). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  4. ^ Указ Президента Российской Федерации В. Путина от 31 мая 2006 года № 549 «Об установлении профессиональных праздников и памятных дней в Вооружённых Силах Российской Федерации». Официальный интернет-портал правовой информации // pravo.gov.ru. , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнчи копийӗ.
  5. ^ 1, 2 Воздушно-десантные войска отмечают 90 лет со дня своего образования - ТАСС. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Руководитель следственного управления принял участие в торжественном мероприятии, посвященном 93-й годовщине образования Воздушно-десантных войск. ryazan.sledcom.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  7. ^ Рязань – столица ВДВ. К 90-летию образования Воздушно-десантных войск. kraeved.rounb.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  8. ^ Крылья для пехоты. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  9. ^ Почему десантники в День ВДВ купаются в фонтанах и едят арбузы? (2014-08-01). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗ.
  10. ^ Путин поздравил десантников с Днем ВДВ (20210802T1225). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  11. ^ День ВДВ: как на самом деле появились главные традиции десантников (2026-06-06). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗ.
  12. ^ В Рязани отмечают День ВДВ всем городом - Российская газета (2023-08-02). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  13. ^ А мы – крылатая пехота. Рязанские ведомости (2 ҫурлан 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  14. ^ День ВДВ в Рязани: танцы Дедов Морозов и рукопашный бой. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  15. ^ День ВДВ 2 августа 2022 в Москве и Подмосковье: программа, перекрытие движения, купание в фонтанах (2022-08-01). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  16. ^ Почему десантники в День ВДВ купаются в фонтанах и едят арбузы? (2026-07-15). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗ.