Тăваньялсем Çеркей

Тăваньялсем Çеркей (1886-1956) — çыравçă, унран та ытларах — культура ĕçлевçи, халăхшăн ĕçлекенсен витеревçи, вĕрентекен. Сăмахран, вăл Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи текен çынна тата ыттисене те çĕкленме хытă пулăшнă.

Пурнăçĕ

Тăваньялсем Çеркей (Сергей Семёнович Сорокин) 1886-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 15(27)-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Кивĕ Таваньялĕнче (халĕ Тутарстанăн Çĕпрел районĕ) чухăн хресчен килйышĕнче çуралнă[1].

1919-мĕш çулта Пăваран вĕрентевçĕсен пухăвĕнчен таврăннă чухне ăна хурахсем тапăнаççĕ, документсемпе çиелти тумне туртса илеççĕ, аллисене каялла çыхса пуçран тĕллесе переççĕ; вилнĕ тесе улăмпа витсе хăварççĕ[1]. Анчах та вăл сывă юлать, татах та нумай-нумай çул пурăнать.

Пултарулăхĕ

Паянччен сыхланнă сăввисем

1906-1907-мĕш çулсенче "Хыпар" хаçатпа çыхăнса ĕçленĕ, пичетленнĕ те.

Публицистика тата çырусем

Тăваньялсем Çеркей Хветĕр Уярпа çыру çÿретнĕ, вĕсенчен хăшпĕрисем сыхланса юлнă, пичетленнĕ[1].

Асăрхавсем

  1. ^ 1, 2, 3 Юмарт Г.Ф. [Тăваньялсем Çеркей пирки.] — "Хыпар" хаçат, 2006, çĕртме, 16

Каçăсем