Тăмта (юханшыв)
Тăмта (выр. Темта) — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Уста шывĕн сылтăм юппи.
Тавралăхĕ
Юханшыв çăлкуçĕ Петрово ятлă пушă ялтан пĕр çухрăм çурçĕрелле вырнаçнă. Мăн Горево патĕнчи пĕве çити кăнтăр-хĕвеланăçнелле юхать, кайран вара çулĕ кăнтăралла пăрăнать. Тăмта ялĕнчен тăватă çухрăм кăнтăралла Уста шывĕпе пĕрлешет.
Арья юпписен шучĕ çирĕм ытла, вĕсенчен пысăккисем çаксем шутланаççĕ: Сава, Стреляжка, Лапчăк (выр. Плоская), Козляна, Тулашкă (выр. Тулажка), Ворошиловка.
Юханшыв хĕрринче çак ялсем вырнаçнă: Петрово (пушă ял), Галкино (пушă ял), Софьино (пушă ял), Кĕçĕн Тăмта (пушă ял, выр. Малая Темта), Мăн Тăмта (пушă ял, выр. Большая Темта), Парамоновски, Мăн Горево, Рогово, Беренино, Тăмта, Мокроносово.
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 10. Верхне-Волжский район / под ред. В. П. Шабан. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 528 с.