Таккавар
Таккавар
|
Таккавар (выр. Таковары)— Тутарстанăн Пăва районĕнчи ял. Тăхăрьял шутне кĕрет. Хăшпĕр хыпарсем тăрăх, ял Акăшкил ятпа та паллă.
Истори
17-мĕш ĕмĕрте никĕсленĕ.
Халăх йышĕ. Экономика
2002-мĕш çулта 293 çын пурăннă.
Ял урамĕсем: Çĕнĕ касси, Вăта касси, Ту касси, Айалти касси, Çÿлти касси, Масар касси[1].
Паллă çынсем
- Салмин Филипп Кириллович (1897-?) — революционер (анархист)[2][3].
- Салмин Евгений Кузьмич (1939-2012) — Чăваш республикин Шалти ĕссен министрĕ (1984-1987)[4]. Ф.К.Салминăн йăхсемĕ.
- Никанорова Анна Степановна (1952 çур.) — "Ах, аннеçĕм, анне..." юрă авторĕ[5].
- Салмин Николай Анатольевич (1957 çур.) — Екатеринбург хулинче пурнакан полковник[6]. Ф.К.Салминăн иккĕмĕш сыпăкри йăхсемĕ.
Вуламалли
- Акивер, Х. Пăвапа Элшел хутлăхĕ / Х. Акивер // Тăван Атăл. – 1973. – № 12. – С. 27–37
- Тимофеев Г. Т. Тăхăръял. – Шупашкар, 1972. (Çавах 2002-мĕш çулта тепĕр кăларăмпа тухнă: Тимофеев Г.Т. Тӑхӑрьял : этнографи тӗрленчӗкӗсем, халӑх сӑмахлӑхӗ, ҫырса пынисем, ҫырусемпе асаилӳсем 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. / Г. Т. Тимофеев ; [Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ. - 1-мӗш кӑларӑма А. В. Васильев (Васан) пухса хатӗрленӗ, 2-мӗш кӑларӑма В. П. Станьял хушусемпе тӳрлетӳсем кӗртнӗ]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2002. - 431 с. – (Девятиселье).)
- Дворов, Николай. Тăхăрьял юрри. Сăвă.
- Элли Илле. Тăхăрьялта миçе ял? // Хыпар (хаçат), 61№, 2011, ака, 7.
- Чепунов, Р.Т. Г.Тимофеевăн «Тăхăръял» алçырăвĕ çинчен / Р. Чепунов // Тăван Атăл. – 1961. – № 1. – С.89–92.
- Ухли В. В окрестностях Тыхыръяла / / Знамя. Буинск, Татария. 1964. — 24 янв.; Ялав. — 1976. — Мартан 16-мёшё.
- Ашкеров, Валерий. Тăхăрьял мухтавĕ (легенда). Сăвă.
- Татарская энциклопедия. Т. З. Хусан, 2006.
Асăрхавсем
- ^ Таковары История 4 мар 2016 в 13:11
- ^ Валерия Алексеева. 22 дек 2014
- ^ САЛМИН Филипп Кириллович (1897 —после 1936)
- ^ Фёдоров Ф.Ф. Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- ^ Фёдорова, Елена. Ах, аннеçĕм-анне, САН ПАЯН ЮБИЛЕЙ 2021 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.. — "Канаш" хаçат (Чĕмпĕр), 1167-мĕш (2012.06.07) кăларăм.
- ^ Люди города: Николай Салмин - бессменный руководитель музея памяти воинов-интернационалистов «Шурави»
Каçăсем
Тутарстанăн Пăва районĕнчи пурăнан вырăнсем |
|||
---|---|---|---|
Район центрĕ: Пăва |