Такуя Ониси

Такуя Ониши[1][2] (яп. 大西 卓哉 О:ниси Такуя?) (ҫур. 1975 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ, Нэрима[d]) — JAXA астронавчӗ, Японин 11-мӗш астронавчӗ тата тӗнчен 548-мӗш астронавчӗ.

Космос вӗҫевне 2016 ҫулхи утӑ-юпа уйӑхӗсенче МКС-48/49 космос тӗп экспедицийӗсен экипажĕн тата «Союз МС-01» пилотласа тӑракан транспорт карапӗн — «Союз ТМА-МА» космос карапӗн ҫӗнӗ модернизациленӗ версийĕ — бортинженерӗ пулса ирттернĕ. Вӗҫев тӑсӑлӑвӗ 115 талӑк та 2 сехет те 22 минутпа танлашнӑ. Астронавтсен отрядне кӗриччен шалти тата тӗнчери авиарейссенче Boeing 767 самолёчĕн иккӗмӗш пилочӗ пулса ӗҫленӗ.

2025 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗнче SpaceX Crew-10 миссийӗн экипажӗ йышӗнче МКС-72/73 экспедицисене хутшӑнма МКС ҫине вӗҫсе кайнӑ[3]. 2025 ҫулхи ака уйӑхӗнче МКС командирӗ пулса тӑнӑ — ку тивӗҫе йышӑннӑ Японин виҫҫӗмӗш астронавчӗ[4]. 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑнӑҫлӑн Ҫӗр ҫине таврӑннӑ[5][6].

Малтанхи ҫулӗсем, вӗренӗвӗ

Такуя Ониши 1975 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче Токио хулин Нэрима административлӑ районӗнче ҫуралнӑ[1].

1994 ҫулта Иокогама хулинчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ та Токио университечӗн инженери факультетне вӗренме кӗнӗ, ӑна пӗтернӗ хыҫҫӑн 1998 ҫулта аэронавтика тата астронавтика енӗпе бакалавр степенне илнӗ[1][7][2].

1998 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа All Nippon Airways (ANA) япун авиакомпанинче ӗҫленӗ. Ӑна Токиори пӗтӗм тӗнчери Ханэдо аэропортӗнче пассажирсене пӑхса тӑмалли управление лартнӑ. Калифорнири Бейкерсфилд хулинчи пуҫламӑш вӗҫев хатӗрленӗвӗн икӗ ҫуллӑх курсӗнче, кайран Токиори вӗҫев хатӗрлевӗн шкулне пӗтернӗ[7][2]. 2003-2009 ҫулсенче ANA вӗҫев экипажӗсен центрӗнче шалти тата тӗнчери рейссенче Boeing 767 самолёчĕн иккӗмӗш пилочӗ пулса ӗҫленӗ[1].

Космоса вӗҫме хатӗрленни

2009 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Япони аэрокосмос тӗпчевӗсен агентствине астронавт 5-мӗш наборĕн кандидатне суйланса юлнă. 2009 ҫулхи акан 1-мӗшӗнче JAXA штатне кӗнӗ. 2009 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен Цукубскри космос центрӗнче МКС енӗпе общекосмос хатӗрленӗвӗ тухнă[2][1].

undefined

2009 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Джонсон ячӗллӗ Космос центрӗнче НАСА астронавчĕсем йышӗнче икӗ ҫуллӑх общекосмос хатӗрлевне тытăннă. Хатӗрленӳ шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: ӑслӑлăх тата техника занятийӗсем, МКС системисене тишкересси, карап тулашӗнчи ӗҫ-пуҫпа тата робототехника енӗпе ӗҫлесси, физиологи тренировкисем, Т-38 самолетпа вӗҫесси, шыв ҫинче тата тискер ҫутҫанталӑкра астронавтсене чӗрĕ юлма вĕрентекен тренировкӑсем[7]. 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче общекосмос хатӗрленӗвӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн МКС астронавчӗн квалификацине илнӗ[2].

2011 ҫулхи юпа уйӑхӗнче НАСА NEEMO 15 миссийӗнче13 кун хутшӑннӑ. Флорида ҫыранӗ патӗнче, Атлантика океанӗн тӗпӗнче «Аквариусӑн» шыв айӗнчи ӑслӑлӑхпа тренировка центрӗнче астероид ҫине анса ӗҫлессине тата уçă космосра ĕçлессине имитацилекен тренировка иртнӗ[7][2].

2013 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче МКС-48/49 космос экспедицийĕн экипажӗн тата «Союз МС-01» космос карапĕн бортинженерӗ вырӑнне лартнӑ. 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Анатолий Иванишин космонавтпа тата Кэтлин Рубинс НАСА астронавчӗпе карапа хӗлле вӑрманлӑ-шурлӑхлӑ вырӑнта авариллӗ лартас пулсан экипажпа мĕнле ĕçлемеллине вĕрентекен икӗ талӑклăх тренировкӑсене хутшӑннӑ[2].

2014 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Ю. А. Гагарин ячӗллӗ ЦПКра хатӗрленме тытӑннӑ[8]. «Союз ТМА-19М» ТПК бортинженерӗ пулса МКС-46/47 дубляци экипажӗн йышӗнче хатӗрленӳ иртнӗ[1]. 2015 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче карап старт илнӗ вӑхӑтра Байконур космодромӗнче дублицилекен экипаж йышӗнче пулнӑ[1].

2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа «Союз МС-01» ТПК тӗп экипажӗн бортинженерӗ тата МКС-48/49 космос экспедицийӗн бортинженерӗ пулса хатӗрленÿ тухнă[1].

Пӗрремӗш космос вӗҫевӗ

«Союз МС-01» карапа хута ямалли куна пӗрре мар улăштарнă. Чи малтанах карапа 2016 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗнче хута яма планланӑ, ҫапах та оборудование хушма тестировани тӑвас тӗллевпе старта яма тӑхтанӑ — малтан ҫӗртмен 24-мӗшне куçарнă[9], кайран утӑн 7-мӗшне[10].

undefined

Такуя Ониши 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче мускав вăхăчĕпе 04 сехет те 26 минутра Анатолий Иванишин космонавтпа тата Кэтлин Рубинс астронавтпа пӗрле «Союз МС» космос карапӗн экипажӗн тата МКС-48/ 49 тӗп космос экспедицийӗсен программипе Тӗнчери космос станцийӗн экипажӗ бортинженерӗ пулса старта тухнă[11].

undefined

Тӗнчери космос станцинче пурӑннӑ вӑхӑтра Ониши «Кибо» модульте наукӑпа прикладной тӗпчевсен тата экспериментсен программине туллин пурнӑҫланӑ, МКС ӗҫ пултарулӑхне тытса пынӑ, ӑна оборудованипе тивӗҫтерес ӗҫсене ирттернӗ. Сӑмахран, 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Такуя Ониши Рубинс астронавтпа пӗрле Cygnus тиев карапне «Юнити» модулӗн надирлӑ сыпӑк агрегачӗ ҫине Канадарм2 манипуляторпа ярса илсе сыпӑнтарнӑ[12][13].

2016 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнче мускав вăхăчĕпе 03 сехет те 35 минут тӗлӗнче «Союз МС» карап Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗнчен уйрăлнă. 6 сехет те 59 минутра карап экипажĕ Казахстанри Жезказган хулинчен 149 км кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнерех анса ларнӑ. МКС-48/49 экспедицин экипажӗн космос вӗҫевӗнчи вăхăчĕ 115 талӑк ытла пулнӑ[14].

Иккӗмӗш космос вӗҫевӗ

2025 ҫулхи пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Crew Dragon караплӑ Falcon-9 ракета-носитель Флорида штатӗнчи Кеннеди ячӗллӗ NASA космос центрӗн лапамӗнчен вӗҫсе хӑпарнӑ. Такуя Онисипе пӗрле МКС ҫине Америка астронавчӗсем Энн Макклейн тата Николь Айерс, ҫавӑн пекех Раҫҫей космонавчӗ Кирилл Песков вӗҫнӗ[3].

2025 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче карап хӑй тӗллӗн МКС-ӑн Америка сегменчӗн Harmony модулӗ патне стыковкӑланӑ[15].

2025 ҫулхи ака уйӑхӗнче Такуя Ониси МКС командирӗ пулса тӑнӑ, ҫакӑнпа вӑл ку тивӗҫе йышӑннӑ Японин виҫҫӗмӗш астронавчӗ пулнӑ[16]. 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ церемони вӑхӑтӗнче вӑл МКС командирӗн ӗҫне Роскосмос космонавтне Сергей Рыжикова парса хӑварнӑ[17].

2025 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче Такуя Ониси борт ҫинче пулнӑ Crew Dragon карап Флорида ҫыранӗсем патӗнче ӑнӑҫлӑн шыв ҫине аннӑ, ҫапла вара Crew-10 миссийӗ вӗҫленнӗ[18][19]. Иккӗмӗш космос вӗҫевӗн тӑршшӗ 149 талӑк патнелле тӑсӑлнӑ.

Статистика[20]

# Карап старчĕ Старт, UTC Экспедици Анса лармалли карап Анса ларни, UTC Вĕçев Уçă космоса тухни
1 Союз МС-01 07.07.2016, 01:36 МКС-48 / МКС-49 Союз МС-01 30.10.2016, 03:58 115 талăк та 02 сехет те 21 минут 0
2 SpaceX Crew-10 14.03.2025, 23:03 МКС-72 / МКС-73 Crew Dragon (Crew-10) 10.08.2025 ~149 талӑк 0
~264 талӑк 0

Ҫемье, кӑсӑкланӑвӗсем

Такуя Ониши авланнӑ. Ҫемьен икӗ ача[1].

Ониши туризмпа кӑсӑкланать, ҫул ҫӳреме, кӗвӗ итлеме тата саксофонпа выляма юратать[1][2]. KF5LKS чӗнӳллӗ радио юратакан[21].

Ăнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Такуя Ониши. Биография. Роскосмос. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Такуя Ониши. Биография. РКК «Энергия» (Раштав 2015). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи акан 11-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Корабль Crew Dragon с россиянином Песковым отправился к МКС (2025-03-15). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ.
  4. ^ ONISHI Takuya Astronauts (англ.). JAXA. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  5. ^ Return of Crew Dragon Spacecraft (Crew-10) with JAXA Astronaut ONISHI Takuya (англ.). JAXA (10 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  6. ^ Японский астронавт Ониси вернулся на Землю. Nippon.com (11 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3, 4 Takuya Onishi (англ.). Japan Aerospace Exploration Agency (2007). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ.
  8. ^ Астронавт ДжАКСА Такуя Ониши приступил к подготовке в Звёздном городке. ЦПК имени Ю. А. Гагарина (14 нарӑсӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
  9. ^ Первый корабль «Союз МС» прошёл проверку системы управления двигателями. РИА Новости (17 ҫӑвӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
  10. ^ Запуск ТПК «Союз-МС». Роскосмос (7 утӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ.
  11. ^ Первый «Союз МС» успешно стартовал к МКС. Роскосмос (7 утӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
  12. ^ Station Robotic Arm Grapples Cygnus Resupply Ship | Space Station (англ.). НАСА (23 юпан 2016). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  13. ^ Транспортный грузовой корабль Cygnus пристыковался к МКС, ТАСС (2016-10-23). 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
  14. ^ Экипаж корабля «Союз МС» вернулся на Землю. Роскосмос (30 юпан 2016). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ.
  15. ^ Корабль Crew Dragon с экипажем миссии Crew-10 благополучно пристыковался к МКС (2025-03-19). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  16. ^ ONISHI Takuya Astronauts (англ.). JAXA. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  17. ^ Такуя Ониси передал ключ от МКС космонавту Сергею Рыжикову. iXBT (5 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  18. ^ Return of Crew Dragon Spacecraft (Crew-10) with JAXA Astronaut ONISHI Takuya (англ.). JAXA (10 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  19. ^ Японский астронавт Ониси вернулся на Землю. Nippon.com (11 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  20. ^ Statistics - Onishi Takuya (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ.
  21. ^ NASA Astronauts and Astronaut Candidates Earn Amateur Radio Licenses (англ.). arrl.org. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.

Каҫӑсем

  • Takuya Onishi (англ.). Japan Aerospace Exploration Agency (2007). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем