Талка

ТалкаЧулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан пĕчĕк юханшыв, Пăлпаш шывĕн сылтăм юппи.

Тавралăхĕ

Юханшыв çăлкуçĕ Павлово ялтан виçĕ çухрăм çурçĕр-хĕвелтухăçнелле вырнаçнă. Юпписен шучĕ вуннă патнелле, пысăкки шутне Ржавец кĕрет.

Талка пĕтĕмĕшле илсен хĕвелтухăç еннелле юхать. Рябиновка ялтан çухрăм çурăра Пăлпаш шывĕпе пĕрлешет.

Ялсем

Юханшыв хĕрринче Макридино, Горево, Талица, Мокино, Макаршино ялсем лараççĕ.

Категорисем