Талышинская Виктория Валерьевна

Талыши́нская Викто́рия Вале́рьевна (хӗр чухнехи хушамачӗ — Бельская; ҫур. 1977 ҫулхи акан 8-мӗшӗ, Мускав) — Раҫҫей юрӑҫи, «Непара» музыка дуэтӗнчен юрланӑскер, хальхи вӑхӑтра «2 ОКеана» дуэта хутшӑнать.

Биографи

Виктория Бельская 1977 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Мускавра пултарулӑх енӗпе ӗҫлекен ҫемьере ҫуралнӑ. Ашшӗ — Валерий Романович Бельский, музыкант, «Гренада» Раҫҫей халӑх ансамблӗнче юрлакан.

Ултӑ ҫулта, ашшӗ-амӑшӗ хушнипе, балетпа аппаланма пуҫланӑ, анчах пулас юрӑҫа балет ытлах кӑсӑклантарман, тӑхӑр ҫулта вӑл тӗп хулари хореографи училищине вӗренме кӗмелли экзаменсене парайман.

1991 ҫулта Бельская «Утренняя звезда» программӑна хутшӑннӑ, анчах Дмитрий Данькова выляса янӑ (кайран лешӗ конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ). Апла пулин те ӑна Куракансен кӑмӑлне кайнӑ призпа тивӗҫтернӗ.

1993 ҫулта Гнесинсен училищин студийӗнче вӗренсе тухнӑ чухнехи экзаменра Виктория Бельскаяна «Лехаим» Патшалӑх еврей музыка театрӗн режиссёрӗ асӑрханӑ та Шолом-Алейхемӑн «Блуждающие звёзды» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ спектакльте роль сӗннӗ. Темиҫе ҫул хушши вӑл театр солисчӗ пулнӑ, нумай спектакльте вылянӑ[1].

1995 ҫулта Виктория Талышинская РАТИ-ГИТИСӑн эстрада уйрӑмне вӗренме кӗнӗ[2].

2002 ҫулта Александр Шоуапа пӗрле «Непара» дуэт йӗркеленӗ, вӑл 2012 ҫулта саланнӑ [3]. Анчах 2013 ҫулхи кӗркунне Талышинскаяпа Шоуа дуэт ҫӗнӗрен пӗрлешни ҫинчен пӗлтернӗ[4][5][6].

2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тепӗр хут «Непара» дуэт саланни ҫинчен пӗлтернӗ[7]. Ҫав уйӑхрах Виктория Талышинская Владимир Курто композиторпа тата юрӑҫпа пӗрле «2 ОКеана» дуэт солисчӗ пулса тӑнӑ[8][9][10]. 2026 ҫул тӗлне Виктория Талышинская пултарулӑх ӗҫне «2 ОКеана» ушкӑнра малалла тӑсать[11].

Харпӑр пурнӑҫӗ

Эльдар Мусаевич Талышинский бизнесменпа ҫемье ҫавӑрнӑ пулнӑ, 2004 ҫулта унпа уйрӑлнӑ[12].

2009 ҫулта Станислав Владимирович Чепуров банкира качча тухнӑ, унпа 2012 ҫулта уйрӑлнӑ[12].

2015 ҫулта Иван Таирович Салахов ӳнер реставраторне (Таир Салахов художник ывӑлне) качча тухнӑ. 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Варвара хӗрне ҫуратнӑ[12][13].

Альбомсем

«Непара»

  • 2003 — «Другая семья»
  • 2006 — «Всё сначала»
  • 2009 — «Обречённые/Обручённые»

«2 ОКеана»

  • 2021 — «Не смотри вниз»

Пухмачсем

«Непара»

  • 2009 — «Выйди на связь» («Непара» дуэт йышӗнче)
  • 2010 — «Любовь, которая была» («Непара» дуэт йышӗнче)
  • 2011 — «В облаках» («Непара» дуэт йышӗнче)

Видеоклипсем

Непара

  • Другая причина (2002),
  • Они знакомы давно (2003),
  • Бог тебя выдумал (2004),
  • Плачь и смотри (2006),
  • Беги-беги (2007),
  • В облаках (2011),
  • Тысяча снов (2013),
  • Не плачь (2016).

2 ОКеана

  • Если не судьба (2019)

Фильмографийӗ

  • 2004 — «Московская жара» — Инна

Ӑнлантарусем

  1. ^ Виктория Талышинская: «Иногда жалею, что бросила театр!» Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  2. ^ Виктория Талышинская о рождении дочери: «Мой мир перевернулся с ног на голову» (выр.). EG.RU. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  3. ^ Дуэт «Непара» распался. Newsmusic.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ.
  4. ^ Дуэт «Непара»: отпуск закончился! Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  5. ^ «Просто здравствуй, просто как дела»: Почему расстались солисты «Непары» Александр Шоуа и Виктория Талышинская (выр.). www.kp.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  6. ^ Звезды 2000-х: Был ли дуэт «Непара» парой, и почему артисты потеряли общий язык и расстались. Культурология. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  7. ^ «Крайне бестактно»: Виктория Талышинская ответила на едкие слова Шоуа в её адрес | StarHit.ru (выр.). www.starhit.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  8. ^ Виктория Талышинская официально объявила о распаде дуэта «Непара». Русское радио. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
  9. ^ Виктория Талышинская: предпочитаю тусовкам книги! Tele.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ.
  10. ^ Бывшая солистка группы «Непара» рассказала о конфликтах в коллективе (выр.). Вырӑс радио. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  11. ^ Роды в США, конфликт с Шоуа, пожелания мира: как живёт Виктория Талышинская (выр.). News.ru (25 кӑрлачӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  12. ^ 1, 2, 3 «Плачь и смотри»: экс-солистка «Непары» Талышинская показала подросшую дочку // 5-tv.ru. 2022. 3 ноября.
  13. ^ Виктория Талышинская: «Стараюсь, чтобы дочка не чувствовала себя одинокой». www.womanhit.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.

Каҫӑсем