Тибетсем

Тибетсем (выр. Тибетцы) — Тибетра пурӑнакан, син-тибет чӗлхе ҫемьинчи тибет чӗлхипе калаҫакан халӑх. Йышӗ — 5,4 млн ҫын[1]. Тӗнпе — ытларах буддистсем. Тибетсен мӑн аслашшӗсем мӗн авалтанпах Цангпо юханшывӗн вӑтам юхӑмӗнчи таврашра пурӑннӑ.

VII ӗмӗртен брахми инди ҫырӑвне тӗпе хурса ӑсталанӑ хӑйсен алфавичӗпе ҫырулӑх пур.

Пурӑнакан вырӑнӗ тата йышӗ

Тибет ҫыннисен этнос территорийӗ хальхи вӑхӑтра никама пӑхӑнманлӑх статусӗсӗр. Территорипе вӑл пӗтӗмпех тенӗ пекех Китай шутне кӗрет, унта пӗтӗм Тибет автономи районне йышӑнать, кӑштах — Сычуань (Аба-тибет тата Ганьцзы-тибет автономи округӗсем, Мули-тибет автономи уесӗ), Ганьсу (Ганнань-тибет автономи округӗ тата Тяньчжу-тибет автономи уесӗ), Цинхай (Хайбэй-тибет, Хуаннань-тибет, Хайнань-тибет, Голог-Тибет, Юйшу-Тибет тата Хайси-монгол-тибет автономи округӗсем) провинцисене— асӑннӑ мӗнпур территорисенче тибетсем хальхи вӑхӑтчен те компактлӑ пурӑнаҫҫӗ, ҫак вырӑнсенче пурӑнакан халӑхӑн ытларах пайӗ шутланаҫҫӗ. Тибетсем ҫаплах Юньнань провинцин ҫурҫӗр-анӑҫӗнче (сӑмахран, Дечен-Тибет автономи округӗ) пурӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, Китайри тибетсен йышӗ пирки калама кӑткӑс, анчах та 1959 ҫулхи ҫырав кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Китайра тибетсен йышӗ 6 330 567 ҫын шутланни паллӑ[2].

undefined

Китай тулашӗнче тибетсем ҫавӑн пекех Индин ҫурҫӗр пайӗнче Ладакх территорире тата Аруначал-Прадеш штатӗнче пурӑнаҫҫӗ; Непалта, Бутанра, Сикким тата Анӑҫ Бенгали инди штачӗсенче пуранакансем этнос тата этеплӗх тӗлӗшпе тибетсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ халӑх ушкӑнӗсем пурӑнаҫҫӗ. 1950-мӗш ҫулсенче Тибета Китай Халах Республики ҫумне пӗрлештернине пула чикӗ леш енчи тибетсен йӗркеленӗ пӗрлешӗвӗ пулса кайнӑ.

Ют ҫӗршывсенчи тибетсем

Тибет диаспори Кӑнтӑр Азири ҫӗршывсенче Тибета 1950 ҫулта КХР ҫумне вӑйпа пӗрлештернӗ тата 1959 ҫулхи пӑлхав хыҫҫӑн политика тата культура элити Тӑван Ҫӗршывӗнчен кайма тивнине пула йӗркеленме пуҫланӑ. Ун хыҫҫӑн тата та йышлӑн пӑрахса кайнисем пулнӑ. Беженецсен шучӗ Индире нумай пулнӑ, унӑн правительстви вӗсен шӑпине татса парас ӗҫе йӗркеленӗ. Тибетсене ҫӗршывӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ тата кӑнтӑр енче вырнаҫма вырӑнсем уйӑрнӑ; вӗсене гуманитари пулӑшӑвӗпе тивӗҫтернӗ. Инди влаҫӗсем тибетсене компактлӑ пурӑнма, харпӑр хӑйтытӑмлӑх органӗсене туса хума чарман[3].

Хальхи вӑхӑтра тибетсем компактлӑ Химачал-Прадеш, Уттарханд, Уттар-Прадеш, Анӑҫ Бенгали, Аруначал-Прадеш, Карнатака, Одиша штачӗсенче, Дели тӗп хулинче пурӑнаҫҫӗ[4]. 2010 ҫулта эмигрант общинин регистрациленӗ йышӗ 128 пине яхӑн пулнӑ, вӗсенчен 95 пинӗшӗ Индире[5]. Китай, Непал тата Инди хушшинче ҫынсем йышлӑн куҫса ҫӳренине пула чикӗ леш енчи тибетсен йышне тӗп-тӗрӗс шутласа палӑртма май ҫук. Тибетсем Анӑҫ Европӑпа Ҫурҫӗр Америка ҫӗршывӗсене хастар куҫса каяҫҫӗ, пысӑках мар йышпа Раҫҫее те килеҫҫӗ, унӑн буддизм сарӑлнӑ регионӗсенче (Бурят, Калмӑк, Тыва республикисем) тибетсем тӗн тата общество пурнӑҫӗнче паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Субэтноссем, чӗлхе тата тӗн

Тибетсем шутӗнче амдова (Цинхай тата Ганьсу провинцисем), кхампа тата сифань (Сычуань, Юньнань провинцисем тата Тибет автономи районӗнчи кӳршӗллӗ районсем), голоки (Цинхай провинцийӗн Голог-Тибет автономи округӗ) тата ытти локаллӑ этноушкӑнсене уйӑраҫҫӗ.

undefined

Тибетсем син-тибет чӗлхе ҫемьин тӗп ушкӑнне кӗрекен тибет чӗлхин нумай диалекчӗсемпе калаҫаҫҫӗ. «Як» сӑмах тибет чӗлхинчен (གཡག་ — g.yag) пулса кайнӑ, вӑл ҫак чӗрчун аҫине пӗлтерет (ами вара тибетла dri е nak пулать).

Тибет чӗлхин авалхи ҫырулӑхӗ (сахалтан та, VII ӗмӗртен пуҫласа) пур, тибет азбуки инди брахми ҫырулӑхӗ ҫинче никӗсленнӗ, сыпӑклӑ ҫыру шутне кӗрет, сулахайран сылтӑмалла (хальхи Европӑри аналогилле) ҫыраҫҫӗ.

Тӗне тытса пынипе тибетсенчен чылайӑшӗ буддистсем шутланаҫҫӗ.

Халӑх историйӗ

Тибет ҫыннисен мӑн аслашшӗсем ӗлӗкренех Цангпо (Брахмапутра) юханшывӑн бассейнӗн вӑтам юхӑмӗнче пурӑннӑ. Шӑпах ҫакӑнта археологсем палеолит, неолит тата тимӗр ӗмӗрӗ тапхӑрӗсенчи авалхи цивилизацисен артефакчӗсене тупнӑ.

VI ӗмӗрте Шаньнань районӗнче пурӑннӑ йӑха ертсе пыраканӗ цанпо, урӑхла каласан, пӗрлешӗннӗ тибет йӑхӗсен пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. VII ӗмӗрте тибет патши Сонцэн Гампо пӗтӗм Тибетра хуҫа пулса тӑнӑ. Ун чухнех тибетсем кӳршӗри китайсемпе ҫыхӑну тытнӑ — сӑмахран, Сонцэн Гампо Вэньчэн династири Тан император кил-ҫурчӗн принцессипе мӑшӑрланнӑ.

Китая хӑйсен шутне кӗртнӗ Юань монгол империйӗн пуҫлӑхӗсем XIII ӗмӗрте Тибет буддизмне йышӑннӑ та Сакья шкулӗпе ҫыхӑну йӗркеленӗ, Тибетра хуҫа пулса тӑнӑ.

Тибет ҫыннисене пӗрлештерес ӗҫре Далай-лама(выр.)чăв. институтне кӗртни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Ҫакӑ Тибет теократи патшалӑхне йӗркелесси патне илсе ҫитернӗ (5-мӗш Далай-лама мӗнпур Тибет ҫӗрӗсене пӗрлештернӗ), унти влаҫа тӗн пуҫлӑхӗсӗр пуҫне, вырӑнти правительство — Кашаг — пурнӑҫланӑ.

Тибет патшалӑхӗн никама пӑхӑнманлӑх статусӗ 1949 ҫулчченех сыхланса юлнӑ, ун чухне Тибета китайсем тибетсене теократи влаҫӗнчен хӑтарас сӑлтавпа тапӑнса кӗнӗ. 1959 ҫул тӗлне пӗтӗм Тибет тӗппипех КХР шутне кӗнӗ. Тибет пӑхӑнманлӑхӗ майлисенчен чылайӑшӗ, ҫав шутра 14-мӗш Далай-Лама та, чикӗ леш енне тарнӑ, эмиграцире тибетсен наципе патшалӑх прависене хӳтӗлес енӗпе хастар ӗҫлеҫҫӗ.

Халӗ эмиграцири Тибет правительстви(выр.)чăв. пур, Йышӑнман нацисемпе халӑхсен организацийӗн(выр.)чăв. пайташӗ пулса тӑрать.

Хуҫалӑхпа общество

Мӗн ӗҫлесе пурӑннине кура тибетсене темиҫе (виҫҫӗ) хуҫалӑхпа культура тӗсӗсене уйӑраҫҫӗ:

  • ҫӗр ӗҫченӗсем — пӗтӗм тибетсенчен ҫурри; тӗп тырӑсем урпа, тулӑ, хӑш-пӗр вырӑнта рис; шыв ҫитмен вырӑнсенче шӑвараҫҫӗ;
  • ҫурма ҫӗр ӗҫченӗсем — куҫса ҫӳрекен выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем, икӗ тӗсӗн варринчи;
  • куҫса ҫӳрекен выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем; яксем, лашасем, сурӑхсем, качакасем ӗрчетеҫҫӗ.
undefined

Тибетсем ҫавӑн пекех тӑмран савӑт-сапа тӑвасси, пир-авӑр тӗртесси, бронзӑпа пӑхӑртан шӑратса, чулсем ҫинче тата йывӑҫ ҫинче касса япаласем ӑсталасси тата ытти ӗҫсем аталаннӑ.

Хальхи Китайра тибетсем промышленноҫра, ҫав шутра вак промышленноҫра та, хастар ӗҫлеҫҫӗ.

XX ӗмӗр варринелле Тибет обществи ытти тӗнчерен уйрӑмтарах, хупӑрах тӑнӑ — пурнӑҫ стройӗ ҫурма феодаллӑ пулнӑ, архаика енӗсем нумай упраннӑ, социумра теократи пуҫлӑхӗсем пысӑк вырӑн йышӑннӑ.

Тибет ҫемйи йӑлана кӗнӗ тӑрӑх пӗчӗк, мӑшӑрсем ытларах патрилокаллӑ, полиандрипе полигини тӗслӗхӗсем те пур.

Пурлӑх тата ӑс-хакӑл культури

Пурлӑх культури

Тибет ҫыннисен ялсенче те, хуласенче те (хуласем храм комплексӗсем тавра ушкӑнланнӑ) пурӑнаҫҫӗ. Тибетсен авалхи архитектура йӑли-йӗрки керменсем тата тӗн храмӗсем тӑвас ӗҫре палӑрнӑ, ӑна буддизм, Инди тата Китай архитектурисем пысӑк витӗм кӳнӗ.

undefined

Строительствӑра йӑлана кӗнӗ картлашка (чойтэн) тата унӑн кермен тунӑ ҫӗрте палӑрнӑ вариацисем пулнӑ. Тибетсен храмӗсем тӗпрен илсен ҫӳллӗ. Ҫуртсен декорӗнче буддизм тата китай мотивӗсем, эрешсем (буддизмри ҫаврашка, китай аҫтахисем тата ыт. те) палӑраҫҫӗ.

Тибетсен хула архитектури аталаннине Лхаса(выр.)чăв. тӗп хули лайӑх кӑтартса парать, сӑмахран, унӑн чи илемлӗ архитектура комплексӗсенчен пӗри — Потала кермен комплексӗ, унта Далай-ламасен резиденцийӗ пулнӑ, вӑл пысӑк калӑпӑшлӑ: 117 м ҫӳллӗш тата 360 м анлӑш; тулашри Шурӑ керменрен (административлӑ корпуссем) тата шалти Хӗрлӗ керменрен (храмсем тата пурӑнмалли пай) тӑрать, унта 10 000 ытла хрампа ступа вырнаҫнӑ, ҫавӑн пекех кӳлепесемпе турӑшсен пысӑк коллекцийӗ тата пысӑк библиотека пур.

undefined

Ҫурхи Хунарсен уявӗ вӑхӑтӗнче тибетсен пӗтӗм тӗп хули, Лхаса, хунарсемпе капӑрланать, урамсенче сӑрланӑ услам ҫуран ӑсталанӑ картинӑсем кӑларса тӑратаҫҫӗ.

Тӗпленсе пурӑнакан тибетсен йӑлана кӗнӗ ҫурт-йӗрӗсем — чулран е йывӑҫран тунӑ пысӑк ҫуртсем, унта аялти хута мастерской, суту-илӳ лавкки (хуласенче) вырнаҫнӑ е выльӑх-чӗрлӗх валли (ялсенче) уйӑрнӑ, ҫӳлти хучӗ пурӑнмалли вырӑн шутланать.

Ҫурма ҫӗр ӗҫченӗсем — куҫса ҫӳрекен выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем (ҫӳллӗ сӑртлӑхра) пысӑках мар калӑпӑшлӑ ҫуртсенче, ытларах пӗр хутлӑ, пурӑнаҫҫӗ.

Куҫса ҫӳрекен выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем ҫӑм палаткӑсенче пурӑнаҫҫӗ.

undefined

Тибет ҫыннисен йӑлана кӗнӗ арҫын тата хӗрарӑм тумӗ — чуба — вӑрӑм ҫухаллӑ, вӑрӑм ҫанӑллӑ вӑрӑм халат, ҫуллахи — пир-авӑртан, хӗллехи — сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗскер. Атӑ-пушмак — шӗвӗртнӗ сӑмсаллӑ сӑран атӑ. Тибет ҫыннисен тӗрлӗ йышши пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем пур, вӗсен хушшинче така тирӗнчен е тир хушса ҫӗленӗ ҫӗлӗксем. Хӗрарӑмсем (час-часах арҫынсем те) ҫӳҫне куллен ҫивӗтлесе ҫӳреҫҫӗ.

Тибетсен тӗп апачӗ цампа — чейпе, услам ҫупа тата тӑварпа хутӑштарнӑ ӑшаланӑ урпа ҫӑнӑхӗ; выльӑх ӗрчетекенсен ытларах аш-какайпа сӗтрен хатӗрленӗ апат. Ҫӑнӑхран хатерленӗ апат анлӑ сарӑлнӑ — салма тата пельмень тӗсӗ (момо, момо-ча).

Уяв сӑйлавӗсем: йӳҫнӗ турӑх — шо; иккӗмӗш наци алкоголь ӗҫми — урпа сӑри (чанг).

Тибет медицини

Тӗнчери авалхи йӗркеленнӗ медицина тытӑмӗсенчен пӗри тибет медицини шутланать. VIII ӗмӗрте Юток Йонтен Гонпо врач-ӑсчах Тибетӑн, Индин, Персин тата Китайӑн медицина йӑлисене тӗпе хурса пӗтӗмлетнӗ «Тӑватӑ Тантра» медицина ӗҫӗ ҫырнӑ, унӑн ӗҫне хыҫҫӑн пыракансем хушса тата сарса пынӑ.

Тибет медицини ытларах фитотерапи медицини шутланать — 2 пин ытла тӗрлӗ ӳсентӑранпа, ҫавӑн пекех урӑх ҫутҫанталӑк хатӗрӗсемпе — 40 яхӑн чӗрчун тӗсӗпе тата 50 яхӑн минералпа — усӑ кураҫҫӗ.

Фольклор, халӑх йӑли-йӗркипе уявӗсем

Тибетсен халӑх пултарулӑхне халапсем, эпос (тӗнчипе паллӑ Гэсэриада(выр.)чăв. тибетсен майлӑ), повеҫсем, асамлӑ легендӑсем, преданисем, байксем, йӑлари историсем, ҫав шутра Денби пиччен шӳчӗсем, ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем кӗреҫҫӗ, кӗвӗ хатӗрӗсенчен хӗлӗхлисем, шӑхличсем, шӑнкӑравсем, параппансем анлӑ сарӑлнӑ, театрализациленӗ представленисемпе (тибет халӑх опери «Аче Лгамо»), пӗрле юрлакан юрӑсемпе те пуян.

undefined

Тибетсен паллӑ йӑла-йӗрке нумай. Вӑхӑт шутлавӗ хӑйсен уйӑх календарӗпе(выр.)чăв. пырать. Ун тӑрӑх вара нумай йӑлана кӗнӗ тибет уявӗсене ирттермелли тӗрӗс кунӗсене палӑртаҫҫӗ, вӗсен хушшинче чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ Ҫӗнӗ ҫул уявӗ (Лосар, Ло Гсар), Хунарсен уявӗ, Турӑх уявӗ (Шодун, Шотон), шыва кӗмелли уяв, тыр-пул уявӗ тата ытти те.

undefined

Ҫӗнӗ ҫул уявне — Лосар / Ло Гсар — ламӑсен тӗн ташшисем, театр постановкисем тата халӑх савӑнӑҫӗ илем кӳреҫҫӗ.

Турӑх уявӗ — Шодун / Шотон, Будддӑна халалланӑскер, Лхаса хулин Норбулинка тӗп паркӗнче иртекен уяв, йӑлана кӗнӗ тарӑх уява тухнӑ халӑха турӑхпа сӑйлаҫҫӗ тата каҫхи ҫутӑсем ҫутаҫҫӗ.

Тӗрлӗ уявсенче тибетсем наци спорчӗн тӗсӗсемпе — лашапа чупассипе тата яксемпе чупассипе, ухӑран перессипе, чӑмӑрсемпе ҫапӑҫассипе тата ыттипе — ӑмӑртусем йӗркелеҫҫӗ.

Кашни тибет шыва кӗмелли уява виҫӗ хут хутшӑнать: ҫуралсан, туй вӑхӑтӗнче тата вилсен. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫынсене пӗтӗмпех ҫӑвӑнма кирлӗ мар, пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем ячӗпе ҫеҫ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ China statistical yearbook. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
  2. ^ TITLE>Population transfer and control. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
  3. ^ Урбанаева И. С. . Дхарамсала и мир тибетской эмиграции. — 2005.
  4. ^ The Tibetan Community in India. Berne-Wabern: Staatssekretariat für Migration. — 2013.
  5. ^ Tibet in Exile – Central Tibetan Administration(паллӑ мар). tibet.net. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.

Вуламалли