Тимофеев Александр Тимофеевич (доцент)
Тимофеев Александр Тимофеевич (1907 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ[1], Мӑн Чӑкӑр, Шупашкар уесӗ — 1941 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ[2]) — медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1936), доцент. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын.
Пурнӑҫӗ
1922–1925 ҫулсенче Шупашкарти II ступеньлӗ шкулта вӗренннӗ. 1931 ҫулта Хусанти медицина институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1935 ҫулта институтӑн гигиена кафедри ҫумӗнче ординатурӑра вӗренсе пӗтернӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна ку кафедрӑра ассистент пулма хӑварнӑ, санитарипе гигиена деканӗн ҫумӗ вырӑнне шанса панӑ[3].
1940 ҫулта доцент ӑслӑлӑхри ята тивӗҫнӗ[4].
Вӑрҫӑ пуҫлансан, 1941 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, хӑй ирӗкӗпе фронта тухса кайнӑ, вӑрҫа медиксемпе санитарсен батальонӗнче тухтӑр пулса хутшӑннӑ. Кайран дивизин медицина уйрӑмӗн командирӗ таран ӳснӗ[3][4].
Смоленск патӗнче йывӑрлӑха лекни, пуҫ хуни
1941 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Смоленск патӗнче нимӗҫсем хӑвӑрт тапӑнса кӗнӗ май медиксемпе санитарсен батальонӗ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Командованипе ҫыхӑну татӑлнӑ пулнӑ, ҫавна май Александр Тимофеевич батальона эвакуациленме хушнӑ. Вӗсен колонни вӑрманти ҫулсемпе тухӑҫалла куҫма пуҫланӑ. Ҫулӗ йывӑр пулнӑ, иртсе ҫӳреме май пулман[2].
Вӗсен колоннине ӑнсӑртран нимӗҫсен десанчӗ асӑнханӑ. Аманнисене, пурлӑха тата ҫынсене упраса хӑварас тесе командир ушкӑна икӗ пая пайланӑ: пӗри аманнисене илсе малалла эвакуациленнӗ, тепри вӗсене тӑшман куҫӗнчен пытарас тӗллевпе вырӑнта юлнӑ. Иккӗмӗш ушкӑнпа командӑлама ҫар тухтӑрӗ хӑй юлнӑ. Тан мар тытӑҫу вӑраха тӑсӑлман, апла пулин те аманнисене илсе тухакан ушкӑн инҫе кайма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, вӗсем хӑрушсӑр вырӑна тухнӑ[2].
Нимӗҫсем юлнисене ҫавӑрса илнӗ, парӑнма хушма тытӑннӑ. Медиксем «Вырӑссем парӑнмаҫҫӗ» тесе кӑшкӑрнӑ та тӑшмана хирӗҫ юлнӑ гранатисене пенӗ[2].
Тытӑҫу вӗҫленсен нимӗҫсем медиксемпе санитарсен батальонӗн йывӑр аманнӑ командирне тыткӑна илнӗ. Вӗсем ӑна прикладсемпе хӗненӗ, ҫурӑмӗ ҫинче хӗрлӗ ҫӑлтӑр касса кӑларнӑ, кайран вара чӗрӗскерне ҫӗр ӑшне чавса хунӑ. Ҫапла Александр Тимофеевичӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ[2].
Ӗҫӗ-хӗлӗ
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланас умӗн вӑл 10 ӑслӑлӑх ӗҫӗ хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ[4].
Астӑвӑм
- Мӑн Чӑкӑрти 8 ҫул вӗренмелли шкулти пионер дружини унӑн ячӗпе хисепленнӗ[2].
- Хусанти медицина институтӗнчи «Вечная слава» кӗтесре унӑн биографине вырнаҫтарнӑ[2].
- Алексей Тимофеев ӑна халалласа «Сантӑр паттӑр» поэма ҫырнӑ[2].
Ӑнлантарусем
- ^ http://наследиечувашии.рф/russian/%D1%82%D0%B8%D0%BC%D0%BE%D1%84%D0%B5%D0%B5%D0%B2-%D0%B0%D0%BB%D0%B5%D0%BA%D1%81%D0%B0%D0%BD%D0%B4%D1%80-%D1%82%D0%B8%D0%BC%D0%BE%D1%84%D0%B5%D0%B5%D0%B2%D0%B8%D1%87-%D0%B2%D0%BE%D0%B5%D0%BD%D0%BD/
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 https://kazangmu.ru/files/preventmedicine/%D0%B8%D1%81%D1%82%D0%BE%D1%80%D0%B8%D1%8F%20%D0%BA%D0%B0%D1%84%D0%B5%D0%B4%D1%80%D1%8B/Timofeev.pdf
- ^ 1, 2 http://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/3248.html
- ^ 1, 2, 3 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 386. — 505 с.
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 386. — 505 с.
- Тимофеев, Л. Ҫӗршыва юратса / Л. Тимофеев // Коммунизм ялавӗ. — 1985. — 14 март.
- Алексеев, Г. А. Тимофеев Александр Тимофеевич / Г. А. Алексеев // Медики Чувашии в годы войны / Г. А. Алексеев. — Чебоксары, 1995. — С. 326.
- Алексеев, Г. А. Тимофеев Александр Тимофеевич / Г. А. Алексеев // Чувашская медицинская энциклопедия / Г. А. Алексеев. — Чебоксары, 1998. — Т. II : Н-Я. — С. 234.