Тинĕсе

ТинĕсеҪеҫпӗл Мишши çырнă сăвă.

Сăвă текстĕнче темиçе хут «Тинĕс, тинĕс...» тени тĕл пулать, çакă Авалхи Грециренех килекен каларăша аса илтерет.

Тахçан тăван пулнă, анчах нумай вăхăт курманран манăçма та ĕлкернĕ объект пек курăнать сăвăра тинĕс, — çав «Талласса! Талласа!» тенине аса илтерекен «Тинĕс, тинĕс,...» палăрăма пула.

Сăвва поэт Евпатори хулинчи (Крым) «Таласса» санаторире каннă чухне çырнă. Çапла вара кунта кунашкал ассоциацисем валли сăлтав туллиех.

Çавăн пекех

Асăрхавсем