Тихонов Олег Петрович

 

Тихонов Олег Петрович (1964 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, Кире, Улатӑр районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗ

1964 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Улатӑр районӗнчи Кире посёлокӗнче ҫуралнӑ. М. Горький ячӗллӗ Мари патшалӑх политехника институтӗнчен вӗренсе тухнӑ (1986). 1986—1988 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1988 ҫулта хӗсметрен таврӑнсан ӑна Опытный варман хуҫалӑхӗн Сурӑм лесничествин лесничийӗ пулма ҫирӗплетнӗ, унта хальхи вӑхӑтченех ӗҫлет. Ҫак ҫулсенче вӑрман фондӗнче касса пӗтернӗ тата хӑрса пӗтнӗ юмансем вырӑнне ҫӗнӗрен лартса ҫӗнетнӗ, Элӗк тата Красноармейски районӗсенчи ял хуҫалӑх предприятийӗсен ҫӗрӗсем ҫинче ҫырма-ҫатрапа уй-хир катисене хывнӑ, лесничествӑра республика пӗлтерӗшлӗ юман вӑрлӑхӗ илмелли тата туйра ҫитӗнтермелли плантаци никӗсленӗ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2007);
  • «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
  • «Раҫҫей Федерацийӗн вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
  • Чӑваш Республикин Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп грамоти.

Вуламалли

  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 138. — 168 с.

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем