Токи Пона

Токи Пона (toki pona), — шухăшласа кăларнă чĕлхе. Авторĕ - Канадăри чĕлхе тĕпчевçи, тăлмачĕ Соня Ланг (малтанхи ят — Соня Элен Киса. Чĕлхире сăмах шучĕ питĕ сахал, унта 125 сăмах кăна.

Вӑл шутласа кӑларнӑ чӗлхесенчен чи ҫӑмӑлли шутланать. Токипона ҫинчен пӗрремӗш информаци тӗнче тетелӗнче 2001 ҫулта тухать. Toki Pona «ырлӑх чӗлхи» (е: «лайӑх чӗлхе», «ансат чӗлхе» е «лайӑх калаҫу» пек куҫарма пулать;). Ланг хӑйӗн ӗҫне тунӑ чухне дао тата дзен вӗрентевӗсемпе хавхаланнӑ пулнӑ.

Токипона тӗнче курӑмӗ унӑн тытӑмӗнче тата ӑшлӑхӗнче палӑрать. Унӑн сӑмахсарӗнче - 125 тымарлӑ сӑмах. Автор шучӗпе - пурнӑҫра чи кирлӗ сӑмах. Минимализм принципне никесе хунипе хайхи чӗлхере чӗрчун тата ӳсен-тӑран ячӗсем ҫуках. Ҫапах та токипонӑн официаллӑ мар сӑмахсарӗнче ҫӗршыв, халӑх, чӗлхе тата ҫын ячӗсем пур, анчах та вӗсем пысӑк саспаллипе ҫырӑнаҫҫӗ (ma Nijon — Яппуни, toki Epelanto — эсперанто, jan Tana — Таня). Ҫӑмӑллатнӑ токипона лексики ансат фонологи, грамматики тата синтаксиспа тӳр килеҫҫӗ.

undefined

Пӗлме кӑсӑклӑ: 125 сӑмахсенчен пӗри "pana" - "пар", "пама", "панӑ" тенине пӗлтерет.

Категорисем