Токмакова Ирина Петровна
Ири́на Петро́вна Токмако́ва (хĕр чухне Мануко́ва; пуш, 3, 1929, Мускав — ака, 5, 2018, çавăнтах) — совет тата раççей ача-пăча çыравçи, шкул ачисем валли юмах-повеçсен, шекл çулне çитменнисем валли пьесăсен авторĕ, акăлчан тата швед халăх поэзине куçараканĕ. Ачасемпе яшсем валли хайлавсене çырнăшăн Раççей Федерацин патшалăх парнин лауреачĕ ятне («Счастливого пути!» кĕнекешĕн) тивĕçнĕ. Упăшки ӳкерçĕ-иллюстратор Лев Токмаков.
Биографи
Мускавра çуралнă. Ашшĕ — Пётр Карпович Мануков (Перч Карапетович Манукян) (1901—1971), эрмен, инженер-электротехник, амăшĕ — Лидия Александровна Дилигенская (1905—1985), вырăс, сăваплăх çыннисен çемьинчен, ача-пăча тухтăрĕ, «Пăрахса хăварнă ачасен çуртне» ертсе пынă.
Ачаранах сăвă çырнă пулин те хăйĕн литература пултарулăхне ытлах хакламан, çавăнпа та чĕлхеçĕ профессине суйласа илнĕ. 1953 çулта МПУ филологи факультетĕнче пĕлӳ илнĕ, аспирантурăра пĕрлехи тата танлаштаруллă чĕлхе пĕлĕвĕ енĕпе ăсне ӳстернĕ. Çав хушăрах тăлмач пулса ĕçленĕ.
Пĕрремĕш илемлĕ литературăна куçарас ĕçе вăл швед халăхĕн ача-пăчасен юррисен пухмачĕпе паллашнă хыççăн пикеннĕ. Çак кĕнекене Раççее ĕçпе килнĕ Боргквист швед энергетикĕ çамрăк куçаруçă, Токмакова швед поэзине юратнине пĕлсен, ярса панă. Сăвăсене малтанах хăйне валли çеç куçаркаланă, анчах та Ирина упăшки — Лев Токмаков вĕсене издательствăна çитерсе панă та вĕсене пичете илнĕ.
Тепĕр çултан харпăр сăвăсен кĕнеки — «Деревья» — тухнă, ăна хатĕрлеме Лев Токмаков пулăшнă.
Ачасем валли çырнисем
- «Времена года», 1962 (сăвăсен пуххи)
- «Деревья», М., 1962
- «Звенелки», М., 1963
- «Сосны шумят», 1966
- «Карусель», М., 1967
- «Сказка про Сазанчика», 1970 (сăвăсен пуххи)
- «Женька-совёнок», 1970 (пьеса)
- «На родной земле: Предание», 1975
- «Далеко — Нигерия», М., 1975
- «Летний ливень», 1980 (сăвăсен пуххи)
- «Заколдованное копытце», 1981 (пьеса)
- «Может, нуль не виноват?», 1984
- «Аля, Кляксич и буква А», 1-мĕш қăл. 1968
- «Счастливого пути…», 1985
- «И настанет веселое утро», 1986 (повеç-юмах)
- «Счастливо, Ивушкин!», 1991 (повеç-юмах)
- «Чародейка»
- «Плим», версия для радиоспектакля 2013 (повеç-юмах)
Куçарнисем
- Л. Кэрролл. Алиса в волшебной стране
- Р. Абдурашид. Бабушка-сказка. (Узбекрен куç.)
- В. Витка Бабушкины гости (Беларусрен куç.)
- К. Грэм, Ветер в ивах
- Винни-Пух и его друзья
- Внутри компьютера
- Волшебный камень Бризингамена
- Гномик ищет невесту
- Гномобиль
- Космические демоны
- Маленькие тролли и большое наводнение
- Мио, мой Мио!
- Муми-тролль и страшная комета
- Муми-тролль и шляпа Чародея
- Дж. Барри. Питер Пэн (каласа пани)
- Питер Пэн в Кенсингтонском саду (каласа пани)
- Питер-Кролик и другие
- С. Лагерлеф. Чудесное путешествие Нильса с дикими гусями (каласа пани)
- Пыльца фей и заколдованный остров
- Три поросёнка
- Дом под каштанами (каласа пани)
Каçăсем
- Произведения Токмаковой И. П.
- «Солидарность» побывала в гостях у известной детской писательницы // Солидарность : хаçат. — 2006. — № 9.
- Интервью
- ^ 1, 2 Краткая литературная энциклопедия (выр.) — М.: Советская энциклопедия, 1962.
- ^ Bibliothèque nationale de France Irina Petrovna Tokmakova // Autorités BnF (фр.): اوپن ڈیٹا پلیٹ فارم, платформа відкритих даних, платформа открытых данных, plateforme de données ouvertes, piattaforma di dati aperti, Opendata-Plattform, otevřená data platforma, åben-data-platform, տվյալների բաց շտեմարան, platforma za odprte podatke, plataforma de datos abierta, plataforma de dados aberta, платформа адкрытых даных, платформа на отворените данни, platforma otwartych danych, ашық деректер платформасы, ачык маалыматтарды платформа, açıq məlumat platforması, ochiq ma'lumotlar platforma, açık verilerin platformu, платформа отвореног података, platforma otvorenih podataka, platforma otvorenog podataka, platforma otvorených údajov, πλατφόρμα ανοικτών δεδομένων, platformu atklātā datu, platforma atvira duomenų, platvormi avatud andmete, avoimen datan foorumi, nyílt adatok platformja, პლატფორმა ღია მონაცემები, платформа за отворени податоци, нээлттэй мэдээллийн тавцан, platformă de date deschise, platformo de malferma datumoj, open data platform, плятформа адкрытых зьвестак, Усьтэм даннойёслэн платформазы, асыҡ мәғлүмәт платформаһы, açıq malümat platforması, açıq malümat platforması, ачык малюмат платформасы, öppen dataplattform, платформаи додаҳои боз, ачык кӧргӱзӱлердиҥ платформазы, гом бæрæггæнæнты платформæ — 2011.