Тридворнова Лидия Ивановна

Пурнӑҫӗ

1962 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Пӑрачкав районӗнчи Гарт ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумне (1983) «Вӑрман хуҫалӑхӗн техникӗ» специальноҫпа вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав ҫулах Кире вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑрман хуҫалӑхӗн техникӗн должноҫӗнче ӗҫлеме пуҫӑннӑ. 2001 ҫулта куҫӑн мар майпа Мари патшалӑх техника университетӗнчен «Вӑрман парк хуҫалӑхӗ» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ. 1994—2017 ҫулсенче Кире лесничествин лесничийӗ пулса ӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра — Кире вӑрман хуҫалӑхӗн Кире участок лесничествин пуҫлӑхӗ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2010);
  • «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ (2003);
  • «РСФСР вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
  • Раҫҫей Федерацийӗн Вӑрман хуҫалӑх агентствин Хисеп грамоти;
  • «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
  • Чӑваш Республикин Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп грамоти (2006);
  • «Раҫҫей профсоюзӗсене 100 ҫул» медаль (2005).

Вуламалли

  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 140. — 168 с.

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем