Туманка (юханшыв)
Туманка — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Шаранкăн сулахай юппи. Ячĕ «тĕтре» (выр. туман) сăмахран пулнă.
Тавралăхĕ
Юханшыв çăлкуçĕ Макарково ятлă ялтан пĕр-ик çухрăм кăнтăр-хĕвелтухăçнелле вырнаçнă. Шаранкă посёлок çывăхĕнче Шаранкă шывĕпе пĕрлешет.
Туманка юппийĕсем нумай мар, шывне пĕр вырăнта, Туманка ялĕнче, пĕвеленĕ.