Туркменбаши (аэропорт)
Туркменбаши аэропорчӗ (туркм. Türkmenbaşy şäheriň halkara aeroporty ) — Туркменистана тӗнчепе ҫыхӑнтаракан, Туркменбаши хулинче вырнаҫнӑ аэропорт. 1959 ҫулта никӗсленӗ. Пассажирлисене те, тиевлӗ рейсӗсене те йышӑнать, тӗнчепе ҫыхӑнтаракан аэропорт статусӗ пур.
2011 ҫулта 16ПП/34Л ҫӗнӗ ВПП туса пӗтернӗ, унӑн классификаци хисепӗ (PCN) 70/R/A/Х/T, виҫи 3500x45 м (цементобетон)[1]. Ҫӗнӗ ВПП хута яни аэропорта пур йышши самолетсене те йышӑнма май парать.
2011 ҫулчен аэродромӑн 16/34 (халӗ ӑна 16П/34Л тесе палӑртнӑ) тӗп ВПП пулнӑ, унӑн классификаци хисепӗ (PCN) — 26/R/A/X/T. Аэродром хуть те мӗнле вертолета, унсӑр пуҫне самолетсен чылай тӗсне йышӑнма пултарнӑ, вӑл шутра Ан-225, Ан-124 тата Ил-76 (тулли тиеменскере), Ан-22, Ту-154, Боинг-757 тата вӗсенчен ҫӑмӑлтараххисене[2][3].
Ҫӗнетнӗ аэропорт
Ӳкерчĕк:Turkmenbashi airport int arrivals.jpg
Тӗнче шайне вӗҫсе каякан рейссен секторӗ
2010 ҫулхи ака уйӑхӗнче сехетре 800 ҫынпа ӗҫлеме пултаракан тӑватӑ хутлӑ ҫӗнӗ аэровокзала уҫнӑ. Унсӑр пуҫне 61 метр ҫӳллӗш ҫӗнӗ диспетчер башни хута кайнӑ, унта Siemens тата Thales компанисен ятарлӑ оборудованине вырнаҫтарнӑ, унсӑр пуҫне VIP йышӑнмалли корпус, тӗлпулусемпе канашлусем тата конференцисем ирттермелли корпус тунӑ.
Тӗнче шайӗнчи сервиспа тивӗҫтерсе аэропорт пӗр вӑхӑтра 7 рейс йышӑнма пултарать. Ҫӗнӗ аэровокзал пӗтӗмӗшле 80 гектара яхӑн лаптӑк йышӑнать. Территори ҫумӗнчи лаптӑка хӑтлӑлатнӑ, йывӑҫ-тӗмсем лартса симӗслетнӗ, фонтансемпе илемлетнӗ. Ҫавӑн пекех кунта виҫҫӗр сакӑрвунӑ ытла автомобиль вырнаҫтармалӑх тӑррине витнӗ тата тӑрӑсӑр машшин тӑратмалли вырӑнсем те пур. Туркменбаши хулин Тӗнче шайӗнчи аэропорта уҫнӑ май кунта Туркменистан президенчӗ Гурбангулы Бердымухамедов килсе кайнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ сывлӑш портне пула Каспи тинӗсӗнче туслӑхпа тӑнӑҫлӑх хуҫаланасса тата кӳршӗсемпе ырӑ хутшӑнусем йӗркеленессе, Туркменистанпа ытти ҫӗршывсем хушшинчи ҫыхӑнӑва малалла аталантарас енӗпе Туркменистан патшалӑхӗн политикине ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланасса шанса тӑрать[4].
Тӗнче шайӗнчи ҫӗнӗ аэропортӑн нумай лайӑх енӗ пур. Кунта кӗтме, хӑвӑрт регистрацилеме тата пассажирсене самолетсене лартма питӗ хӑтлӑ условисем йӗркеленӗ. Ку тӗлӗшпе вӗсене телескоп евӗрлӗ трапсем, информаци таблосем, тӗнчепе тата хуласемпе ҫыхӑнтаракан пунктсем, япаласем упракан камерӑсем пулӑшаҫҫӗ, почта та пур. Рейссене кӗтекен пассажирсен залӗсенче хӑтлӑ сӗтел-пукан вырнаҫтарнӑ, пур ҫӗрте те хӑтлӑ кафетерисем, буфетсем, пошлинӑсӑр суту-илӳ тӑвакан лавккасем, хӑтлӑ cip-зал пур. Транзит рейсӗсем тӑвакан ют ҫӗршыври авиакомпани экипажӗсем валли ятарласа темиҫе теҫетке вырӑнлӑ хӑна ҫурчӗ тунӑ, унта кафетери те пур. Аэропорта илсе ҫитерекен тата кунтан ӑсатакан ҫӑксене тирпейлеме тиев терминалне туса лартнӑ, унта ҫӑксене хӑй тӗллӗн тирпейлеме пултаракан система ӗҫлет. Аэропорт вырӑнти тата тӗнчери авиалинисемпе пассажирсене ытларах турттарассине чылай ӳстерме тата тӗрлӗ кӗтессене ҫитерекен транзитлӑ ҫыхӑнусем йӗркелеме пултарать, ҫакӑн валли унӑн пӗтӗм майсем пур[5][6][7].
ВИП йышӑнмалли корпус
Тӗп терминал ҫывӑхӗнче ВИП-сене йышӑнмалли корпус вырнаҫнӑ. Унпа ВИП-чартерсемпе бизнес-авиаци валли, ҫавӑн пекех Туркменбаши хули хӑнисен тата Туркменистан правительствин делегацийӗсен ятарлӑ рейсӗсене йышӑннӑ тата кӑларса янӑ чухне усӑ кураҫҫӗ. Корпусра тӗлпулусем, канашлусемпе конференцисем ирттерме мӗнпур условисене йӗркеленӗ.
Тиев терминалӗ
Тӗп терминалсӑр пуҫне пӗтӗм тӗнче шайӗнчи тиев турттармалли аэровокзала та хута янӑ, унта ҫӑксене хӑй тӗллӗн тирпейлеме пултаракан система ӗҫлет.
Транспорт
Аэропорта ҫити автомобильпе Туркменбаширен тӳррӗн, е Аваза курортран шоссепе ҫитме пулать. Аэровокзал комплексӗ умӗнче машшинсене тӑранмалли тӳлевсӗр вырӑн пур.
Йышӑнакан ВС тӗсӗсем
Ан-12, Ан-24, Ан-26, Ан-28, Ан-30, Ан-32, Ан-72, Ан-74, Ан-124, Ил-76, Л-410, Ту-134, Ту-154, Ту-204, Ту-214, Як-40, Як-42, Airbus 319, Airbus A320, Airbus A321, ATR 42, ATR 72, Boeing 737, Boeing 747, Boeing 757, Boeing 767, Boeing 777, Bombardier CRJ 100/200, Embraer EMB 120 Brasila, 3-4 классен йышне кӗрекен ытти самолетсем, пур йышши вертолётсем. Сывлӑш карапӗн вӗҫсе хӑпарма май пур чи пысӑк виҫи 400 тонна. ВПП классификаци хисепӗ (PCN) — 16л/36п 26/R/A/X/T, 16п/34л 70/R/A/X/T.
Тӑтӑш рейссем
Туркменбаши аэровокзалӗ сехетре 800 яхӑн пассажирпа ӗҫлеме пултарать, куллен тӑвакан рейссен шутне Туркменистанпа ҫыхӑннӑ тӑватӑ рейс тата тӗнчепе ҫыхӑнтаракан Стамбула вӗҫекен пӗр рейс кӗрет.
| Авиакомпани | ИАТА кочӗ |
ИКАО кочӗ |
Ҫӗршыв | Хула | Аэропорт | ИАТА кочӗ |
ИКАО кочӗ |
|---|---|---|---|---|---|---|---|
| Туркмени авиалинисем | T5 | TUA | Ашхабад | «Ашхабад» | ASB | UTAA | |
| Туркмени авиалинисем | T5 | TUA | Мары | Мары | MYP | UTAM | |
| Туркмени авиалинисем | T5 | TUA | Туркменабад | Туркменабад | CRZ | UTAV | |
| Туркмени авиалинисем | T5 | TUA | Ташауз | Ташауз | TAZ | UTAT | |
| Туркмени авиалинисем | T5 | TUA | Стамбул | Ататюрк ячӗллӗ аэропорт | IST | LTBA |
Тиев йышшисем
| Авиакомпани | Ҫитерекен вырăнсем |
|---|---|
| Cargolux | Баку, Гонконг, Люксембург, Тайбэй, Будапешт, Вена |
| Coyne Airways | Тбилиси |
Катастрофӑсем
1988 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче аэропортра Ту-154 самолёт катастрофӑна лекнӗ. Иккӗмӗш пилотӑн йӑнӑшне пула самолет 4,8g перегрузка тӳссе йывӑррӑн анса ларнӑ. Ҫӗр ҫине ҫапӑннипе фюзеляж 49-54№ шпангоутсем тӗлӗнчи хӳре пайӗнче тата 12-14№ шпангоутсем тӗлӗнчи сӑмса пайӗнче арканнӑ. 45-54 шпангоут тӗлӗнче пассажир клеслисенче ларнӑ (24-26 рет) 11 ҫын вилнӗ. Экипажри 2 ҫын тата 7 пассажир йывӑр суранланнӑ, экипажри 4 ҫын тата 3 пассажир ҫӑмӑллӑн суранланнӑ. Самолетра пурӗ 137 пассажир пулнӑ[8].
Ӑнлантарусем
- ^ НОТАМ О0619/11.
- ^ Сборник аэронавигационной информации № 13 — Казахстан, Киргизстан, Таджикистан, Туркменистан, Узбекистан. ЦАИ ГА, 2009. 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Туркмения снижает цены на авиатопливо для иностранных воздушных судов // Regnum ( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ Новый аэропорт города Туркменбаши принял первые международные рейсы | Интернет-газета Turkmenistan.Ru. www.turkmenistan.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
- ^ В городе Туркменбаши завершается реконструкция аэропорта. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ В Туркменбаши появится аэропорт стоимостью 125 млн евро. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ «Полимекс» возведет новый аэропорт в городе Туркменбаши | Интернет-газета Turkmenistan.Ru. www.turkmenistan.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Лётные происшествия и катастрофы в СССР и РФ. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Туркменбаши хулинчи тӗнчепе ҫыхӑнтаракан аэропорт
- www.vinavia.com ҫинчи аэропорт пирки информаци
- dir.avia.ru ҫинчи аэропорт пирки информаци
- Техника характеристикисем
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Туркменбаши (аэропорт) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |