Дашогуз (аэропорт)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Дашогуз
Администраципе территори пайӗ Дашогузский велаят[d]
Патшалӑх
Хулапа ӗҫлет Дашогуз[d]
Вӗҫсе хӑпарса-анмалли полоса 08/26
ИКАО аэропорт кочӗ UTAT
ИАТА аэропорт кочӗ TAZ
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш 85 метр
Дашогуз (аэропорт)Мир (Земля) çинче
Дашогуз (аэропорт) (Мир (Земля))

Дашогуз тӗнче аэропорчӗ (туркм. Daşoguz halkara howa menzili ) — Дашогуз велаятӗнчи пӗрешкел ятлӑ хулан тӗнче аэропорчӗ. Хуларан 10 ҫухрӑмра кӑнтӑр-анӑҫнерех вырнаҫнӑ. 1924 ҫулта никӗсленӗ. 1992 ҫулччен хулапа аэропорт Ташауз ятлӑ пулнӑ.

Дашогуз аэродром пур йышши сывлӑш карапӗсене те йышӑнма пултарать. ВПП классификаци хисепӗ (PCN) — 107/R/W/B/T[1].

Истори

Пӗрремӗш авиарейса 1924 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Каган — Ташауз — Хива маршрутпа пурнӑҫланӑ. Унтан ҫак рейспа тӑтӑш вӗҫме пуҫланӑ.

1940 ҫултанпа Чарджоу — Турткуль — Ташауз маршрутпа вӗҫме тытӑннӑ. Совет тапхӑрӗнче Минераллӑ Шыва тата СССРти ытти аэропортсене тӑтӑшах рейссем тунӑ.

Ли-2 самолёт аэропорт ҫывӑхӗнче катастрофӑна лекнӗ. 5 ҫын вилнӗ. Ҫак пӑтӑрмах хыҫҫӑн СССР ҫынсене турттаракан авиацинче Ли-2 самолетпа усӑ курма чарнӑ[2].

1980-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Ташауз аэропортӗнче 2700 метр тӑршшӗ тата 42 метр сарлакӑш искусствӑллӑ вӗҫса хӑпарса анмалли полоса тунӑ.

Аэровокзалӑн ҫӗнӗ ҫуртне 1984 ҫулта уҫнӑ. 1989 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнче сехетре 400 пассажирпа ӗҫлеме пултаракан ҫӗнӗ аэровокзал комплексӗ хута кайнӑ[3].

Аэровокзал ҫуртне юсаса ҫӗнетес, хальхи йышши хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерес ӗҫе 2009 ҫулта вӗҫленӗ. Аэропорт терминалӗ сехетре 300 яхӑн пассажирпа ӗҫлеме май парать.

2010 ҫулта вӗҫсе хӑпарса анмалли полосана юсанӑ.

2013 ҫултанпа 50 м ҫӳллӗш командирпа диспетчер пунктне, магистральлӗ тата ҫыхӑнтаракан рульлемелли ҫулсене, перрон тӑваҫҫӗ; ӗҫсен пӗтӗмӗшле хакӗ 200 млн АПШ долларӗпе танлашать[4][5]. Проект шайӗнче 3800 м тӑршшӗ вӗҫсе хӑпарса анмалли полоса, пилӗк рульлемелли ҫул, сывлӑш карапӗсем тӑратмалли перрон тунӑ, сехетре 500 пассажирпа ӗҫлеме пултаракан тӑватӑ хапхаллӑ пассажир терминалне, ВИП-терминал ҫуртне, ҫавӑн пекех ытти ҫурт-йӗрӗ тума палӑртнӑ[6].

2015 ҫул тӗлне «Альтком» компани вӗҫсе хӑпарса анмалли полосана ҫӗнетнӗ, унӑн виҫине 3800х60 метр таран пысӑклатнӑ (2х7,5 метр сарлакӑш ҫул хӗрри пур). Аэродромра аэронавигаци тата автоматизациленӗ метеорологи техника хатӗрӗсен хальхи йышши тӗсӗсем вырнаҫнӑ[4].

Тӑтӑш рейссем

Авиакомпани ИАТА авиакомпани кочӗ ИКАО авиакомпани кочӗ Ҫӗршыв Хула Аэропорт ИАТА кочӗ ИКАО аэропорт кочӗ Ӑнлантарни
«Туркмени авиалинисем» T5 T5 TUA Flag of Turkmenistan.svg Ашхабад «Ашхабад» ASB UTAA
T5 T5 TUA Flag of Turkmenistan.svg Туркменабат Туркменабат CRZ UTAV
T5 T5 TUA Flag of Turkmenistan.svg Туркменбаши Туркменбаши KRW UTAK
T5 T5 TUA Flag of Turkmenistan.svg Балканабат Балканабат BAL UT1H

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем

WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Дашогуз (аэропорт) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.