Тхана
Тхана | |
---|---|
маратхи ठाणे | |
Сехет тӑрӑхӗ | UTC+5:30[d] |
Почта индексӗ | 401107 |
Вырӑнти телефон кочӗ | 022 |
Официаллӑ сайт | thane.nic.in |
Официаллӑ ят | маратхи ठाणे |
Халӑх йышӗ |
|
Руководящий орган | Q7710242? |
Администраципе территори пайӗ | Тхане[d] |
Лаптӑкӗ |
|
Официаллӑ чӗлхе | маратхи[d] |
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш | 8 метр |
![]() | |
Патшалӑх | |
Является административным центром | Тхане[d] |
Код автомобильного номера | MH-04 |
![]() |
Тхана[1] (Тхане; маратхи ठाणे, ʈʰaːɳeˑ) — Индин анӑҫ енче, Махараштра штатӗнче вырнаҫнӑ хула. Тхан-Крик юппин пуҫламӑшӗнче, Улхас юханшывӗн эстуари пайӗнче вырнаҫнӑ. Пӗр ятлӑ тӑрӑхӑн административлӑ тӗпӗ. Хула ячӗ акӑлчансем Ганеша храмӗн ятне — Шри Стханакӑн ятне панӑ хыҫҫӑн пулса тухнӑ. '' Кӳлӗ хули '' ятпа паллӑ. Лаптӑкӗ 147 ҫм². Мумбаи агломерацин пайӗ шутланать.
Хула кун-ҫулӗ
Хула вырнаҫнӑ тӑрӑха авал Апарант ятпа пӗлнӗ[2]. Птолемей ятлӑ авалхи грексен географӗн ӗҫӗсенче (пирӗн эрӑри 135—150 ҫҫ.) Тханӑна Черсонезус тесе асӑннӑ. Хула ҫавӑн пекех Шри Стаханака ятпа та паллӑ пулнӑ, ку Гапанати турӑ храмӗн ячӗпе ҫыхӑннӑ. Каярахпа ҫак ята португалсем чӗлхене хуҫса «Какабе де Тана» теме тытӑннӑ, акӑлчансем вара «Тхана» ятпа калама пуҫланӑ.
890 ҫултан пуҫласа 1260 ҫулччен Тхана Шилахарсен патшалӑхӗн тӗп хули шутланнӑ. Шилахар ӑрӑвӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсен хӳтӗлевҫи тесе Шива турра шутланӑ, вӗсен вӑхӑтӗнче Копинешвар храмне туса лартнӑ. Хӑйсен толератлӑхӗпе палӑрнӑ Шилахарсен вӑхӑтӗнче хулара тӗрлӗ наци тата тӗн ҫыннисем — парссем, еврейсем, мӑсӑльмансем, христиансем — пурӑнма тытӑннӑ. Влаҫ шилахарсен аллинче пулнӑ тапхӑрта хулана «пад» ятлӑ пайсем ҫине пайланӑ: вӗсем паян та сыхланса юлнӑ (тӗслӗхрен, Напада, Агрипада, Патлипада районӗсем)[2].
XIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчен пуҫласа XVI ӗмӗрӗн пӗрремӗш пайӗ таран хула мӑсӑльман ертӳҫисен аллинче пулнӑ. 1290 ҫулта хулана паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Марко Поло килсе кайнӑ, Тханӑна вӑл тӗнчери чи лайӑх хуласенчен пӗри тесе хак панӑ[2]. Ку ҫӗрсем Португали аллине лекиччен 25 ҫул маларах хулана килсе кайнӑ Дуарте Барбоза португал ҫулҫӳревҫи Тханӑна Тана Маямбу ятпа асӑннӑ[3]. Хулана сӑнланӑ май вӑл кунта мавритансен мечӗчӗсемпе храмӗсем тата садсем нумай пулнине ҫырса хӑварнӑ.
1480-мӗш ҫулта Гуджарат ертӳҫи Мехмуд султан Тханӑна Субха облаҫӗн тӗп хули туса хунӑ[2].
1530 ҫулта хула португалсен аллине лекнӗ, вӗсен влаҫӗ кунта 200 ҫул ытла, 1739 ҫулчченех, тӑсӑлнӑ. 1730 ҫулта Тхана фортне тума пуҫланӑ. 1737 ҫулта Тханӑна Маратха патшалӑхӗн пуҫлӑхӗсем ҫӗнсе илнӗ. Ку тӑрӑх вӗсен аллинче 1784 ҫулчченех пулнӑ, ун чухне хулари влаҫа британсем ҫӗнсе илнӗ. Британсен вӑхӑтӗнче Тханӑра округри администраци тата налук пухакан ҫурт вырнаҫнӑ. 1821 ҫулта Тханӑра акӑлчансен пӗрремӗш вӑтам шкулӗ уҫӑлнӑ. 1853 ҫулта Тхане муниципалитетне йӗркеленӗ. 1881 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе килӗшӳллӗн Тханӑра 14 пин ытла ҫын пурӑннӑ[2].
1982 ҫулта Тхане муниципаллӑ корпорацине йӗркеленӗ[2].
Физикӑпа географи уйрӑмлӑхӗсем
Хула Мумбаинчен ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле вырнаҫнӑ, унӑн пӗр пайӗ Солсетт утрава йышӑнать, тепӗр пӗчӗкрех пайӗ «пысӑк ҫӗр» ҫинче сарӑлнӑ. Тхане Крик юппи Тханӑна икӗ пая пайлать. Вӗсене пӗр-пӗринче икӗ автомобиль тата пӗр чукун ҫул кӗперӗ ҫыхӑнтараҫҫӗ. Тинӗс шайӗнчен вӑтам ҫӳллӗш — 7 м. Анӑҫ енчен хулана Еоур сӑрчӗсем хупласа тӑраҫҫӗ, тухӑҫ енчен — Парсик сӑрчӗсем[2].
Тхана кӳлӗсен хули пек те паллӑ. Хулара 35 кӳлӗ пур[4]. Чи хитрисенчен пӗри Талао Масунда кӳлӗ шутланать, ӑна ҫавӑн пекех Талао Пали ятпа пӗлеҫҫӗ[5]. Кӳлӗ хӗрринче Копинешвар храмӗ вырнаҫнӑ, вӑл хулан чи авалхи храмӗ шутланать. Ӑна пирӗн эрӑччен 1750 ҫ. тӗлнелле туса лартнӑ[5]. Еоур сӑрчӗсем патӗнче Упван ятлӑ кӳлӗ — паллӑ кану вырӑнӗ — вырнаҫнӑ.
Климат
Тхане климачӗ — тропикри муссонран тропикри саванна климатне куҫнӑ вырӑнтискер. Пӗтӗмӗшле илсен, Тхане климачӗ тикӗс, кунта ҫумӑр ҫӑвакан кун чылай, темиҫе кунта кӑна сывлӑш температури ҫав тери хӗрсе кайма пултарать. Вӑтамран илсен сывлӑш температури 22 ° C пуҫласа 36 ° С таран. Хӗлле температура 12 °С-рен пуҫласа 20 ° C таран улшӑнса тӑрать, ҫулла температура 41 ° C ҫитме пултарать. Ҫулталӑк тӑршшӗнче ҫӑвакан ҫумӑр нормин 80 % ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗчченхи тапхӑрта ҫӑвать. Ҫулталӑк хушшинчи ҫумӑр норми, сывлӑшӑн вӑтам нӳрӗклӗхӗ 61—86 % танлашнӑ чухне — 2000—2500 мм.
Халӑх йышӗ
2011 ҫулхи халӑх ҫыравӗ палӑртнӑ тӑрӑх хулара 2 486 941 ҫын пурӑнать[6]. Вырӑнти халӑх хутла пӗлнин шайӗ — 91,36 %. Арлӑх шайлашӑвӗ — 1000 арҫын ҫине 882 хӗрарӑм лекет[7].
Экономика
Мумбаишӗн ку лаптӑк ытларах енӗпе ял хуҫалӑх районӗ шутланать.
Тханӑра ӳстерекен тыр-пулӑн тӗп ӳсентӑранӗсен шутне рис, вир, улма-ҫырла тата пахча ҫимӗҫ кӗреҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Инди, Непал тата Бутан картти. ГУГК СССР, 1990 ҫ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Thane Municipal Corporation | History . Пӑхнӑ кун: 21 Ҫӗртме уйӑхӗн 2014. Архивланӑ 25 Ҫӗртме уйӑхӗн 2014 ҫул.
- ^ J. Gerson Da Cunha Notes on the History and Antiquities of Chaul and Bassein , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи копийӗ. Books.google.co.in. Retrieved on 2013-07-16.
- ^ Development of Thane Solar City , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи копийӗ(акăлч.)
- ^ 1, 2 Masunda Talao, Thane (англ.). Native Planet. Пӑхнӑ кун: 7 Кӑрлач уйӑхӗн 2016. Архивланӑ 3 Утӑ уйӑхӗн 2013 ҫул.
- ^ Census of India: Sub-District Details , Wayback Machine çинчи 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи копийӗ. Censusindia.gov.in. Retrieved on 2013-07-16.
- ^ Thane City Population Census 2011 | Maharashtra , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи копийӗ. Census2011.co.in. Retrieved on 2013-07-16.
Каҫӑсем
- Than — Британника энциклопеди
|
![]() |
Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Тхана статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |