Тӳпехыр
Пĕрлехи хыпарсем
Капашкар çуртăн минималлă çӳллĕшĕ пирки пĕрлехи шухăш çук.АПШ тата Европăра 150 м (500 фут) çӳллĕрех çуртсене тӳпехырсен йышне кĕртеççĕ [1]. Emporis рейтингĕпе капашкар 100 метртан çӳллĕрех çурта шутланать[2], çӳллеш çуртсем вара 35 - 100 метр пулаççĕ)[3], SkyscraperCity йĕркелехĕпе — 200 метртан çӳллĕрехисем[4]. Çӳллĕ çукртсемпе хула хутлăхĕн канашĕ палăртнипе, 300 м çӳллĕрех çуртсене питĕ çӳллисем,[5], 600 м çӳллĕреххисене — «мега-çӳллисем» теççĕ(акăл. megatall)[6].
Пĕрремĕш тӳпехырсем
Этемлĕхĕн унченхи кун-çулĕнче нумай этажлă çуртсене тата хуласене те (тĕслĕхрен, Шибам Йеменре) тунă, пĕрремĕш тӳпехырне 1885 çулта Чикагора 1931 çулчен ларнă Шанăçлăх компани (Home Insurance Building) хăпартнă. Чи малтанах унăн 10 этаж тат çӳллĕшĕ 42 м пулнă; каярах, 1891 çулта, тепĕр 2 этажа хăпартнă, çурт çӳллĕшĕ 54,9 м çити ӳснĕ. Проект авторĕ — американ архитекторĕ Уильям Ле Барон Дженни — çурт-йĕр тăвамĕнче çĕнĕ новатор технологипе усă курнă, ун чухне пĕрремĕш ăстрăм йăтакан каркаса кĕртнĕ.
Йăлана май, йăтакан конструкци рольне тулаш хӳмисем пурнăçланă. Хурçăн çирĕплĕхĕ чи пахаллă бетонран тата чулран е кирпĕчрен хăпартнă хӳминчен 50 хут пысăкрах пулнине шута илсе, çуртсен тулаш тата шалти хӳмисене металл каркасĕ çине лартма тытăннă. Йăтакан каркаса пула çурт йывăрлăхне виççĕмĕш пайĕ таран çăмăллатнă.
Архитектор пĕтĕмпех тĕрекkлетекен урăх конструкцисене улăштарман, çавăнпа та çуртăн хыçалти хӳмине тата гранит колоннисене хăварнă.
1958 ҫулта людвигӑн паллӑ архитекторӗн проекчӗ тӑрӑх Нью-Йоркра Небоскреб Сигрем-билдинг туса лартнӑ. Унӑн архитектуринче "стенасем" принциппа усӑ курнӑ: ҫуртӑн тӗпӗ тимӗр-бетон конструкцисенчен "скелет", кантӑклӑ стенасемпе фасадӑсем ҫак скелет ҫине ҫакӑнса тӑнӑ пек туйӑннӑ. Ҫак лаконически-кубикла тата пӗтӗмпех кантӑкланӑ небоскреб "мода саккунҫи" пулса тӑчӗ, 1960-мӗшпе 1970-мӗш ҫулсенчи кая юлнӑ нумай ҫуртсемшӗн прототип пулса тӑчӗ.[7]
Небоскребсен архитектура сӑнарӗсен туртӑмӗсем вӑхӑтран вӑхӑта улшӑнса пыраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗрремӗшӗсем кубикла формӑллӑ пулсан, часах картлашкаллӑ башньӑсем "модӑллӑ" пулса тӑчӗҫ. 1960-мӗш тӗле каллех ахаль параллелепипедсем евӗрлӗ небоскрубсем сарӑлчӗҫ, вӗсем часах "кантӑкпа бетонран" мар, пуринчен ытла кантӑклӑ пулса тӑчӗҫ.
Галерея
Гонконг панорами
Çавăн пекех
Ӑнлантарусем
- ^ Skyscrapernews 2018 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Определение термина Skyscraper 2007 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче архивланӑ.. Стандарты Emporis(акăлч.)
- ^ Определение термина High-rise building 2012 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ.. Стандарты Emporis.(акăлч.)
- ^ Skyscrapers
- ^ CTBUH Criteria for Defining and Measuring Tall Buildings (англ.). — Критерии CTBUH по классификации высотных зданий. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ.
- ^ The Tallest 20 in 2020: Entering the Era of the Megatall (англ.). — CTBUH. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ.
- ^ Replacing windows in a skyscraper
Каçăсем
- Высокая мода. Почему Россия переживает бум на небоскрёбы 2008 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче архивланӑ. «Новые известия» 15.02.2007
- Skyscraperpage — Всемирный сайт о небоскрёбах и других высотных сооружениях
- Как устроены небоскрёбы?(акăлч.)
- База данных о высотных зданиях 2011 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)
- Виртуальный музей небоскрёбов(акăлч.)
- Совет по высотным зданиям и городской среде(акăлч.)
- Фотографии небоскрёбов Москвы и небоскрёбов мира 2012 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче архивланӑ.(выр.)
- SkyscraperCity — международный форум, посвящённый небоскрёбам и градостроительству(акăлч.) с русским разделом(выр.)
- Самые «высокие» города мира. ИНФОграфика
- zdanija.ru фотографии и описание небоскрёбов мира
- Самый высокий заброшенный небоскрёб в мире