Удмурт чӗлхин кунӗ
Удмурт чӗлхи кунӗ (выр. День удмуртского языка удм. Удмурт кыллэн нуналыз) — удмурт чӗлхине халалланӑ уяв. Ҫулсерен чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Кунне 2001 ҫулхине ҫак кун «Удмурт Республикин патшалӑх чӗлхисем тата Удмурт Республикинчи ытти халӑхсен чӗлхисем ҫинчен» саккун йышӑннӑ май суйланӑ[1].
Уяв кун-ҫулӗ
Пӗтӗм тӗнчери удмурт чӗлхин кунне йӗркелесси ҫинчен 2018 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери «Удмурт Кенеш» ассоциацийӗ Удмурт халӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри съезчӗ иртнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ Елабугӑри регионсен хушшинчи наукӑпа практика конференцийӗнче пуҫару тунӑ[2]. 2001 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче вара Удмурт Республикин саккунӗнче удмурт чӗлхин статусне патшалӑх чӗлхи тесе палӑртнӑ.
Уява удмурт чӗлхине сыхласа хӑварас тата аталантарас тӗллевпе ҫирӗплетнӗ. Вӑл унӑн илемлӗхне, хӑйне евӗрлӗхне кӑтартма, удмурт чӗлхин сумне ӳстерме тата унӑн обществӑри вырӑнне ҫирӗплетме тивӗҫ[3]. Удмуртсем хӑйсен чӗлхине «анай кыл» (анне чӗлхи) теҫҫӗ, мӗншӗн тесен шӑпах амӑшӗн сӗчӗпе ача хӑйӗн халӑхне, культурине, чӗлхине тата Тӑван ҫӗршыва юратассине ӑша хывать.
Уяв
Удмурт чӗлхин кунӗнче республикипех тӗрлӗ савӑнӑҫлӑ тата вӗренӳ мероприятийӗсем иртеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Удмурт Республикин Наци библиотекинче ҫак кун ҫӗнӗ кӗнекесемпе тата ҫӗнӗ авторсемпе тӗлпулу-паллашусем иртеҫҫӗ, чӗлхе, регион историне халалланӑ куравсемпе лекцисем йӗркелеҫҫӗ[4]. Удмурт Республикин наци патшалӑх театрӗнче ятарласа ҫак кун тӗлне музыкӑпа литература постановкисем хатӗрлеҫҫӗ. Удмурт Республикин Кузебай Герд ячӗллӗ Наци музейӗнче тематика экскурсийӗсем, музей урокӗсем тата мастер-классем ирттереҫҫӗ.
«Сывлӑх сунатӑп!» Удмурт чӗлхи пурин валле те!»[5] — удмурт чӗлхипе тата унӑн уйрӑмлӑхӗсемпе паллаштаракан акци, яланхи пекех, Ижевскри Халӑхсен Туслӑх ҫуртӗнче тата районти библиотекӑсемпе Культура ҫурчӗсенче ҫулсерен иртет.