Уливанова Елена Харитоновна
Уливанова Елена Харитоновна (хĕр чухнехи хушамачĕ — Егорова; ҫур. 1967 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ, Ăсапуç, Самар облаçĕ) — совет саманин тата Раҫҫейӗн самбисчĕ тата дзюдоисчĕ, самбо кĕрешĕвĕпе Европа чемпионачĕн кĕмĕл призёрĕ (1992), самбопа СССР тата тĕнче чемпионĕ, самбо енӗпе тӗнче шайӗнчи СССР спорт мастерĕ, дзюдо енӗпе СССР спорт мастерӗ.
Пурнӑҫӗ
Чăваш çемьинче çуралнă. Самбопа тата дзюдопа 1984 çулта кĕрешме пуçланă. А. И. Иванов патĕнче тренировкăсене çӳренĕ.
1993 çулта Самар патшалăх педагогика институчĕн физика культурин факультетне пĕтернĕ. Спорт карьерине 1997 çулта вĕçленĕ.
Хальхи вăхăтра Самар облаçĕнчи Сергиевск районĕн Суходол посёлокĕнче пурăнать, вырăнти спорт шкулĕнче хушма пĕлӳ паракан педагог пулса ĕçлет.
Вăл вĕрентсе кăларнисен хушшинче — Мария Персидская (2014 тата 2017 çулсенчи дзюдопа Раççей чемпионĕ, 2013 çулта çамрăксем хушшинче иртнĕ Европа первенствин бронза призёрĕ) тата Валентина Володина (дзюдо енӗпе спорт мастерĕ, Европа чемпионачӗн кĕмĕл призёрĕ).
Спортри çитĕнӳсем
- 1988 çулхи самбо кĕрешĕвĕпе иртнĕ СССР чемпионачĕн кĕмĕл призёрĕ;
- 1990 çулхи самбо кĕрешĕвĕпе иртнĕ СССР чемпионачĕ —
; - 1991 çулхи самбо кĕрешĕвĕпе иртнĕ СССР чемпионачĕ —
; - 1991 çулхи СССР халăхĕсен спартакиади —
; - 1991 çулхи дзюдопа иртнĕ СССР Кубокĕ (Ангарск) —
.